Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 13/4 5 с.
  • Усӑ паракан кампани

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Усӑ паракан кампани
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2013
  • Ҫавнашкал материал
  • Тӳрех чӗнӗр
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2015
  • Конгреса чӗнмелли кампани
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
  • Ятарлӑ чӗнӳ хучӗ
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
  • Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани мартӑн 17-мӗшӗнче пуҫланать
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
Ытларах пӗлӗр
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2013
km 13/4 5 с.

Усӑ паракан кампани

Пухусем конгресс умӗн виҫӗ эрне хушши пухӑвӑн территорийӗнче пурӑнакан ҫынсене конгреса чӗнмелли кампание каллех хутшӑнӗҫ. Ҫакӑн пек кампание кашни ҫул ирттерме витӗмлӗ сӑлтав пур. Кам чӗнӳ хутне илнине пула конгреса килнӗ, ҫавсене Библи ҫинче никӗсленнӗ докладсем, доброволецсенчен тӑракан отделсен ӗҫне питӗ лайӑх йӗркелени, ҫавӑн пекех эпир хамӑра лайӑх тытни тата пирӗн хушӑри пӗрлӗх час-часах лайӑх витӗм кӳреҫҫӗ (Пс. 109:3; 132:1; Ис. 65:13, 14). Анчах интересленекенсем конгресс иртекен вырӑнтан аякра пурӑнаҫҫӗ пулсан, ҫав вырӑнсенче ҫак кампани усӑ парать⁠-и?

2011 ҫулхи область конгресӗ хыҫҫӑн пӗр филиала ҫыру килнӗ, пӗр хӗрарӑм алӑкра хӑварнӑ чӗнӳ хутне тупнӑ. Унччен, Иегова Свидетелӗсем хӑйӗн алӑкне шаккасан, вӑл килте пулнине палӑртман. Акӑ мӗн вӑл ҫырать: «Манӑн питӗ хитре ҫурт, лайӑх упӑшка, ҫавӑнпа эпӗ телейлӗ пулмашкӑн манӑн пурте пур тесе шутланӑ. Анчах телей те, пурнӑҫӑн тӗллевӗ те пулман. Ҫапла вара эпӗ шӑматкунхи программӑна итлес тесе машинӑпа 300 ҫухрӑм ытла кайма шут тытрӑм». Ӑна конгресс питӗ килӗшнӗ, вӑл вара вырсарникунхи программӑна итлеме юлма шут тытни пирки упӑшкине шӑнкӑравласа каланӑ. Вӑл малалла ҫырать: «Эпӗ пур доклада та итлерӗм, Иегова Свидетелӗсенчен нумайӑшӗпе паллашрӑм тата манӑн конгреса малалла та тӑсас килчӗ». Килне таврӑнсан вӑл Библи вӗренме пуҫланӑ та тӑватӑ уйӑхран шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑнӑ. Вӑл калать: «Алӑкра чӗнӳ хутне тупнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп, вӗт эпӗ пурнӑҫ тӗллевне тупрӑм!»

Чӗнӳ хучӗсене илнисенчен хӑшӗ-пӗрисем конгреса, паллах, килӗҫ. Ҫавӑнпа ҫак питӗ кирлӗ кампание хастарлӑ хутшӑн. Юлнӑ чӗнӳ хучӗсене конгресс иртекен хулана хӑвӑнпа ил те майлӑ самантра ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӗсене сӗнме тӑрӑш.

[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Чӗнӳ хутне мӗнле сӗнмелле?

Пухӑвӑн пӗтӗм территорине тухас тесе кӗскен сӗнмелле. Тӗслӗхрен, калама пулать: «Сывлӑх сунатӑп. Эпир ҫак чӗнӳ хутне салатмалли пӗтӗм тӗнчипе иртекен кампание хутшӑнатпӑр. Ку сире валли. Чӗнӳ хутӗнчен эсир ытларах пӗлме пултаратӑр». Хавхалануллӑ кала. Кампание канмалли кунсенче хутшӑннӑ чухне, вырӑнлӑ пулсан, брошюрӑсем те сӗн.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр