Калаҫӑва пуҫламалли майсем
«Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» (38 №). «Эпӗ пӗтӗм тӗнчипе иртекен кампанире хутшӑнатӑп тата ҫынсене питӗ кирлӗ информацие пӗлме сӗнетӗп. Ҫакӑ сирӗн валли».
Асӑрхаттару. Хамӑр территоринче ытларах ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерес тесен кӗскен каламалла. Анчах та хӑш-пӗр чухне ҫын чунтан интересленме пултарӗ тата калаҫас тейӗ. Ҫавӑн чухне ҫынран буклетӑн пӗрремӗш страницинчи ыйту пирки мӗн шутланине ыйтса пӗлме, ӑна буклетӑн иккӗмӗш страницинче Библи тӑрӑх панӑ хурава вуласа пама тата, вӑхӑт пулсан, унти хӑш-пӗр шухӑшсене пӗрле пӑхса тухма пулать. Вӗҫӗнче ӑна юлашки страницӑра илсе панӑ «Шухӑшласа пӑхӑр» айӗнчи ыйту ҫине тимлеттер те ӑна сӳтсе явма тепре тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Ложь, из-за которой трудно любить Бога» брошюра. «Эсир мӗнле шутлатӑр, Турӑ ҫинчен суйса каланисенчен хӑшӗ чи чыссӑрри? [Хурава итле.] Библире ҫырса панӑ тӑрӑх, Турӑ ҫынсенчен вӗсем ӑна юратасса, шанса тӑрасса кӗтет. [Исаия 41:13 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра ҫынсене Турӑпа ҫывӑхланма чӑрмантаракан виҫӗ суя вӗрентӗве сӳтсе явнӑ.
«Нравственные ценности — лучшее богатство» брошюра. «Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, ҫынсем нумайӑшӗ хальхи вӑхӑтра нравственность питӗ япӑхланса пыни пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче ҫынсен нравственность нормисем чакса пыни курӑнать, ҫакӑнпа эсир килӗшетӗр-и? [Хурава итле.] Библире ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗсем тата хӑйсене мӗнле тытни улшӑнасси пирки малтанах каласа хунӑ. [2 Тимофей 3:1—5 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра Библире илсе панӑ нравственность нормисене тытса тӑни мӗншӗн кирлине сӳтсе явнӑ».