Пӗр-пӗрне ырӑ ӗҫсем тума хастарлӑн хавхалантарса тӑратпӑр
Еврейсем 10:24-мӗшӗнчи сӑмахсем пире ҫапла тума хавхалантараҫҫӗ: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар». Ӗненӳ кӑтартса тата хамӑр тӗслӗхпе эпир пухури тӑвансене ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарма пултаратпӑр. Пухури тӑвансене пулса иртнӗ интереслӗ тӗслӗхсене каласа пар. Вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни сана савӑнӑҫ кӳрсе тӑнине курса тӑччӑр. Анчах та вӗсене хӑвӑнпа е ыттисемпе ан танлаштар (Гал. 6:4). Хӑвӑн лайӑх енсемпе айӑп туйӑмӗпе ырӑ ӗҫсене тума мар, «юратма, ырӑ ӗҫсем тума» хавхалантарма усӑ кур. («Школа служения», 158 с., 4 абз., пӑхӑр.) Эпир юратма хавхалантаратпӑр пулсан, пирӗн ӗҫсем — сӑмахран, ыттисене пулӑшу пани тата ырӑ хыпар сарни — лайӑх ҫимӗҫсем парӗҫ (2 Кор. 1:24).