Тӳрех чӗнӗр
1. Конгреса чӗнмелли кампани хӑҫан пуҫланать?
1 Калӑпӑр, эсӗ тӑван-хурӑнташусене е тусусене хӑнана чӗнес тесе ятарласа тутлӑ апат хатӗрлетӗн. Ҫавна тума нумай вӑй тата укҫа-тенкӗ кирлӗ. Паллах ӗнтӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн патна хаваспах чӗнӗн. Ҫавӑн евӗрлех, сӑнарлӑ ӗҫке-ҫике — ҫитес конгреса — хатӗрлес тесе нумай вӑй хунӑ ӗнтӗ. Иегова чыс тунине пула эпир ҫынсене конгреса виҫӗ эрне маларах чӗнме пуҫлӑпӑр. Чӗнӳ хучӗсене хавхалануллӑн салатма пире мӗн пулӑшӗ?
2. Кампание пӗтӗм вӑя хурса хутшӑнма пире мӗн хавхалантарӗ?
2 Иегова вӗрентни пире мӗнле усӑ пани ҫинчен пархатарлӑ пулса шухӑшлатпӑр пулсан, ҫакӑ пире кампание пӗтӗм вӑя парса хутшӑнма хавхалантарӗ (Ис. 65:13, 14). Ҫавӑн пекех ҫулсерен иртекен ҫак кампани мӗнле усӑ панине асра тытмалла. («Ҫакӑ усӑ парать» рамкӑна пӑхӑр.) Эпир конгреса чӗннисенчен хӑшӗ-пӗрисем килӗҫ паллах. Ҫакӑн пек ҫынсем сахал пулсан та, эпир кампание хастарлӑ хутшӑнни Иеговӑна мухтав кӳрӗ тата вӑл ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ пулнине кӑтартӗ (Пс. 144:3, 7; Ӳлӗм. 22:17).
3. Чӗнӳ хучӗсене эпир мӗнле салатӑпӑр?
3 Старейшинӑсен совечӗсем чӗнӳ хучӗсене пӗтӗм территорире мӗнле салатса тухасси ҫинчен шухӑшлӗҫ те килӗсенче пулманнисем валли чӗнӳ хучӗсене хурса хӑвармаллипе хӑвармалла марри пирки тата территорире халӑх йышлӑ пулакан вырӑнсенче сӗнмеллипе сӗнмелле марри пирки йышӑну тӑвӗҫ. Вырӑнлӑ пулсан, канмалли кунсенче чӗнӳ хучӗсемпе пӗрле брошюрӑсем те сӗнме пулать. Кампани вӗҫленсен, эпир унта хастарлӑн хутшӑннӑшӑн тата Иегова хатӗрленӗ сӑнарлӑ ӗҫке-ҫике нумай ҫын килнӗшӗн питӗ савӑнӑпӑр.