2015-мӗш ҫулта Теократи ӗҫӗн шкулӗ пире вӗрентес ӑсталӑха лайӑхлатма пулӑшать
1 Псалом юрлакан Давид ҫапла ҫырнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн тӗрекӗм, Хӑтараканӑм! Манӑн сӑмахӑмсем, ӑшӑмри шухӑшӑмсем Сан умӑнта кӑмӑллӑ пулӗҫинччӗ!» (Пс. 18:15.) Эпир те хамӑр сӑмахсем Иеговӑна кӑмӑллӑ пулччӑр тетпӗр, мӗншӗн тесен эпир чӑнлӑх ҫинчен пухура та, ырӑ хыпар сарнӑ чухне те калама май пулнине хаклатпӑр. Иегова пире сӑваплӑ ӗҫе тума хатӗрлет, сӑмахран, Теократи ӗҫӗн шкулӗпе усӑ курса. Ҫак шкулта кашни эрнере пӗтӗм тӗнчипе 111 000 ытла пухура вӗренеҫҫӗ. Вӑл тӗрлӗ халӑхран тухнӑ пухури тӑвансене ырӑ хыпара пӗлтерекенсем тата ӗнентерӳллӗ, сӑпайлӑ та хӑюллӑ вӗрентекенсем пулса ҫитме пулӑшать (Ап. ӗҫ. 19:8; Кол. 4:6).
2 2015 ҫулхи Шкулӑн графикне «Первое знакомство со Словом Бога» ятлӑ брошюрӑри, ҫавӑн пекех «Понимание Писания» кӗнекери темӑсем кӗрӗҫ. Унсӑр пуҫне, Библири палӑртмалли шухӑшсем тата 1 №-лӗ задани валли уйӑрнӑ вӑхӑт улшӑнӗ. Ҫак улшӑнусем тата пунктсене мӗнле тумаллинчи улшӑнусем пирки тӗплӗнрех аяларах пӑхса тухӑпӑр.
3 Библири палӑртмалли шухӑшсем. Ҫак пункта тӑвакан тӑванӑн ҫав эрнере вуланӑ Библири интереслӗ те усӑллӑ шухӑшсенчен пӗрне пӑхса тухма икӗ минут пулӗ. Лайӑх хатӗрленнине пула вӑл пухура ҫав вӑхӑт хушшинче хаклӑ шухӑшсене каласа пама пултарӗ. Ун хыҫҫӑн итлекенсен, яланхи пекех, ултӑ минут пулӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче вӗсем 30 ҫеккунт е сахалрах вӑхӑтра ҫав эрнере вуланӑ Библири интереслӗ шухӑша каласа пама пултараҫҫӗ. 30 ҫеккунт хушшинче тарӑн шухӑшлӑ комментари парас тесен хатӗрленни, йӗркелӗх кирлӗ, анчах та ҫакӑ пирӗншӗн лайӑх вӗренӳ. Эпир ҫавӑн пекех ыттисене те хӑйсем тӗпченӗ чухне мӗн тупнине каласа пама май паратпӑр.
4 1 № задани. Библи вулама панӑ вӑхӑт виҫӗ е сахалрах вӑхӑта чакать тата вуламалли материал сахалланать. Кама ҫак задание панӑ, ҫавсен шухӑшсене тӗрӗс парас тесе тӗрӗс каласси тата хӑвӑртлӑхӗ ҫине уйрӑмах тимлесе темиҫе хут сасӑпа вуламалла. Иеговӑн халӑхӗнче кашнийӗн лайӑх вулас тесе тӑрӑшмалла, мӗншӗн тесен вуласси Турӑшӑн пуҫҫапассинче питӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Пирӗн ачасем нумайӑшӗ лайӑх вуланине курма питӗ хавас! Ашшӗ-амӑшӗсене, хӑйсен ачисене ҫак тӗлӗшрен юратса пулӑшнӑшӑн, мухтамалла.
5 2 № задани. Ҫак пилӗк минутлӑ задание хӗрарӑм тӑвана параҫҫӗ. Унӑн хӑйне панӑ темӑна тытса пымалла. Задание «Первое знакомство со Словом Бога» брошюра тӑрӑх тумалла чухне материала ырӑ хыпар сармалли пӗр-пӗр мелӗпе усӑ курса пурнӑҫри пек тата усӑллӑ пултӑр тесе тумалла. Задание Библире ҫырнӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем, «Понимание Писаний» кӗнекере илсе панисем, тӑрӑх тумалла чухне вӗренекенӗн ҫав ҫыннӑн ячӗллӗ статьяпа паллашмалла, усӑ куракан Библири вырӑнлӑ сӑвӑ йӗркисене суйласа илмелле тата ҫав тӗслӗх пире мӗне вӗрентме пултарнине кӑтартса памалла. Ҫавӑн пекех темӑпа ҫыхӑннӑ Библири ытти сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курма пулать. Ӑна пулӑшаканӗ кам пулнине Шкул надзирателӗ палӑртать.
6 3 № задани. Ҫак пилӗк минутлӑ задание арҫын е хӗрарӑм тӑвана параҫҫӗ. Задание хӗрарӑм тӑвана панӑ пулсан, ӑна 2 №-лӗ задание тунӑ пек тумалла. Задание арҫын тӑвана панӑ пулсан, материала — ӑна «Понимание Писания» кӗнекерен илнӗ пулсан — итлекенсем валли тунӑ доклад пек тӑвать. Вӗренекенӗн хӑйне панӑ темӑна уҫса памалла, усӑ куракан Библири вырӑнлӑ сӑвӑ йӗркисене суйласа илмелле тата Библири ҫав тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултарнине кӑтартса памалла.
7 Арҫын тӑвансене паракан 3 № заданийӗн ҫӗнӗ уйрӑмлӑхӗ. Арҫын тӑвана «Первое знакомство со Словом Бога» брошюрӑри материала панӑ пулсан, ситуацийӗ ҫемьепе пӗрле вӗренни е ырӑ хыпар сарни пулмалла. Пулӑшаканӗ кам пулнине тата ситуацие ытларах чухне Шкул надзирателӗ палӑртать. Пулӑшаканӗ хӑйӗн ҫемйинчен кам та пулин е пухури арҫын тӑван пулмалла. Ҫавӑн пекех темӑпа ҫыхӑннӑ Библири принципсене уҫҫӑн палӑртакан ытти сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курма пулать. Хӑш-пӗр чухне ҫак задание старейшинӑна пама юрать. Пулӑшакана тата ситуацие вӑл хӑй суйласа илме пултарать. Паллах ӗнтӗ, итлекенсене старейшина хӑйӗн ҫемйине е арҫын тӑвана вӗрентнӗ чухне вӗрентес ӑсталӑхӗсене мӗнле кӑтартнине курни усӑллӑ пулӗ.
Канашсене йышӑнса тата тытса тӑрса ҫитӗнӳсем ту
8 Канаш. Вӗренекен задание туса пӗтернӗ хыҫҫӑн Шкул надзирателӗн мухтаса илме, ҫавӑн пекех «Учимся в Школе теократического служения» кӗнекепе усӑ курса вӗренекене кирлӗ канашсем пама икӗ минут пулать. Задани пирки пӗлтернӗ чухне вӗренекен мӗнле урокпа ӗҫлени пирки Шкул надзирателӗ пӗлтермест. Анчах та вӗренекен задание туса пӗтерсен шкул надзирателӗ, чунтан мухтаса илсе, вӗренекен мӗнле урока тунине калать, вӗренекен урока мӗншӗн лайӑх тунине ӑнлантарать е урок пирки мӗншӗн малалла та шухӑшламалли пирки калать.
9 Вӗренмелли бланка «Школа служения» кӗнекере 79—81-мӗш страницӑсенче тупма пулать. Ҫак кӗнеке вӗренекенсен кашнийӗн пур. Вӗренекен урока тунӑ хыҫҫӑн Шкул надзирателӗ кӗнекере ҫакна палӑртса хурать тата иккӗшӗ кӑна чухне ҫак урокпа ҫыхӑннӑ хӑнӑхтарусене тунипе туманнине ыйтса пӗлет. Пуху хыҫҫӑн е урӑх вӑхӑтра вӗренекене мухтаса илме, ҫавӑн пекех усӑллӑ канашсене пама пулать. Шкул надзирателӗ вӗренекенпе чунтан интересленнине чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшакан май тесе шутламалла (1 Тим. 4:15).
10 Вӗренекен заданисене палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлемерӗ пулсан, Шкул надзирателӗн е ӑна пулӑшаканӑн сигнал памалла. Сӑмахран, вӑхӑт иртсе кайнине сӑпайлӑн кӑтартас тесе вӑл колокольчикпе шӑнкравлать е шаккаса илет. Вӗренекенӗн предложение вӗҫлемелле те сцена ҫинчен каймалла. («Школа служения» кӗнекене пӑх, 282 с., 4 абз.)
11 Кам Теократи ӗҫӗн шкулӗнче вӗренме пултараять, ҫавсене пурне те ҫав шкула ҫырӑнма хавхалантаратпӑр. («Школа служения» кӗнекене пӑх, 282 с., 6 абз.) Ҫак Шкулта вӗреннине пула Иеговӑн халӑхӗ Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне пӗлтерсе тӑрать тата чӑнлӑха ӗнентерӳллӗ, тивӗҫлӗн те юратса вӗрентет. Паллах ӗнтӗ, Теократи ӗҫӗн шкулӗнче вӗренекенсем пурте ӑна мухтаса тӑнишӗн Иеговӑн чӗри савӑнать! (Пс. 148:12, 13; Ис. 50:4.)