УЙӐХ ТЕМИ: «ТУРӐ СӐМАХНЕ НИХӐҪАН ТА НИХӐШ ВӐХӐТРА ТА ВӖРЕНТМЕ АН ЧАРӐН» (2 ТИМ. 4:2).
Сӑваплӑ ӗҫе вӑраха ямасӑр тумалли туйӑма мӗнле аталантармалла
Вӑраха ямасӑр тумалли туйӑма аталантарас пулать, мӗншӗн тесен унсӑрӑн эпир ҫак усал тӗнче пӗтнӗ вӑхӑтра ҫӑлӑнса юлаймастпӑр. Ҫак туйӑм ҫирӗпленсе пытӑр тесен, ҫак асӑрхаттарусене тимлени питӗ кирлӗ:
Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тӑтӑшах кӗлту (Матф. 6:10).
Библие кулленех вуласа хӑвӑн чӗрӳне хӳтӗле (Евр. 3:12).
Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ кур (Эф. 5:15, 16; Флп. 1:10).
Куҫна «таса», е ансат, упра. Ҫак тӗнчери илӗртӳсенчен пӑрӑн (Матф. 6:22, 25; 2 Тим. 4:10).
Библири пророкла каланисем пурнӑҫланнине сӑнаса-тимлесе сыхӑ тӑр (Марк 13:35—37).
Вӑраха ямасӑр тӑвас туйӑм сире хальлӗхе вӗҫленмен ӗҫе туллин хутшӑнма пулӑшӗ! (Иоанн 4:34, 35.)