Вулакансене ҫӗнӗ брошюрӑсем парса тӑни — Библи вӗренӗвӗ пуҫламалли пӗр утӑм
1. Иеговӑн организацийӗ мӗншӗн нумай ҫул хушши ӗнтӗ пире брошюрӑсене вулакансене тӑтӑшах кӳрсе тӑма хавхалантарать?
1 Ҫынсем нумайӑшӗ Библи вӗренме килӗшмеҫҫӗ пулсан та пирӗн литературӑна хаваспах вулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Иеговӑн организацийӗ нумай ҫул ӗнтӗ пире брошюрӑсене вулакансене тӑтӑшах кӳрсе тӑма хавхалантарать. Пирӗн брошюрӑсене тӑтӑшах вуланӑран ҫынсем час-часах Турӑ Сӑмахӗпе интересленме пуҫлаҫҫӗ (1 Петр 2:2). Тен, вӑхӑт иртнӗҫемӗн мӗн вулани вӗсен чӗрине пырса тивӗ те, вара вӗсем Библи вӗренме килӗшӗҫ.
2. Кама тӑтӑшах брошюра парса тӑратпӑр, ҫавсен интересне мӗнле аталантарма пулать?
2 Чӑнлӑхӑн вӑрлӑхне шӑварӑр. Брошюрӑсене кӗрсе пама кӑна мар, ҫынпа калаҫса ӑна лайӑхрах пӗлме тӑрӑшӑр. Ҫапла эсир унӑн лару-тӑрӑвне, шухӑшӗсене тата мӗнпе интересленнине ӑнланӑр, ҫакӑ вара сире унпа ӑнланса калаҫма пулӑшӗ (Ытар. 16:23). Вӗсем патне каяс умӗн кашнинчех хатӗрленӗр. Май пур чухне, унӑн чӗрине акнӑ чӑнлӑхӑн вӑрлӑхне шӑварас тесе брошюрӑри пӗр-пӗр шухӑш ҫине тата унпа ҫыхӑннӑ Библири сӑвӑ йӗрки ҫине тимлеттерӗр (1 Кор. 3:6). Ҫын патне хӑҫан килнине, ӑна мӗнле литература парса хӑварнине, ҫавӑн пекех мӗнле темӑна, Библири мӗнле сӑвӑ йӗркине сӳтсе явнине ҫырса хурӑр.
3. Вулакансене ҫӗнӗ брошюрӑсене мӗн вӑхӑтран кайса парса тӑмалла?
3 Брошюрӑсене мӗн вӑхӑтран кайса парса тӑмалла? Ҫӗнӗ брошюрӑсене уйӑхра пӗрре кайса памалла. Анчах та хамӑрӑн лару-тӑрӑва тата ҫыннӑн интересне шута илсе уйӑхра пӗрре кӑна мар кайма пултаратӑр. Сӑмахран, брошюрӑна хӑварнӑ хыҫҫӑн пӗр-ик эрнерен тепӗр хут кӗрсе ҫапла калама пултаратӑн: «Эпӗ сирӗн пата кӗрес терӗм, сире парса хӑварнӑ брошюрӑри пӗр шухӑша кӑтартасшӑнччӗ». Ҫакӑн пек туни ҫынна вӑл е ку статьяпа интересленме хавхалантарӗ. Вӑл статьяна пӑхса тухнӑ пулсан, вӑл ҫав статья пирки мӗн шутлани ҫинчен ыйтса пӗлме тата кӗскен ӑна сӳтсе явма пулать. Ҫынна пирӗн литературӑна вулама килӗшет пулсан эпир ӑна буклет, урӑх брошюра е ҫав уйӑхра салатмалли кӗнекене сӗнме пултаратпӑр.
4. Кама брошюрӑсем тӑтӑшах кайса паратпӑр, ҫавӑ Библи вӗренме хатӗррипе хатӗр маррине пӗлес тесе вӑхӑтран вӑхӑта мӗн тума пулать?
4 Ҫын хӑй Библи вӗренме ыйтасса ан кӗтӗр. Хӑвӑр сӗнӗр. Вӑл унччен Библи вӗренме килӗшмен пулсан та, вӑхӑтран вӑхӑта ӑна сӗнмелли брошюрӑсенчи «Ответы на библейские вопросы» рубрика ҫине тимлеттерме тата вӑл хирӗҫ мар пулсан, ӑна сӳтсе явма пулать. Тен, алӑк умӗнчех Библи вӗренме пуҫлама пулать. Анчах та Библи вӗренӗвӗ пуҫлаймасан та брошюрӑсене малалла та парса тӑма тата ҫыннӑн интересне аталантарма пулать.