«Эсир манӑн публикацие вуласан, эпӗ сирӗнне вулӑп»
Хӑш-пӗр чухне ырӑ хыпар саракан ҫынсенчен эпир ҫакна илтме пултаратпӑр. Эпир хамӑрӑн публикацисене тӗнпе ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗрӗс мар ӑнлантарса паракан литературӑпа улӑштарманран ҫакӑн пек лару-тӑрура эпир мӗнле майпа сӑпайлӑн хуравлама пултарнӑ пулӑттӑмӑр? (Рим 1:25.) Ҫапла калама пулать: «Тавтапуҫ. Ҫынсен йывӑрлӑхӗсене мӗнле татса парасси пирки унта мӗн каланӑ? [Хурава итле. Ҫын сана вулама тата хӑвна хуравне тупма сӗнет пулсан, эсӗ хӑвӑн литературӑна сӗнес умӗн унта мӗн ҫинчен ҫырнине каласа панине палӑрт та Матфей 6:9, 10 вуласа е хӑвӑн сӑмахӑсемпе каласа пар.] Турӑ Патшалӑхне пула ҫӗр ҫинче Туррӑн ирӗкӗ пурнӑҫланать тесе кӑтартнӑ Иисус. Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан тӗн литературине кӑна вулатӑп. Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле ҫитӗнӳсем тӑвасси ҫинчен эпӗ сире Библи тӑрӑх кӑтартасшӑнччӗ».