Иеговӑна мухтава кӑлармалли ҫӗнӗ майсем
1. Мӗнле ҫӗнӗ йӗрке пире Иеговӑна мухтава кӑларса тӑма пулӑшать?
1 Кӑҫал март уйӑхӗнче ҫӗнӗ йӗрке кӗртрӗҫ, ҫак йӗрке хыпарҫӑсене март, апрель уйӑхӗсенче, ҫавӑн пекех район надзирателӗ сирӗн пухӑва килнӗ уйӑхра 30 сехет нормине туса пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме май парать. Район надзирателӗ килнӗ эрнере пӗр уйӑх вӗҫленсе тепри пуҫланать пулсан 30 сехет суйласа илнӗ хыпарҫӑсем хӑш уйӑхра пулӑшакан пионер пулса ӗҫлессине хӑйсем шутласа хума пултараҫҫӗ. Пулӑшакан пионерсем пурте район надзирателӗ тулли тата ятарлӑ пионерсемпе ирттерекен тӗлпулура вӗҫне ҫитичченех пулма пултараҫҫӗ. Эпир 50 сехет тума пултараймастпӑр пулсан та ҫулталӑкра тӑватӑ хут 30 сехет нормине туса пурпӗрех Иеговӑна мухтава кӑларса тӑма пултаратпӑр! (Псалом 108:30; 118:171.)
2. Район надзирателӗ килнӗ вӑхӑтра пулӑшакан пионер пулса ӗҫлекенсем мӗнле хавхалану илӗҫ?
2 Район надзирателӗ килнӗ вӑхӑтра. Халӗ ытларах та ытларах хыпарҫӑ район надзирателӗ килнӗ вӑхӑтра пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултарать, ҫакӑ унпа пӗрле ырӑ хыпар сарса пӗр-пӗрне хавхалантарма пулӑшать (Рим 1:11, 12). Тен, пулӑшакан пионерсенчен нумайӑшӗ район надзирателӗ килнӗ вӑхӑтра унпа пӗрле ырӑ хыпар сарас тесе пӗр кун отпуск илес тейӗҫ. Кам эрне варринче унпа пӗрле ырӑ хыпар сарма кайма пултараймасть, ҫавсем ун патне пырса шӑматкун е вырсарникун кайма калаҫса татӑлма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне пулӑшакан пионерсем тулли тата ятарлӑ пионерсен тӗлпулӑвӗнче пулса питӗ пысӑк хавхалану илӗҫ.
3. Мӗншӗн Каҫхи апат уявӗ иртнӗ вӑхӑт — пулӑшакан пионер пулса ӗҫлемелли питӗ лайӑх май?
3 Мартра та, апрельте те. Унччен Каҫхи апат уявӗ иртнӗ уйӑхсенче 30 сехет нормине туса пулӑшакан пионер пулса ӗҫленисем халӗ Турра «мухтав парни» икӗ хут ытларах кӳрсе тӑма пултараҫҫӗ! (Евр. 13:15.) Мартпа апрель пулӑшакан пионер пулса сӑваплӑ ӗҫӗ ытларах тума питӗ лайӑх май параҫҫӗ. Ҫак уйӑхсенче эпир Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампание хаваспах хутшӑнатпӑр. Каҫхи апат уявӗ иртнӗ вӑхӑтра нумайӗшӗ сӑваплӑ ӗҫре ытларах хутшӑннӑран эпир те тӗрлӗ хыпарҫӑсемпе ырӑ хыпар сарма пултаратпӑр. Каҫхи апат уявӗ иртнӗ хыҫҫӑн эпир уява килнӗ ҫынсем патне тепӗр хут кайса вӗсене ятарлӑ доклада итлеме чӗнетпӗр. Пулӑшакан пионер пулса ӗҫлемелли ҫак ҫӗнӗ майсемпе усӑ курма сана чӗрӳ хавхалантарӗ-и? (Лука 6:45.)