Ятарлӑ чӗнӳ хучӗ
1. 2014 ҫулхи конгреса чӗнмелли кампани хӑҫан пуҫланать?
1 Калӑпӑр, эсӗ хӑвӑн тусусене е хурӑнташусене хӑнана чӗнес тесе ятарласа тутлӑ апат хатӗрлетӗн, ҫавна тума нумай вӑй тата укҫа-тенкӗ кирлӗ. Паллах ӗнтӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн патна хаваспах чӗнӗн. Ҫавӑн евӗрлех, Библие лайӑхрах ӑнланма тата Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшакан ӗҫкӗ-ҫикӗне (2014 ҫулхи область тата пӗтӗм тӗнчери конгрессене) хатӗрленӗ чухне нумай ӗҫленӗ ӗнтӗ. Виҫӗ эрне хушшинче пирӗн ҫынсене унта чӗнме май пулӗ. Чӗнӳ хучӗсене хавхалануллӑн салатма пире мӗн пулӑшӗ?
2. Кампанире пӗтӗм вӑя хурса хутшӑнма пире мӗн хавхалантарӗ?
2 Кампанире пӗтӗм вӑя парса хутшӑнас тесен Иегова хатӗрлекен сӑнарлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ пире мӗнле усӑ панӑ пирки пархатарлӑ пулса шухӑшламалла (Ис. 65:13, 14). Ҫавӑн пекех кашни ҫул иртекен ҫак кампани мӗнле ҫимӗҫсем панине асра тытмалла. Эпир конгреса чӗннисенчен хӑшӗ-пӗрисем, паллах, килӗҫ. Анчах та, ҫакӑн пек ҫынсем сахал пулсан та, эпир кампанире хастарлӑ хутшӑнни Иеговӑна мухтава кӑларӗ тата вӑл уҫӑ та ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ пулнине кӑтартӗ (Пс. 144:3, 7; Ӳлӗм. 22:17).
3. Чӗнӳ хучӗсене эпир мӗнле салатӑпӑр?
3 Старейшинӑсен кашни совечӗ пуху пӗтӗм территоринче чӗнӳ хучӗсене мӗнле салатса тухмалли ҫинчен шухӑшлӗ те килӗсенче пулманнисене валли тата территорире нумай ҫын пулакан вырӑнсенче чӗнӳ хучӗсене хурса хӑвармаллипе хӑвармалла марри пирки йышӑну тӑвӗ. Канмалли кунсенче, ҫакӑ вырӑнлӑ пулсан, чӗнӳ хучӗсемпе пӗрле брошюрӑсене те сӗнме пулать. Кампани уйӑхӑн пӗрремӗш шӑматкунне лекет пулсан эпир Библи вӗренӗвӗ пуҫлас вырӑнне чӗнӳ хучӗсем салататпӑр. Кампани пӗтсен эпир ҫав кампанире хастарлӑн хутшӑннине тата Иегова хатӗрленӗ сӑнарлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗне ытларах ҫынна чӗнес тесе хамӑр тӑрӑшнине ӑнланни пирӗн чӗресене савӑнтарӗ.