Декабрӗн 29-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнелӗх программи
ДЕКАБРӖН 29-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
37-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 30 сып. (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Иисус Навин 12—15 (10 мин)
Вӗреннине аса илни (20 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
Уйӑхри тема: «Пире шанса панӑ ырӑлӑхӑн арчинчи ырӑлӑха ыттисене парӑр» (Матф. 12:35а).
20 мин. Библи вӗренекенсене тата ӗненекен ачасене ыррине вӗрентӗр (Матф. 12:35а). Сӳтсе явни. 1 Коринф 13:11, 1 Петр 2:2, 3 тӑрӑх Библи вӗренекенсенчен тата ачасенчен пирӗн мӗн кӗтмеллине кӑтартса пар. «Сӑмах сӗтне» тутанса пӑхни мӗне пӗлтернине тата вӗренекенсене, ачасене ӑна тутанса пӑхма эпир мӗнле пулӑшма пултарнине тата Марк 4:28-мӗшӗнчи принципа ӑнлантарса пар. (w14 12/15 9—10 с., 6—8 абз.) Опытлӑ хыпарҫӑран е ашшӗ-амӑшӗнчен интервью ил, вӑл Библи вӗренекене е ачана чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума мӗнле пулӑшнӑ (Эф. 4:13—15; km 5/14, «Ыйтусен рамки»).
10 мин. Тараватлӑ пулса «ыррине» парӑр (Матф. 12:35а). Сӳтсе явни. Кам тараватлӑх кӑтартнӑ, ҫавсем мӗнле пиллӗхсем илнӗ тата ҫакна тунӑ чухне мӗнле тӗслӗхсем пулса иртнӗ? Ыттисене, уйрӑмах Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенсене, тараватлӑх мӗнле кӑтартмаллине итлекенсене каласа пама ыйт. Сирӗн пухура чӗннӗ докладчике апатланма чӗнес тесе мӗн-мӗн туни пирки кала.
50-мӗш юрӑ тата кӗлӗ