ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Пионер пулса ӗҫлесе Иеговӑна мухтава кӑлар
Израильтянсен Иеговӑна мухтава кӑларма нумай сӑлтав пулнӑ. Вӑл вӗсене Египетран илсе тухнӑ тата фараон ҫарӗнчен хӑтарнӑ (Тх 15:1, 2). Хальхи вӑхӑтра та Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшать. Эпир ӑна пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Пс 115:3).
Майсенчен пӗри вӑл — пулӑшакан пионер е тулли пионер пулса ӗҫлесси. Пионер пулса ӗҫлеме санӑн кӑмӑл та, вӑй та пултӑр тесе эсӗ кӗлтума пултаратӑн (Фп 2:13). Нумайӑшӗ малтан пулӑшакан пионер пулса ӗҫлесе пӑхаҫҫӗ. Март тата апрель уйӑхӗсенче, ҫавӑн пекех сирӗн пухӑва район надзирателӗ килнӗ уйӑхра та, эсӗ 30 е 50 сехет ырӑ хыпар сарма пултаратӑн. Пулӑшакан пионер пулса ӗҫлени сана нумай савӑнӑҫ панине туйсан эсӗ, тен, тулли пионер пулса та ӗҫлес тейӗн. Хӑшӗ-пӗрисем тулли ӗҫ кунӗпе ӗҫленине е сывлӑхӗ япӑх пулнине пӑхмасӑрах тулли пионер пулса ӗҫлеҫҫӗ (mwb16.07 8 с). Паллах, эпир пурте Иеговӑн ятне мухтава кӑларас тесе пӗтӗм вӑя хурасшӑн, вӗт вӑл ҫавна тивӗҫлӗ! (1Ҫлс 16:25).
«МОНГОЛИРИ ВИҪӖ ПӖРТӐВАН» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Пионер пулса ӗҫлеме пуҫламашкӑн виҫӗ пӗртӑванӑн мӗнле йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме тивнӗ?
Иегова вӗсене мӗнле пилленӗ?
Тулли пионер пулса ӗҫлени вӗсене Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме мӗнле май панӑ?
Вӗсен тӗслӗхӗ ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?