Пӗр-пӗринпе тимлӗ пулӑр тата пӗр-пӗрне хавхалантарӑр
«Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар [«пӗр-пӗринпе тимлӗ пулар», ҪТ], пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар» (ЕВР. 10:24).
1, 2. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫӗнче 230 Иегова Свидетеле вилӗм маршӗнче чӗрӗ тӑрса юлма мӗн пулӑшнӑ?
ИККӖМӖШ тӗнче вӑрҫи вӗҫӗнче нацистсем хӑйсен влаҫӗ пӗтессине пӗлсе концлагерьсенче тӑрса юлнӑ пин-пин ҫынна вӗлерме приказ панӑ. Заксенхаузен концлагерӗнче ларакансене тинӗс порчӗсене ямалла, унта вӗсене карапсем ҫине лартмалла, карапӗсене вара тинӗсре путармалла пулнӑ. Ҫакӑ вӑл каярахпа вилӗм маршӗ тесе ят панӑ планӑн пайӗ пулнӑ.
2 Заксенхаузен концлагерӗнче ларакан вӑтӑр виҫӗ пин ҫыннӑн Любека, Германири портлӑ хулана, ҫити 250 километр утмалла пулнӑ. Вӗсем хушшинче ултӑ ҫӗршывран тухнӑ 230 Иегова Свидетелӗ пулнӑ, вӗсене вара пӗрле утма хушнӑ. Вӗсем пурте выҫлӑха тата чир-чӗре пула халран кайнӑ. Пирӗн тӑвансем ҫав маршра мӗнле майпа чӗрӗ юлнӑ? «Эпир пӗр-пӗрне пӗр вӗҫӗмсӗр малалла утма хавхалантарса тӑнӑ»,— каласа парать вӗсенчен пӗри. Турӑ панӑ «ытла та пысӑк хӑватсӑр» пуҫне ҫав тискер маршра чӗрӗ тӑрса юлма вӗсене пӗр-пӗрне юратни пулӑшнӑ (2 Кор. 4:7).
3. Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне хавхалантармалла?
3 Хальхи вӑхӑтра эпир вилӗм маршӗпе пымастпӑр пулин те, йывӑрлӑхсем пирӗн нумай. Турӑ Патшалӑхӗ 1914-мӗш ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ хыҫҫӑн Сатанана пӗлӗтрен ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнӑ. Вӑл «хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал пулнине пӗлнӗрен... хаярлӑхпа тулса» ҫитнӗ (Ӳлӗм. 12:7—9, 12, ҪХ). Армагеддон ҫывхарса килнӗҫемӗн Сатана йывӑрлӑхсемпе усӑ курса пирӗнпе Иегова хушшинчи туслӑха хавшатма тӑрӑшать. Ҫитменнине тата кулленхи пурнӑҫ хӗссе тӑни те пире хӗн-хур кӑтартать (Иов 14:1; Еккл. 2:23). Хӑш-пӗр чухне ҫав йывӑрлӑхсем пурте пире халран яраҫҫӗ, ҫапла вара кӑмӑл пусӑрӑннине ҫӗнтерме пирӗн вӑй тӑрса юлмасан та пултарать. Сӑмахран, пӗр арҫын тӑван вун-вун ҫул хушши нумай ҫынна Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ. Анчах та ватлӑх еннелле сулӑнсан, арӑмӗпе иккӗшӗ чирлеме пуҫласан, вӑл хуйха ӳкмеллипех ӳкнӗ. Ҫак тӑвана та, пире те Иеговӑран «ытла та пысӑк хӑват», ҫавӑн пекех ыттисем хавхалантарни кирлӗ.
4. Эпир ыттисене хавхалантарасшӑн пулсан, Павел апостол панӑ мӗнле канаша пирӗн тытса пымалла?
4 Эпир ыттисене хавхалантарасшӑн пулсан, пирӗн Павел апостол еврей христианӗсене панӑ канаша тытса пымалла. Вӑл каланӑ: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар [«пӗр-пӗринпе тимлӗ пулар», ҪТ], пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар [«ӳкӗтлер», ҪТ]. Хӑш-пӗр ҫынсенӗн йӑлине кура пирӗн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахас марччӗ; ҫав Кун ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе [«хавхалантарса», ҪТ] пурӑнар» (Евр. 10:24, 25). Ҫак кирлӗ сӑмахсенчи канаша мӗнле тытса пыма пултаратпӑр?
«ПӖР-ПӖРИНПЕ ТИМЛӖ» ПУЛӐР
5. Пӗр-пӗринпе тимлӗ пулмалла тенине мӗнле ӑнланмалла тата ҫавна тӑвас тесен пирӗн мӗн тумалла?
5 Пӗр-пӗринпе тимлӗ пулмалла тени вӑл «ыттисене мӗн кирлине шута илмеллине, вӗсем ҫинчен шухӑшламаллине» пӗлтерет. Эпир пухури тӑвансене Патшалӑх Залӗнче сывлӑх суннипе кӑна е вӗсемпе кирлех мар япаласем ҫинчен калаҫнипе ҫеҫ вӗсене мӗн кирлине пӗлме пултарӑпӑр-ши? Ҫук пуль. Паллах ӗнтӗ, эпир «хамӑр ӗҫпе» пурӑнас тата «кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хутшӑнса кӗрсе» каяс мар тесе асӑрхануллӑ пуласшӑн (1 Фес. 4:11, 12, ҪХ; 1 Тим. 5:13, ҪХ). Ҫапах та эпир пухури тӑвансене хавхалантарасшӑн пулсан, пирӗн вӗсем ҫинчен пӗлмелле: вӗсен ӗҫсем мӗнле пынине, вӗсен характерне, вӗсен вӑйлӑ енӗсемпе ҫитменлӗхӗсене тата вӗсем чӑнлӑх ҫинчен мӗн шутланине. Эпир вӗсен тусӗсем пулнине тата вӗсене юратнине вӗсен пӗлмелле. Пирӗн вӗсемпе пулма тӑрӑшмалла, ҫакна вара вӗсене йывӑр килнӗ чухне тата вӗсем хуйха ӳкнӗ чухне кӑна тумалла мар (Рим 12:13).
6. Старейшинӑна пухури тӑвансемпе тимлӗ пулма мӗн пулӑшӗ?
6 Старейшинӑсене хӑйсене шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне тимлӗн, чӗре хушнипе пӑхма ӳкӗтлет Библи (1 Петр 5:1—3). Вӗсем хӑйсене шанса панӑ сурӑхсене лайӑх пӗлмеҫҫӗ пулсан, кӗтӳҫ ӗҫне ӑнӑҫлӑ тума пултарӗҫ-ши? (Ытарӑшсем 27:23 вуласа пар.) Старейшинӑсем пухури тӑвансем валли вӑхӑт уйӑраҫҫӗ тата вӗсемпе савӑнсах хутшӑнаҫҫӗ пулсан, сурӑхсем вара кӗтӳҫсенчен кирлӗ пулӑшӑва ыйтма хӑрасах тӑмӗҫ. Ҫавӑн пекех пухури тӑвансене хӑйсем мӗн туйнине, хӑйсене мӗн пӑшӑрхантарнине старейшинӑсене каласа пама ҫӑмӑлрах пулӗ, ҫакӑ вара кӗтӳҫсене хӑйсене шанса панӑ сурӑхсемпе тимлӗ пулма тата вӗсене кирлӗ пулӑшу пама май парӗ.
7. Хуйха ӳкнисен сӑмахӗсем «хӗвӗнсе» килнӗ чухне пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?
7 Павел Фессалоникӑри пухӑва ҫапла каланӑ: «Вӑйсӑррисене пулӑшӑр». (1 Фессалоника 5:14 вуласа пар.) «Вӑйсӑррисем» шутне хуйха ӳкнисем тата пусӑрӑнчӑк кӑмӑллисем кӗреҫҫӗ. Ытарӑшсем 24:10-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Хӗн-асап кунӗнче хавшак пултӑн пулсассӑн, вӑй-халу сахал ӗнтӗ санӑн». Эпир питӗ пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ ҫынна пулӑшасшӑн пулсан, унӑн сӑмахӗсем хутран-ситрен «хӗвӗнме», е вӑл тем тепӗр те калама, пултарнине пирӗн асра тытмалла (Иов 6:2, 3). Ҫавӑн пек ҫынсемпе тимлӗ пулас тесен пирӗн ҫакна асра тытмалла: вӗсем калакан сӑмахсем хӑйсем мӗнле ҫынсем пулнине кӑтартмасан та пултараҫҫӗ. Рашель ҫакна хӑйӗн пурнӑҫӗнче курнӑ. Унӑн амӑшӗ депрессипе питӗ хытӑ аптранӑ. Рашель каласа парать: «Час-часах анне питӗ кӳрентермелле калатчӗ. Эпӗ вара вӑл чӑннипе мӗнлерех ҫын — юратакан, ырӑ тата уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнине хама аса илтерсе тӑма тӑрӑшаттӑмччӗ. Депрессипе асапланакан ҫынсем калакан сӑмахсем вӗсем шӑп ҫавӑн пек шутлаҫҫӗ тенине пӗлтерменнине эпӗ пӗлтӗм. Ҫавӑн пек чухне чи начарри вӑл — усал сӑмахсемпе е ӗҫсемпе тавӑрни». Ытарӑшсем 19:11-мӗшӗнче каланӑ: «Ӑслӑ-тӑнлӑ [«ӑнланакан», ҪТ] ҫын час ҫилленсе ӳкмест, унӑн мухтавӗ — ҫын айӑпне каҫарма пӗлни».
8. Кама пирӗн уйрӑмах юратнине кӑтартмалла тата мӗншӗн?
8 Унччен тунӑ ҫылӑхшӑн хуйхӑраканпа эпир тимлӗ пулас тесе мӗн тума пултаратпӑр? Вӑл хӑйӗн йӑнӑшне тӳрлетнӗ пулин те, ӑна хӑй мӗн тунӑшӑн халӗ те намӑс пулма пултарать. Павел Коринфри ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗннӗ пӗр ҫын ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Вӑл ытлашши хуйха ан ӳктӗр тесен, эсир ӑна каҫарни, лӑплантарни вырӑнлӑрах. Ҫавӑнпа та тархасласах ыйтатӑп: хӑвӑр ӑна малтанхиллех юратнине кӑтартса парӑр» (2 Кор. 2:7, 8, ҪХ). Ҫын хӑйне эпир юратнине, уншӑн куляннине хӑех ӑнланать тесе шутламалла мар. Ҫавна пирӗн хамӑр сӑмахсемпе тата ӗҫсемпе кӑтартмалла.
«ЮРАТМА, ЫРӐ ӖҪСЕМ ТУМА» ӲКӖТЛӖР
9. «Юратма, ырӑ ӗҫсем тума» ӳкӗтлемелле тенине мӗнле ӑнланмалла?
9 «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар [«пӗр-пӗринпе тимлӗ пулар», ҪТ], пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар [«ӳкӗтлер», ҪТ]»,— ҫырнӑ Павел. Пухури тӑвансене юрату кӑтартма тата ырӑ ӗҫсем тума ӳкӗтлемелле. Кӑвайт кӗҫ-вӗҫ сӳнсе ларма пуҫласан, кӑвара пӑтратмалла та ҫулӑма чӗртсе ярас тесе ун ҫине вӗрмелле (2 Тим. 1:6). Ҫавӑн пекех эпир пухури тӑвансене Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынсене юратма ыррӑн ӳкӗтлеме пултаратпӑр. Ырӑ ӗҫсем тума ӳкӗтлес тесен пирӗн вӗсене ыррине тунӑшӑн ырламалла.
10, 11. а) Ырлани кама-кама кирлӗ? ӑ) Тӗрӗс мар утӑм тунӑ ҫынна ырлани мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парӑр.
10 Хуйха ӳкнӗ-и эпир е ҫук, ырлани пире пурне те кирлӗ. «Атте мана нихӑҫан та ырламан,— ҫырнӑ пӗр старейшина.— Ҫавӑнпа та ҫитӗнсе пынӑ май хам пирки ниме тӑман ҫын тесе шутлаттӑмччӗ. [...] Халӗ эпӗ 50 ҫулта пулин те, туссем мана эсӗ старейшина тивӗҫне лайӑх туса тӑратӑн тесе каланине питӗ хаклатӑп. [...] Ыттисене ырлани питӗ кирлӗ пулнине мана хам пурнӑҫах кӑтартса пачӗ, ҫавӑнпа та эпӗ ҫавна май пулсанах тӑватӑп». Ырлани пурне те: пионерсене те, старейшинӑсене те, тен, хуйха ӳкнисене те хавхалантарать (Рим 12:10).
11 Тӗрӗс мар утӑм тунӑ ҫынна старейшинӑсем тӳрлетме тӑрӑшнӑ чухне юратса панӑ канаш тата вырӑнлӑ ырласа илни ӑна каллех ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарма пултарать (Гал. 6:1). Мириампа шӑп ҫавӑн пек пулса тухнӑ та. Вӑл ҫырать: «Манӑн пурнӑҫра питӗ йывӑр тапхӑр пулнӑччӗ, ун чухне ҫывӑх туссенчен хӑш-пӗрисем пухӑва хӑварчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах манӑн атте пуҫ мимине юн кайнипе аптраса ӳкрӗ. Манӑн вара депресси пуҫланчӗ. Ҫав чиртен хӑтӑлас тесе эпӗ Иеговӑна ӗненмен ҫынпа тӗл пулма пуҫларӑм». Ҫавна пула Мириам хӑйне Иеговӑн юратӑвне тивӗҫлӗ мар тесе шутланӑ тата чӑнлӑха хӑварас тенӗ. Анчах та пӗр старейшина ӑна сӑваплӑ ӗҫе шанчӑклӑ туса тӑнине аса илтернӗ те Иегова ӑна унчченхи пекех юратать тесе шантарнӑ. Ҫавна пула Турра юратасси унӑн ҫӗнӗрен вӑй илнӗ. Вӑл ӗненмен ҫынпа тӗл пулма пӑрахнӑ та Иеговӑшӑн малалла ӗҫлеме пуҫланӑ.
12. Эпир пухури тӑвансене ыттисемпе танлаштаратпӑр, критиклетпӗр, айӑплӑ туйтарма тӑрӑшатпӑр пулсан, мӗн пулса тухма пултарать?
12 Ҫынна ыттисемпе танлаштарса намӑслантаратпӑр пулсан, хамӑр хунӑ йӗркесене е правилӑсене тытса тӑманшӑн критиклетпӗр пулсан е сӑваплӑ ӗҫре сахал тӑвать тесе ӑна хӑйне айӑплӑ туйтарма хӑтланатпӑр пулсан, ҫакӑ ӑна пӗр вӑхӑт хушши ӗҫ тума, тен, хавхалантарӗ те, ҫапах та ҫакӑ вӑхӑтлӑха кӑна пулӗ. Анчах та пухури тӑвана ырласан тата вӑл Турра мӗнле юратни ҫинчен ӑна аса илтерсех тӑрсан, ҫакӑ чылай вӑхӑт хушши усӑ парса тӑрӗ. (Филиппӑ 2:1—4 вуласа пар.)
ПӖР-ПӖРНЕ ХАВХАЛАНТАРӐР
13. Хавхалантарни шутне мӗн кӗрет?
13 Пирӗн «ҫав Кун ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе [«хавхалантарса», ҪТ]» пурӑнмалла. Эпир ыттисене Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче малалла та ҫитӗнӳсем тума хавхалантарасшӑн. Юратма, ырӑ ӗҫсем тума ӳкӗтлени вӑл кӗҫ-вӗҫ сӳнме пултаракан кӑвайт ҫине вӗрни пекех, ыттисене хавхалантарнине вара ҫав кӑвайт малалла е вӑйлӑрах ҫунтӑр тесе ун ҫине вут пӑрахнипе танлаштарма пулать. Хавхалантармалла тени вӑл хуйха ӳкнисене тӗреклетмелле, йӑпатмалла тенине пӗлтерет. Ҫавӑн пек ҫынна хавхалантармалли май сиксе тухсан, пирӗн ӑшшӑн та ыррӑн калаҫмалла (Ытар. 12:18). Унсӑр пуҫне итлеме хатӗр пулар, хуравлама васкар мар (Иак. 1:19). Эпир ҫынна итлетпӗр, унӑн туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшатпӑр пулсан, вӑл мӗншӗн хуйха ӳкнине ӑнланса илме тата ӑна пулӑшма пултаракан сӑмахсем калама пултарӑпӑр.
14. Пӗр пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ арҫын тӑвана мӗн пулӑшнӑ?
14 Пӗр тимлӗ старейшина темиҫе ҫул хушши активлӑ мар пулнӑ арҫын тӑвана мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Арҫын тӑван мӗн каланине итленӗ май старейшина вӑл Иеговӑна халӗ те хытӑ юратнине ӑнланса илнӗ. Сӑмахран, вӑл «Хурал башнин» кашни кӑларӑмне тӗплӗн тӗпченӗ тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшнӑ. Анчах та тахҫан ӑна пухури хӑш-пӗр тӑвансен ӗҫӗсем кӳрентернӗ тата йывӑр туйӑм хӑварнӑ. Старейшина ӑна ним айӑпламасӑр тимлӗн итленӗ, унӑн туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшнӑ тата пухури тӑвансем уншӑн та, унӑн ҫемйишӗн те пӑшӑрханаҫҫӗ тесе каланӑ. Ҫав арҫын тӑван хӑйӗнпе унччен пулса иртнӗ япӑх ӗҫсене пула хӑй юратакан Турӑшӑн ӗҫлеме чарӑннине майӗпен ӑнланма пуҫланӑ. Старейшина арҫын тӑвана хӑйӗнпе пӗрле ырӑ хыпар сарма чӗннӗ. Ҫавӑн пек пулӑшӑва пула арҫын тӑван сӑваплӑ ӗҫе активлӑ хутшӑнма пуҫланӑ та вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл каллех старейшина пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
15. Хуйха ӳкнисене пулӑшас тӗлӗшрен эпир Иеговӑран мӗне вӗренме пултаратпӑр?
15 Тен, пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ ҫын тӳрех хӑйне лайӑх туйма пуҫламӗ е эпир сӗнекен пулӑшӑва хӑвӑртах йышӑнмӗ. Тен, ӑна пӗр вӑхӑт хушши пулӑшса тӑма тивӗ. Павел каланӑ: «Вӑйсӑррисемшӗн тӗрек пулӑр. Пуринпе те чӑтӑмлӑ пулӑр» (1 Фес. 5:14, ҪХ). Вӑйсӑррисенчен ним усси те ҫук тесе вӗсем ҫине ал сулас вырӑнне вӗсене малалла пулӑшса тӑнипе вӗсемшӗн тӗрек пулар. Ӗлӗк Иегова хӑйӗн хуйха ӳкнӗ ӗҫлекенӗсемпе чӑтӑмлӑ пулнӑ. Сӑмахран, Турӑ Илияна питӗ хӗрхеннӗ тата унӑн туйӑмӗсене шута илнӗ. Иегова пророка сӑваплӑ ӗҫне тума мӗн кирлине пурне те панӑ (3 Патш. 19:1—18). Давид чунтан ӳкӗннине курса Иегова ӑна ыррӑн каҫарнӑ (Пс. 50:9, 19). Турӑ хӑйӗншӗн чутах ӗҫлеме пӑрахман, 72-мӗш Псалома ҫыракан ҫынна та пулӑшнӑ (Пс. 72:13, 16, 17). Иегова хӑйне пирӗнпе, уйрӑмах эпир хуйха ӳкнӗ, куляннӑ чухне, ыррӑн та тӳсӗмлӗн тытать (Тух. 34:6). Унӑн хӗрхенекен кӑмӑлӗ «ирсерен ҫӗнелсе пырать» тата «иксӗлмест» (Хӳхл. 3:22, 23). Иегова пирӗнтен хӑйӗнчен тӗслӗх илессе тата хуйха ӳкнисемпе ҫепӗҫ пуласса кӗтет.
ПӖР-ПӖРНЕ ПУРНӐҪ ПАТНЕ ИЛСЕ КАЯКАН ҪУЛ ҪИНЧЕ ТӐРСА ЮЛМА ХАВХАЛАНТАРӐР
16, 17. Ҫак тӗнче пӗтесси ҫывхарса пынӑҫемӗн пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла тата мӗншӗн?
16 Заксенхаузен концлагерӗнчен тухнӑ 33 000 ҫынран темиҫе пинӗшӗ вилнӗ. Анчах та 230 Иегова Свидетелӗнчен пӗри те ҫав маршра вилмен. Пӗр-пӗрне пулӑшса, хавхалантарса тӑман пулсан, вӗсем чӗрӗ тӑрса юлма пултарайман пулӗччӗҫ.
17 Паян эпир «чӗрӗлӗхе илсе» каякан ҫулпа пыратпӑр (Матф. 7:14). Кӗҫех Иеговӑна пуҫҫапакансем пурте пӗрле тӳрӗлӗхӗн ҫӗнӗ тӗнчине кӗрӗҫ (2 Петр 3:13). Ҫавӑнпа та пӗр-пӗрне ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пыма пулӑшса тӑма ҫирӗп шут тытар.