Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 8/15 10—16 с.
  • Нихӑҫан та Иегова ҫине ан тарӑхӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Нихӑҫан та Иегова ҫине ан тарӑхӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВА ҪИНЕ ТАРӐХМА ПИРЕ МӖН ХӖТӖРТМЕ ПУЛТАРАТЬ?
  • ИЕГОВА ҪИНЕ ТАРӐХАСРАН ПИРЕ МӖН ПУЛӐШӖ?
  • ИЕГОВӐПА ХӐВӐР ХУШӐРИ ХУТШӐНУСЕНЕ ХАКЛӐР
  • «[Иеговӑн] ӑсне кам пӗлсе ҫитернӗ?»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
  • Иегова сире чӑннипех те юратать!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Эсир Иегова яланах тӗрӗс тунине ӗненетӗр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Кам вӑл Турӑ?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 8/15 10—16 с.

Нихӑҫан та Иегова ҫине ан тарӑхӑр

«Ҫыннӑн ҫулне ӑссӑрлӑхӗ пӑсать, чӗри вара Ҫӳлхуҫана тарӑхать» (ЫТАР. 19:3).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗне пула эпир Иегова ҫине тарӑхма пултаратпӑр?

  • Иегова ҫине тарӑхасран пире мӗнле пилӗк фактор пулӑшма пултарать?

  • Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне пирӗн мӗне асра тытмалла?

1, 2. Мӗншӗн этемлӗх тӳсекен йывӑрлӑхсемшӗн Иеговӑна пирӗн айӑпламалла мар? Тӗслӗх илсе парӑр.

КАЛӐПӐР, эсир авланнӑ ҫын тата нумай ҫул хушши ҫемьеллӗ пурнӑҫпа телейлӗ пурӑнатӑр. Анчах та пӗррехинче киле таврӑнсан эсир унта пурне те йӑлтах ҫавӑрттарса пӗтернине куратӑр. Сӗтел-пукана, савӑт-сапана ватса-аркатса тухнӑ, кавира юрӑхсӑра кӑларнӑ. Сирӗншӗн хаклӑ ҫурта ҫил-тӑвӑл тустарса тухнӑ тейӗн. Эсир: «Мӗншӗн ҫакна арӑм турӗ-ши?» — тесе каланӑ пулӑттӑр-и е эсир: «Кам ҫакна тунӑ?» — тесе ыйтнӑ пулӑттӑр. Паллах ӗнтӗ, сире тӳрех иккӗмӗш ыйту пуҫа килет. Мӗншӗн? Вӗт эсир сирӗн юратнӑ арӑм ҫакӑн пек тискерле хӑтланас ҫуккине пӗлетӗр.

2 Хальхи вӑхӑтра этемлӗхӗн килне, ҫӗре, вараласа пӗтернине, ҫынсем пӗр-пӗрне пусмӑрланине тата аскӑнланса пурӑннине эпир куратпӑр. Библи вӗреннине пула эпир Иегова ҫав пӗтӗм йывӑрлӑха ярса тӑманнине пӗлетпӗр. Вӑл пирӗн ҫӗре чаплӑ рай тӑвас тесе пултарнӑ (Пулт. 2:8, 15). Иегова — юрату Турри (1 Иоанн 4:8). Библи вӗренни пире Сатана Шуйттан «ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ» пулнине тата вӑл йывӑрлӑхсене нумайӑшне ярса тӑнине пӗлме пулӑшрӗ (Иоанн 14:30; 2 Кор. 4:4).

3. Мӗнле майпа эпир хамӑр йывӑрлӑхсем ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшлама пуҫлама пултаратпӑр?

3 Анчах та эпир хамӑрпа пулакан пур инкекшӗн те Сатанана айӑплама пултараймастпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем хамӑр йӑнӑшсене пула сиксе тухаҫҫӗ. (Саккуна астутарни 32:4—6 вуласа пар.) Эпир ҫакӑнпа килӗшетпӗр тесе калама пултаратпӑр. Анчах та ҫитменлӗхлӗ пулнӑран эпир хамӑр йывӑрлӑхсем ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшлама пуҫлама пултаратпӑр, ҫакӑ вара хӑрушӑ пулма пултарать (Ытар. 14:12). Мӗншӗн? Пӗр-пӗр йывӑрлӑхшӑн хамӑра е Сатанана айӑплас вырӑнне эпир ҫавӑншӑн Иеговӑна айӑплама пуҫланӑ пулӑттӑмӑр. Эпир ун ҫине тарӑхма та пултарнӑ пулӑттӑмӑр (Ытар. 19:3).

4, 5. Христианин Иегова ҫине мӗнле тарӑхса кайма пултарнӑ пулӗччӗ?

4 Эпир Иегова ҫине чӑнах та тарӑхма пултаратпӑр-и? Вӗт ҫавӑнтан ним усси те ҫук-ҫке (Ис. 41:11). Ҫавӑ пире мӗн панӑ пулӗччӗ? Пӗр сӑвӑҫ каланӑ: «Турра ҫапмашкӑн аллу санӑн шутсӑр кӗске». Тен, эпир нихӑҫан та Иегова пирки ӳпкелесе калаҫмӑпӑр. Анчах та Ытарӑшсем 19:3-мӗшӗнче «ҫыннӑн ҫулне ӑссӑрлӑхӗ пӑсать, чӗри вара Ҫӳлхуҫана тарӑхать» тенӗ. Чӑнах та, кам та пулин Турӑ ҫине хӑйӗн чӗринче тарӑхма пултарать. Ҫавӑн пек кӑмӑл-шухӑш, тен, палӑрсах та каймӗ. Сӑмахран, ҫын Иегова ҫине ӑшра ҫилленме пултарать. Ҫавна пула вӑл пухуран ютшӑнма е Иеговӑшӑн сахалрах ӗҫлеме пуҫлать.

5 Иегова ҫине тарӑхма пире мӗн хӗтӗртме пултарать? Пирӗнпе ун пекки ан пултӑр тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр? Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ Иеговӑпа хамӑр хушӑмӑрти хутшӑнусене хӳтӗлеме пултарать.

ИЕГОВА ҪИНЕ ТАРӐХМА ПИРЕ МӖН ХӖТӖРТМЕ ПУЛТАРАТЬ?

6, 7. Мӗншӗн Моисейпа пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ израильсем Иеговӑна ӳпкелеме пуҫланӑ?

6 Мӗне пула шанчӑклӑ христианин хӑйӗн чӗринче Турра ӳпкелеме пуҫланӑ пулӗччӗ? Айтӑр пилӗк фактора сӳтсе явар та ӗлӗк ҫав танатана лекнӗ хӑш-пӗр ҫынсен тӗслӗхӗсем ҫинчен Библире мӗн каланине тишкерсе тухар (1 Кор. 10:11, 12).

7 Ыттисем хурласа калаҫни пирӗн ҫине витӗм кӳме пултарать. (Саккуна астутарни 1:26—28 вуласа пар.) Израильсене тин кӑна Египет чуралӑхӗнчен ирӗке кӑларнӑ пулнӑ. Иегова пусмӑрлакан халӑх ҫине вунӑ асап янипе, унтан Хӗрлӗ тинӗс патӗнче фараонпа унӑн ҫарне тӗп тунипе тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ (Тух. 12:29—32, 51; 14:29—31; Пс. 135:15). Турӑ халӑхӗ Пама пулнӑ ҫӗре кӗме хатӗр пулнӑ. Анчах та ҫав яваплӑ самантра израильсем Иеговӑна ӳпкелеме пуҫланӑ. Мӗншӗн-ха вӗсене ӗненӳ ҫитсех кайман? Ҫӗр пӑхма янисенчен вуннӑшӗ ҫав ҫӗр пирки хурласа каланине пула вӗсен чӗри хавшаса ӳкнӗ (Йыша шутл. 14:1—4). Ҫавна пула мӗн пулса тухнӑ? Иегова вӑл вӑхӑтра вӗсене ҫав «ырӑ ҫӗре» кӗме ирӗк паман (Сак. аст. 1:34, 35). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ыттисем хурласа калаҫни пирӗн ӗненӗве хавшатма тата Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле ертсе пыни пирки ӳпкелештерме пултарать.

8. Исаия пурӑннӑ вӑхӑтра Турӑ халӑхӗ хӑйӗн йывӑрлӑхӗсемшӗн мӗншӗн Иеговӑна айӑплама пуҫланӑ?

8 Инкексемпе йывӑрлӑхсем пире халран яма пултараҫҫӗ. (Исаия 8:21, 22 вуласа пар.) Исаия пурӑннӑ вӑхӑтра Иуда халӑхӗн пурнӑҫӗ питӗ йывӑр пулнӑ. Тӑшманӗсем вӗсене йӗри-тавраллах хупӑрласа тӑнӑ. Апат ҫитсех кайман. Нумайӑшӗ выҫӑпа аптранӑ. Анчах та вӗсемшӗн чи начарри вӑл вӗсем Иеговӑна итлеме пӑрахни тата унпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене хавшатса яни пулнӑ (Ам. 8:11). Ҫав йывӑрлӑхсене мӗнле татса памалли пирки Иеговӑран пулӑшу ыйтас вырӑнне вӗсем «хӑйсен патшипе хӑйсен Туррине» хурлама пуҫланӑ. Хӑйсемпе сиксе тухнӑ инкексемшӗн вӗсем Иеговӑна айӑпланӑ. Пире йывӑрлӑхсем пусса илме пуҫларӗҫ е пирӗн ҫине инкек йӑтӑнса анчӗ пулсан, эпир хамӑр чӗрере ҫапла каланӑ пулӑттӑмӑр-и: «Мана кирлӗ чухне Иегова ӑҫта пулнӑ?»

9. Иезекииль пурӑннӑ вӑхӑтра мӗншӗн израильсем Иеговӑн ҫулӗ тӗрӗс мар тесе шутланӑ?

9 Эпир пур факта та пӗлместпӗр. Иезекииль вӑхӑтӗнче пурӑннӑ израильсем пур факта та пӗлмен пирки Иеговӑн ҫулӗ «тӗрӗс мар» тесе шутланӑ (Иез. 18:29). Тӗрӗссипе каласан, вӗсем хӑйсен тӗрӗслӗх нормисене Иеговӑн тӗрӗслӗх нормисенчен мала хунипе тата пӗр-пӗр ӗҫ пирки пурне те пӗлмесӗрех пӗтӗмлетӳсем тунипе Турра суд тума пуҫланӑ. Хӑш-пӗр чухне Библири пӗр-пӗр вырӑна е хамӑр пурнӑҫ мӗншӗн капла пулса пынине пӗтӗмпех ӑнланман чухне эпир хамӑр чӗрере, тен, Иеговӑн ҫулӗ тӗрӗс мар тесе шутланӑ пулӑттӑмӑр (Иов 35:2).

10. Мӗнле майпа кам та пулин хӑйне Адам пекех япӑх тытнӑ пулӗччӗ?

10 Пирӗн хамӑр ҫылӑхсемпе йӑнӑшсене ыттисем ҫине йӑвантарас йӑла пур. Этемлӗх историйӗн пуҫламӑшӗнчех пӗрремӗш ҫын, Адам, хӑй ҫылӑх тунӑшӑн Турра айӑпланӑ (Пулт. 3:12). Адам Турӑ саккунне пӗлсе тӑрсах пӑснӑ тата ҫавӑншӑн Турӑ ӑна наказани парассине лайӑх ӑнланнӑ пулин те, вӑл хӑйӗн айӑпне Турӑ ҫине йӑвантарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, Адам Иеговӑна япӑх арӑм патӑн тесе айӑпланӑ. Ҫавӑнтанпа ытти ҫынсем, Адам пекех, хӑйсен йӑнӑшӗсемшӗн Турра айӑплаҫҫӗ. Хамӑра ҫакӑн пек ыйту пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Хамӑн йӑнӑшсемшӗн хурланнӑран тата кӳреннӗрен эпӗ Иеговӑн ӳкӗчӗсем мана ҫырлахтарма пӑрахрӗҫ тесе шутлама пуҫламӑп-ши?»

11. Ионӑпа пулса тухнӑ ӗҫрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

11 Пирӗн хамӑр ҫинчен кӑна шухӑшлас йӑла пур. Иона пророк Иегова Ниневи ҫыннисене хӗрхеннӗшӗн питӗ кӑмӑлсӑр пулнӑ (Иона 4:1—3). Мӗншӗн? Хула пӗтет тесе каланӑ хыпар пурнӑҫланман хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пирки ыттисем мӗн шутлӗҫ тесе ытлашши пӑшӑрханнӑ курӑнать. Иона Ниневири ӳкӗннӗ ҫынсене шеллеме кирлинчен ытларах хӑйӗн ҫинчен ытлашши шутлама пуҫланӑ. Иона пекки пирӗнпе те пулма пултарать-и? Эпир хамӑр ҫинчен кӑна шухӑшлатпӑр пулсан, ытти ҫынсене мӗн кирли ҫинчен манса кайма пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир нумай ҫул хушши Иеговӑн кунӗ ҫывӑх тесе пӗлтерсе ҫӳретпӗр. Ҫав кун халӗ те килмен тесе ыттисем пире ятлаҫҫӗ-хурлаҫҫӗ пулсан, Иегова ҫине тарӑхма пуҫламӑпӑр-ши эпир? (2 Петр 3:3, 4, 9.)

ИЕГОВА ҪИНЕ ТАРӐХАСРАН ПИРЕ МӖН ПУЛӐШӖ?

12, 13. Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫӗсем тӗрӗс пулнӑ пирки чӗрере иккӗленме пуҫларӑмӑр пулсан, мӗне пирӗн асра тытмалла?

12 Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫӗсем тӗрӗс пулнӑ пирки пирӗн ҫылӑхлӑ чӗре иккӗленме пуҫларӗ пулсан, эпир мӗн тума пултаратпӑр? Ҫакӑ усӑ паманнине асра тытӑр. Ытарӑшсем 19:3-мӗшӗнче хамӑр ӑссӑрлӑха пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсемшӗн эпир Иеговӑна айӑплама пултаратпӑр тесе палӑртнӑ. Ҫакна шута илнӗ май пурнӑҫ ӑнсах пыман чухне Иеговӑна айӑплассинчен сыхланма пулӑшакан пилӗк фактора пӑхса тухар.

13 Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене асра тытӑр. Иеговӑпа хамӑр хушӑмӑрти хутшӑнусене ҫирӗплетсех пыратпӑр пулсан, эпир ун ҫине тарӑхса ҫӳремӗпӗр. (Ытарӑшсем 3:5, 6 вуласа пар.) Иеговӑна пирӗн шанмалла. Пирӗн нихӑҫан та эпир унран лайӑхрах пӗлетпӗр тесе шухӑшламалла мар е хамӑра кирлишӗн кӑна тӑрӑшмалла мар (Ытар. 3:7; Еккл. 7:16). Ҫакӑ вара пире, хамӑрпа япӑххи сиксе тухсан та, Иеговӑна айӑплама памӗ.

14, 15. Ыттисем хурласа калаҫни пирӗн ҫине витӗм кӳресрен пире мӗн пулӑшӗ?

14 Ыттисем хурласа калаҫнине хӑвӑра витӗм кӳме ан парӑр. Моисей вӑхӑтӗнче пурӑннӑ израильсен Иегова вӗсене Пама пулнӑ ҫӗре ӑнӑҫлӑ илсе кӗрессе ӗненме витӗмлӗ сӑлтав пулнӑ (Пс. 77:43—53). Анчах та ҫӗр пӑхма кайнисенчен вуннӑшӗ ҫав ҫӗр ҫинчен хурласа калаҫнине илтсен, вӗсем «Унӑн аллине... асра тытман» (Пс. 77:42). Эпир Иегова пирӗншӗн тунӑ пур ырӑлӑха аса илсе унӑн ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, унпа хамӑр хушӑмӑрти хутшӑнусене ҫирӗплетӗпӗр. Вара эпир ыттисем хурласа калаҫнине хамӑра Иеговӑран пӑрса яма памӑпӑр (Пс. 76:11, 12).

15 Ҫав вӑхӑтрах эпир пухури тӑвансене кӑмӑлламастпӑр пулсан, Иеговӑпа хамӑр хушӑмӑрти хутшӑнусене пӑсма пултаратпӑр (1 Иоанн 4:20). Сӑмахран, Аарона аслӑ священник пулма лартсан, израильсем ҫавӑн пирки ӳпкелешнӗ. Анчах та ҫакна Иегова хӑйне ӳпкеленӗ пек йышӑннӑ (Йыша шутл. 17:10). Ҫавӑн пекех эпир Иегова хӑйӗн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайне ертсе пыма кампа усӑ курать, ҫавсем пирки ӳпкелешме тата мӑкӑртатма пуҫларӑмӑр пулсан, ҫакӑ Иеговӑна ӳпкеленипе пӗрех пулнӑ пулӗччӗ (Евр. 13:7, 17).

16, 17. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне пирӗн мӗне асра тытмалла?

16 Пирӗн йывӑрлӑхсемшӗн Иегова айӑплӑ пулманнине асра тытӑр. Исаия пурӑннӑ вӑхӑтра израильсем Иеговӑран пӑрӑннӑ пулин те, Турӑ унчченхи пекех вӗсене пулӑшасшӑн пулнӑ (Ис. 1:16—19). Кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, Иегова пирӗншӗн тӑрӑшнине тата пире пулӑшасшӑн пулнине пӗлни кӑмӑла йӑпатать (1 Петр 5:7). Вӑл пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма вӑй парса тӑрӑп тесе сӑмах парать (1 Кор. 10:13).

17 Эпир, шанчӑклӑ Иов пекех, пӗр-пӗр тӗрӗсмарлӑха пула хӗн куратпӑр пулсан, ҫав тӗрӗсмарлӑх Иеговӑран пулманнине хамӑра аса илтерсе тӑмалла. Иегова тӗрӗсмарлӑха кураймасть, вӑл тӳрӗлӗхе юратать (Пс. 32:5). Айтӑр Иов тусӗ Елиуй пек ҫакна йышӑнар: «Туррӑн тӗрӗсмарлӑх пулас ҫук, Пурне те Тытса Тӑракан суя сут тӑвас ҫук» (Иов 34:10). Иегова пирӗн йывӑрлӑхсемшӗн айӑплӑ мар, пачах урӑхла, «пур аван япала та, пур чӑн пысӑк ырӑлӑх та» унран тухса тӑрать (Иак. 1:13, 17, ҪС).

18, 19. Иегова пирки пирӗн мӗншӗн нихӑҫан та иккӗленмелле мар? Тӗслӗх илсе парӑр.

18 Иегова пирки нихӑҫан та ан иккӗленӗр. Туррӑн пӗр ҫитменлӗх те ҫук, ҫавӑн пекех унӑн шухӑшӗсем пирӗннинчен ҫӳлерех (Ис. 55:8, 9). Ҫавӑнпа эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр тата сӑпайлӑ тытатпӑр пулсан, эпир пурне те ӑнланма пултарайманнине пирӗн йышӑнмалла (Рим 9:20). Чылай чухне эпир пӗр-пӗр лару-тӑру ҫинчен пурне те пӗлместпӗр. Паллах, эсир ҫак ытарӑш тӗрӗс пулнине хӑвӑр пурнӑҫрах курнӑ ӗнтӗ, унта ҫапла каланӑ: «Тавӑҫра ӗҫе малтан пуҫараканӗ тӗрӗс пек, анчах унпа тупӑшаканни килет те, ӗҫ урӑхла курӑнать» (Ытар. 18:17).

19 Пирӗн шанчӑклӑ тус мӗн те пулин туни пире малтан ӑнланмалла мар пек е тӗлӗнмелле пек туйӑнать пулсан, вӑл тӗрӗс мар тӑвать тесе тӳрех шутласа хурӑпӑр-ши? Е эпир — уйрӑмах ҫав ҫынна нумай ҫул хушши пӗлетпӗр пулсан — ҫавӑн пек шутлама васкамӑпӑр-ши? Эпир хамӑр ҫитменлӗхлӗ туссене ҫавӑн пек юрататпӑр пулсан, хамӑр ҫӳлти Аттене пирӗн тата ытларах шанмалла мар-и вара? Вӗт унӑн ҫулӗсемпе шухӑшӗсем пирӗннинчен чылай ҫӳлерех!

20, 21. Мӗншӗн пирӗн хамӑр йывӑрлӑхсемшӗн нихӑҫан та Иеговӑна айӑпламалла мар?

20 Пирӗн йывӑрлӑхсен чӑн-чӑн сӑлтавне асра тытӑр. Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ? Тен, хамӑрӑн хӑш-пӗр йывӑрлӑхсемшӗн эпир хамӑрах айӑплӑ. Ку ҫапла пулсан, пирӗн ҫакӑнпа килӗшмелле (Гал. 6:7). Хӑвӑр йывӑрлӑхусемшӗн Иеговӑна айӑплама ан тӑрӑшӑр. Мӗншӗн ҫакӑн пек тытни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ? Тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, ҫын пысӑк хӑвӑртлӑхпа кайма пултаракан машинпа пырать. Вӑл ҫул кукӑрӗнче хӑвӑртлӑха кирлинчен ытларах ӳстернине пула аварине лекрӗ пулсан, ҫакӑншӑн автомобиль тӑвакана айӑпламалла-ши? Паллах, ҫук! Ҫавӑн пекех Иегова пире суйласа илме ирӗк панӑ. Вӑл пире тӗрӗс йышӑнусем мӗнле тумаллине те вӗрентнӗ. Ҫавӑнпа та хамӑр йӑнӑшсемшӗн хамӑра Пултаракана айӑпламалла-ши пирӗн?

21 Паллах ӗнтӗ, пирӗн йывӑрлӑхсем пурте хамӑрӑн йӑнӑшсемпе тӗрӗс мар ӗҫсене пула сиксе тухмаҫҫӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем пуласси «вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет» (Еккл. 9:11). Анчах та усаллӑхӑн тӗп сӑлтавӗ Сатана Шуйттан пулнине нихӑҫан та манса каяр мар (1 Иоанн 5:19; Ӳлӗм. 12:9). Иегова мар, вӑл — пирӗн тӑшман! (1 Петр 5:8.)

ИЕГОВӐПА ХӐВӐР ХУШӐРИ ХУТШӐНУСЕНЕ ХАКЛӐР

22, 23. Йывӑрлӑхсем пусса илсен пирӗн мӗне асра тытмалла?

22 Йывӑрлӑхсем тата хӗн-хур тӳссе ирттернӗ чухне Иисус Навинпа Халев тӗслӗхне аса илӗр. Ҫӗр пӑхма кайнисенчен вуннӑшӗпе танлаштарсан, ҫак шанчӑклӑ арҫынсем Пама пулнӑ ҫӗр ҫинчен ырласа калаҫнӑ (Йыша шутл. 14:6—9). Вӗсем Иеговӑна ӗненнине кӑтартнӑ. Ҫапах та вӗсен ытти израильсемпе 40 ҫул хушши пушхир тӑрӑх ҫӳремелле пулнӑ. Иисус Навинпа Халев ӳпкелешнӗ-и? Ҫакӑ вӑл тӗрӗс мар тесе шутласа хаярланса кайнӑ-и вӗсем? Ҫук. Вӗсем Иеговӑна шаннӑ. Ҫакӑншӑн вӗсене пилленӗ-и? Паллах! Израильсем нумайӑшӗ пушхирте вилсе пӗтнӗ пулин те, Иегова Иисус Навина тата Халева Пама пулнӑ ҫӗре кӗме ирӗк панӑ (Йыша шутл. 14:30). «Тӳсӗмлӗхе ҫухатмасӑр» Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑратпӑр пулсан, эпир те вӗсем пекех Иеговӑран пиллӗх илӗпӗр (Гал. 6:9; Евр. 6:10).

23 Йывӑрлӑхсем, хӑвӑрӑн ҫитменлӗхсем е ыттисен ҫитменлӗхӗсем сире пуссах илчӗҫ пулсан, мӗн тумалла? Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тимлӗ шухӑшлӑр. Вӑл сире панӑ шанчӑка куҫ умне тӑратма тӑрӑшӑр. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Иеговӑсӑр манпа мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши?» Иеговӑпа хӑвӑр хушӑра яланах ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тесе тӑрӑшӑр тата чӗрӗре ун ҫине тарӑхма ан парӑр!

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр