Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 8/15 3—9 с.
  • Эсир сӑвапланса тасалтӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир сӑвапланса тасалтӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЯПӐХ ҪЫНСЕМПЕ ХУТШӐНАССИНЧЕН ПӐРӐНӐР
  • ТЕОКРАТИ ЙӖРКИНЕ ТЫТСА ТӐРӐР
  • ИЕГОВӐНА МАЛА ХУРӐР
  • ХРИСТИАНСЕН ҪУЛӖ ҪИНЧЕ ТӐРСА ЮЛӐР
  • «МАНА ЫРӐ ТУМА АСНА ИЛСЕМЧЧӖ»
  • Неемия кӗнекинчи усӑллӑ шухӑшсем
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
  • Иерусалим стенисем
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Иерусалим хӳми
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 8/15 3—9 с.

Эсир сӑвапланса тасалтӑр

«Эсир... ҫӑвӑнтӑр, [«сӑвапланса», ҪХ] тасалтӑр» (1 КОР. 6:11).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн пирӗн япӑх ҫынсемпе хутшӑнассинчен пӑрӑнмалла?

  • Теократи йӗркине эпир мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр?

  • Иеговӑна хамӑр пурнӑҫра мала хума тата христиансен ҫулӗ ҫинче тӑрса юлма пире мӗн пулӑшма пултарать?

1. Неемия Иерусалима таврӑнсан мӗн курнӑ?

ИЕРУСАЛИМРА халӑх пӑлханать. Мӗншӗн? Иеговӑна хирӗҫ пынипе паллӑ ҫын храмри пулӗмре пурӑнать. Левитсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тума пӑрахаҫҫӗ. Иеговӑна мала хурас вырӑнне старейшинӑсем кашни шӑматкун суту-илӳ тӑваҫҫӗ. Израильсем нумайӑшӗ урӑх халӑх ҫыннисемпе мӑшӑрланаҫҫӗ. Ҫак пӑшӑрхантаракан хӑш-пӗр ӗҫсене Неемия Иерусалима пирӗн эрӑчченхи 443-мӗш ҫулта килнӗ хыҫҫӑн асӑрхать (Неем. 13:6).

2. Израиль мӗнле майпа сӑваплӑ халӑх пулса тӑнӑ?

2 Израиль хӑйне Турра халалланӑ халӑх пулнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 1513-мӗш ҫулта израильсем хаваспах Иеговӑн ирӗкне туса тӑма килӗшнӗ. Вӗсем каланӑ: «Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр» (Тух. 24:3). Ҫавӑнпа та Турӑ вӗсене сӑваплӑ тунӑ, урӑхла каласан, вӗсене хӑйӗн суйласа илнӗ халӑхӗ тума уйӑрса хунӑ. Ҫакӑ чӑннипех те пысӑк чыс пулнӑ! Хӗрӗх ҫул иртсен Моисей вӗсене аса илтернӗ: «Эсӗ Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑваплӑ халӑхӗ: ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑхран Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн халӑхӗ пулма пӗр сана суйласа илнӗ» (Сак. аст. 7:6).

3. Неемия Иерусалима иккӗмӗш хут таврӑнсан тӗрӗс пуҫҫапассипе мӗн пулнӑ?

3 Шел пулин те, Израиль хӑй сӑваплӑ халӑх пулса тӑнине хӑвӑртах хаклама пӑрахнӑ. Ҫав халӑхра Турӑшӑн ӗҫлекен ҫынсем яланах пулнӑ пулин те, иудейсем нумайӑшӗ Туррӑн ирӗкне туса пурӑнас вырӑнне хӑйсене сӑваплӑ е Турра ӗненекен ҫынсем пек кӑтартас тесе ытларах тӑрӑшнӑ. Шанчӑклӑ иудейсенчен тӑрса юлнисем Иеговӑна каллех пуҫҫапма пуҫлас тесе хулана ҫӗнӗрен туса лартма таврӑннӑранпа ҫӗр ҫула яхӑн вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн Неемия Иерусалима иккӗмӗш хут килнӗ. Анчах та ҫав вӑхӑт тӗлнелле тӗрӗс пуҫҫапасси иудейсен пурнӑҫӗнче малти вырӑнта пулма пӑрахнӑ.

4. Сӑваплӑ та Иеговӑна юрӑхлӑ тӑрса юлас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

4 Израильсем пекех, Иегова Свидетелӗсене те паян Турӑ сӑваплӑ тунӑ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем те, «имсӗр-сумсӑр ҫын» та сӑваплӑ тата вӗсем Иеговӑшӑн кӑна ӗҫлесе тӑраҫҫӗ (Ӳлӗм. 7:9, 14, 15; 1 Кор. 6:11). Израильсем сӑваплӑ пулма пӑрахнӑран хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене пӗтернӗ. Эпир хамӑрпа ун пекки ан пулса тухтӑр тетпӗр. Ҫавӑнпа та сӑваплӑ та Иеговӑна юрӑхлӑ тӑрса юлас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Ҫакна тума пулӑшакан тӑватӑ май ҫинчен Неемия кӗнекинчи 13-мӗш сыпӑкра каласа панӑ. Вӗсем ак ҫаксем: 1) япӑх ҫынсемпе хутшӑнассинчен пӑрӑнасси; 2) теократи йӗркине тытса тӑрасси; 3) Иеговӑшӑн ӗҫлессине мала хурасси; 4) христиансен ҫулӗ ҫинче тӑрса юласси. Айтӑр ҫак майсене кашнине пӑхса тухар.

ЯПӐХ ҪЫНСЕМПЕ ХУТШӐНАССИНЧЕН ПӐРӐНӐР

5, 6. Елиашивпа Товия камсем пулнӑ тата мӗншӗн Елиашивӑн Товияпа ҫывӑх хутшӑнусем пулнӑ?

5 Неемия 13:4—9 вуласа пар. Япӑх витӗм кӳрекен япаласем пирӗн тавра питӗ нумай, ҫавӑнпа пире сӑваплӑ тӑрса юлма ҫӑмӑлах мар. Сӑмахран, Елиашивпа Товияна аса илер. Елиашив аслӑ священник пулнӑ. Аммон ҫынни Товия вара Перси патшине пӑхӑнса тӑракан Иудейӑри пӗчӗк чиновник пулнӑ пулмалла. Товияпа ун майлисем Неемияна Иерусалим стенисене тума чарас тесе тӑрӑшнӑ (Неем. 2:10). Аммон ҫыннисен храм территорине кӗме юраман (Сак. аст. 23:3). Апла пулсан, мӗншӗн-ха аслӑ священник Товия пек ҫынна храмри столовӑйӗнче вырӑн панӑ?

6 Товия Елиашивӑн ҫывӑх тусӗ пулса тӑнӑ. Товияпа унӑн ывӑлӗ Иоханан иудей хӗрарӑмӗсене качча илнӗ пулнӑ, ҫавӑн пекех иудейсем нумайӑшӗ Товия пирки ырласа калаҫнӑ (Неем. 6:17—19). Елиашивӑн мӑнукӗсенчен пӗри Санаваллатӑн — Самари пуҫлӑхӗн, Товиян чи ҫывӑх тусӗсенчен пӗрин — хӗрне качча илнӗ (Неем. 13:28). Ҫак ҫыхӑнусем аслӑ священник Елиашив мӗншӗн иудей мар ҫынна тата Турра хирӗҫ тӑракана хӑйӗн ҫине витӗм кӳме панине ӑнлантарса параҫҫӗ. Анчах та Неемия столовӑйӗнчен Товиян пӗтӗм сӗтел-пуканне кӑларса пӑрахнипе Иеговӑна чунтан парӑннине кӑтартнӑ.

7. Старейшинӑсемпе ытти христиансем сӑваплӑ тӑрса юлас тесе мӗн тӑваҫҫӗ?

7 Эпир хамӑра Турра халалланӑ халӑх, ҫавӑнпа та пирӗн пуринчен ытла Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнмалла. Ҫав-ҫавах пирӗн хӑш-пӗр чухне хамӑр ҫемьене чунтан парӑнса пурӑнас килнӗрен Библи принципӗсене сирсе ярас шухӑш пулма пултарать. Анчах та эпир Библи принципӗсем тӑрӑх пурӑнмастпӑр пулсан, Иегова пире сӑваплӑ тесе шутлама пӑрахӗ. Христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем йышӑнусем тунӑ чухне хӑйсен шухӑшӗсене е туйӑмӗсене мар, Иегова мӗн шутланине тӗпе хураҫҫӗ (1 Тим. 5:21). Старейшинӑсем хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене мӗн ирсӗрлетме пултарать, ҫавсенчен сыхланас тесе питӗ асӑрханса тӑраҫҫӗ (1 Тим. 2:8).

8. Кампа хутшӑнмалли пирки пирӗн мӗне асра тытмалла?

8 «Усал юлташсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна та пӑсаҫҫӗ» тенине асра тытӑр (1 Кор. 15:33, ҪХ). Хӑш-пӗр хурӑнташсем пирӗн ҫине япӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Елиашив малтан халӑха лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ тата Иерусалим стенисене туса лартас ӗҫре Неемияна пур тӗлӗшрен те пулӑшса тӑнӑ (Неем. 3:1). Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн Товияпа ытти ҫынсем япӑх витӗм кӳнине пула Елиашив хӑйне Иегова умӗнче ирсӗрлетекен ӗҫсем тунӑ. Лайӑх туссем пире христиансем тӑвакан усӑллӑ ӗҫсене тума, сӑмахран, Библи вулама, христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнма хавхалантараҫҫӗ. Хамӑр ҫемьери ҫынсем пире тӗрӗссине тума хавхалантарнӑ чухне эпир уйрӑмах пархатарлӑ.

ТЕОКРАТИ ЙӖРКИНЕ ТЫТСА ТӐРӐР

9. Мӗншӗн левитсем храмри ӗҫӗсене тума пӑрахнӑ тата ҫавӑн пек пулса тухнӑшӑн Неемия кама айӑпланӑ?

9 Неемия 13:10—13 вуласа пар. Неемия Иерусалима таврӑннӑ ҫӗре ҫынсем хӑйсем ирӗкӗпе храм валли шутсӑр сахал укҫа-тенкӗ парса тӑнӑ пулмалла. Ҫавӑн пек пулӑшу илсе тӑманнине пула левитсем храмри ӗҫӗсене тума пӑрахнӑ та хӑйсен уйӗсене ӗҫлеме кайнӑ. Ҫавӑн пек пулса тухнӑшӑн Неемия вырӑнти пуҫлӑхсене айӑпланӑ. Вӗсем хӑйсене тума хушнӑ пек туман: е вӗсем халӑхран вуннӑмӗш пайне пуҫтарман, е ӑна храма парса тӑман (Неем. 12:44). Ҫавӑнпа та Неемия вуннӑмӗш пайне пуҫтарса тӑччӑр тесе кирлӗ утӑмсем тунӑ. Вӑл храмри управӑш-пӳлӗмсене пӑхса тӑма тата вуннӑмӗш пайне левитсене валеҫсе пама шанӑҫа тивӗҫлӗ арҫынсене суйласа лартнӑ.

10, 11. Турӑ халӑхӗн тӗрӗс пуҫҫапассине пулӑшса тӑма мӗнле май пур?

10 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ҫакӑ пире Иеговӑна пирӗн хамӑрӑн пурлӑхран парне кӳрсе хисеплеме май пуррине аса илтерет (Ытар. 3:9). Унӑн ӗҫӗ валли хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ парса тӑнӑ чухне эпир Иеговӑна унӑннех тавӑрса паратпӑр (1 Ҫулс. 29:14—16). Хӑш-пӗр чухне пире эпир нумай пама пултараймастпӑр пек туйӑнма пултарать, анчах та эпир кӑмӑлтан паратпӑр пулсан, вӑл хаваспах пирӗн парнене йышӑнӗ (2 Кор. 8:12).

11 Пӗр пысӑк ҫемье нумай ҫул хушши ятарлӑ пионер пулса ӗҫлекен ватӑ мӑшӑра эрнере пӗрре кӑнтӑрлахи е каҫхи апат ҫиме хӑйсем патне чӗннӗ. Ҫемьере сакӑр ача пулнӑ пулин те, амӑшӗ яланах ҫапла каланӑ: «Сӗтел ҫинче вунӑ турилкке-и е вуниккӗ-и, пурпӗрех мар-и?» Кама та пулин эрнере пӗрре апат ҫитересси нимех те мар пек туйӑнма пултарать, анчах та ҫав пионерсем хӑйсене хӑналанӑшӑн ҫав тери пархатарлӑ пулнӑ! Ҫак ҫемье те ҫав мӑшӑра пула пиллӗхсем илнӗ. Ҫав пионерсен хавхалантаракан сӑмахӗсем тата вӗсем хӑйсемпе пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа пани ҫав ҫемьери ачасене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшнӑ. Каярахпа вӗсем пурте сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тума пуҫланӑ.

12. Старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем пухура мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ?

12 Эпир тата ҫакна вӗренетпӗр: Неемия пекех паян старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем теократи йӗркине тытса тӑрас тесе ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илеҫҫӗ. Вӗсен тӗслӗхӗнчен ыттисем пухура усӑ илсе тӑраҫҫӗ. Ҫав тӗлӗшрен старейшинӑсем Павел апостол пек те пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл тӗрӗс пуҫҫапассине пулӑшса танӑ тата кирлӗ канашсем панӑ. Сӑмахран, вӑл кашни христианин хӑй ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ мӗнле парса тӑмалли пирки усӑллӑ сӗнӳсем панӑ (1 Кор. 16:1—3; 2 Кор. 9:5—7).

ИЕГОВӐНА МАЛА ХУРӐР

13. Хӑш-пӗр иудейсем шӑматкуна хисеплеменнине мӗнле кӑтартнӑ?

13 Неемия 13:15—21 вуласа пар. Эпир пурлӑх пирки питӗ нумай шутлатпӑр пулсан тата ҫав япаласене туянас тесе шутсӑр нумай ӗҫлетпӗр пулсан, Иеговӑпа хамӑр хушӑмӑрти хутшӑнусене пӑсма пултаратпӑр. Тухни 31:13-мӗш тӑрӑх, кашни эрнере шӑматкуна паллӑ туса тӑни израильсене вӗсем сӑваплӑ халӑх пулнине аса илтерсе тӑмалла пулнӑ. Шӑматкун ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли, кӗлтумалли тата Турӑ Саккунӗ ҫинчен шухӑшламалли кун пулмалла пулнӑ. Анчах та Неемияпа пӗр вӑхӑтра пурӑнакансенчен хӑш-пӗрисемшӗн шӑматкун, ытти кунсем пекех, кулленхи ӗҫсене тумалли кун кӑна пулса тӑнӑ. Турра пуҫҫапассине мала хума пӑрахнӑ. Мӗн пулса пынине курсан, Неемия шӑматкун пуҫланас умӗн ют халӑх сутуҫӑсене хӑваласа янӑ та хула хапхине питӗрсе хунӑ.

14, 15. а) Укҫа ӗҫлесе илме пирӗн шутсӑр нумай вӑхӑт каять пулсан, пирӗнпе мӗн пулса тухма пултарать? ӑ) Туррӑн канӑҫлӑхне эпир мӗнле кӗме пултаратпӑр?

14 Неемия тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн темтепӗршӗн чӑрманса ҫӳреме пӑрахмалла тата укҫа ӗҫлесе илме пирӗн нумай вӑхӑт уйӑрмалла мар. Унсӑрӑн эпир, уйрӑмах пире хамӑр ӗҫ килӗшет пулсан, ӗҫ ӑшнех путма пултаратпӑр. Анчах та Иисус икӗ хуҫашӑн ӗҫлесе тӑма май ҫук тесе асӑрхаттарнине асра тытӑр. (Матфей 6:24 вуласа пар.) Неемиян укҫа тума майсем пулнӑ, анчах та вӑл Иерусалимра хӑйӗн вӑхӑтне мӗн туса ирттернӗ? (Неем. 5:14—18.) Вӑл Тир ҫыннисемпе е ыттисемпе ӗҫлӗ ҫыхӑнусем аталантарма тӑрӑшман, ун вырӑнне вӑл хӑйӗн тӑванӗсене пулӑшас тата Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума пулӑшакан ӗҫсене тӑвас тесе пӗтӗм вӑйне хунӑ. Хальхи вӑхӑтра старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем те пухӑва пулӑшас тесе хӑйсен вӑхӑтне, вӑйне шеллемеҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӗсене пухури тӑвансем юратаҫҫӗ. Ҫавна пула Турӑ халӑхӗ хушшинчи ҫынсем пӗр-пӗрне юратса, пӗр-пӗринпе килӗштерсе тата шикленмесӗр пурӑнаҫҫӗ (Иез. 34:25, 28).

15 Христиансен кашни эрнере паллӑ тӑвакан шӑматкуна тытса тӑмалла мар пулин те, Павел пире «Турӑ халӑхӗн шӑматкун канӑҫлӑхне тупасси малта-ха» тесе калать. Малалла вӑл калать: «Турӑ Хӑй ӗҫӗсенчен каннӑ пек, Унӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ ҫын та хӑй ӗҫӗсенчен канать» (Евр. 4:9, 10). Христиансем пулнӑ май эпир Туррӑн канӑҫлӑхне Иеговӑна пӑхӑнса пурӑннипе тата унӑн тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе ӗҫлесе тӑнипе кӗме пултаратпӑр. Эсир хӑвӑрӑн килтисемпе пӗрле Турра ҫемьепе пӗрле пуҫҫапассине, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрессине тата ырӑ хыпар сарассине пурнӑҫра мала хуратӑр-и? Ҫаксем пирки пирӗн ӗҫ хуҫи е пирӗнпе пӗрле ӗҫлекен ҫынсем кирлех мар тесе шутлама пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене Иеговӑн ӗҫӗ пирӗншӗн чи кирлӗ ӗҫ пулнине уҫҫӑн кӑтартас тесе пирӗн ҫирӗп тӑмалла. Тен, пирӗн сӑваплӑ япаласене тивӗҫлипе хаклас тесе, сӑнарлӑ каласан, хула хапхисене хупса хурса Тир ҫыннисене хӑваласа яма тивӗ. Турӑ суйласа илнӗ сӑваплӑ халӑх пулнӑран пирӗн хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Эпӗ мӗнле пурӑнни Иеговӑна хамӑн пурнӑҫра мала хунине кӑтартса парать-и?» (Матф. 6:33.)

ХРИСТИАНСЕН ҪУЛӖ ҪИНЧЕ ТӐРСА ЮЛӐР

16. Неемия вӑхӑтӗнчи иудейсем хӑйсем сӑваплӑ халӑх пулни ҫинчен мӗншӗн манса каяс патнех ҫитнӗ?

16 Неемия 13:23—27 вуласа пар. Неемия вӑхӑтӗнче Израиль арҫыннисем ют халӑх хӗрарӑмӗсене качча илнӗ. Иерусалима пӗрремӗш хут килсен Неемия старейшинӑсене пурне те ют халӑх хӗрарӑмӗсене качча илмелле марри пирки сӑмах партарнӑ та ҫавна хут ҫине ҫырса хурса алӑ пустарнӑ (Неем. 9:38; 10:30). Анчах та тепӗр темиҫе ҫултан Неемия иудейсем ют халӑх хӗрарӑмӗсене качча илнисӗр пуҫне хӑйсем Туррӑн сӑваплӑ халӑхӗ шутне кӗни ҫинчен манса каяс патнех ҫитнине асӑрханӑ! Ҫак ют халӑх хӗрарӑмӗсен ачисем еврейла калаҫма та, вулама та пӗлмен. Ҫитӗнсе ҫитсен вӗсем хӑйсем пирки Израиль ҫыннисем тесе шутлӗҫ-ши? Е вӗсем хӑйсем пирки Азот, Аммон тата Моав ҫыннисем тейӗҫ-ши? Еврей чӗлхине пӗлмесӗр вӗсем Туррӑн Саккунне мӗнле ӑнланма пултарнӑ пулӗччӗҫ-ха? Вӗсем Иегова ҫинчен пӗлнӗ пулӗччӗҫ-ши тата хӑйсен амӑшӗсем пуҫҫапакан суя турӑсем вырӑнне Иеговӑшӑн ӗҫлемешкӗн пуҫланӑ пулӗччӗҫ-ши? Вӑраха ямасӑр татӑклӑ утӑмсем тумалла пулнӑ, Неемия ҫавсене тунӑ та (Неем. 13:28).

17. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

17 Паян пирӗн хамӑр ачасене христиансен ҫулӗ ҫинче ҫирӗп тӑма пулӑшас тесе витӗмлӗ утӑмсем тумалла. Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑртан ыйтӑр: «Манӑн ачасем Библи чӑнлӑхӗн «таса чӗлхипе» мӗн таран лайӑх калаҫаҫҫӗ? (Соф. 3:9.) Ачасем мӗн ҫинчен калаҫнинче Туррӑн сывлӑшӗ е тӗнче сывлӑшӗ витӗм кӳни палӑрса тӑрать-и?» Лайӑхланма кирлине асӑрхарӑр пулсан, тӳрех кулянса ан ӳкӗр. Урӑх чӗлхепе калаҫма вӗренмешкӗн, уйрӑмах чӑрмантаракан япаласем нумай чухне, вӑхӑт кирлӗ. Ҫак тӗнче сирӗн ачӑрсене Турра итлеттерме пӑрахтарасшӑн. Ҫавӑнпа тӳсӗмлӗ пулӑр та хӑвӑр ачӑрсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе ҫемьепе пӗрле пуҫҫапассипе тата ытти майсемпе усӑ курӑр (Сак. аст. 6:6—9). Сатанан тӗнчинчен уйрӑлса тӑни мӗнле усӑ панине палӑртса тӑрӑр (Иоанн 17:15—17). Вӗсен чӗрине хускатма тӑрӑшӑр.

18. Хӑйсен ачисене Иеговӑна халаллама мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗнчен никам та лайӑхрах хатӗрлеме пултараймасть?

18 Юлашкинчен, кашни ача Турӑшӑн ӗҫлессипе ӗҫлес маррине хӑй суйласа илӗ. Ҫапах та ашшӗ-амӑшӗ ҫав тӗлӗшрен нумай майпа пулӑшма пултарать. Сӑмахран, лайӑх тӗслӗх кӑтартнипе, мӗн-мӗн тума кирлӗ маррине уҫҫӑн ӑнлантарса панипе тата вӗсене япӑх йышӑнусем туни мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине ӑнланма пулӑшнипе. Ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗн ачасене хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халаллама никам та сирӗнтен лайӑхрах хатӗрлеме пултараймасть. Вӗсене христиансем ҫулӗ ҫинче ҫирӗп тӑма тата ун ҫинче тӑрса юлма эсир пулӑшни кирлӗ. Паллах ӗнтӗ, пирӗн пурин те хамӑрӑн сӑнарлӑ ҫиелти «тумтирсӗр» тӑрса юласран сыхланмалла, урӑхла каласан, пире Христос хыҫҫӑн пыракансем пулнине палласа илме пулӑшакан лайӑх енсемпе принципсене пирӗн упраса хӑвармалла (Ӳлӗм. 3:4, 5; 16:15).

«МАНА ЫРӐ ТУМА АСНА ИЛСЕМЧЧӖ»

19, 20. Иегова пире, ырӑ тӑвас тесе, асра тыттӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

19 Неемияпа пӗр вӑхӑтра пурӑннисенчен пӗри Малахия пророк пулнӑ. Малахия «Ҫӳлхуҫаран хӑракансем ҫинчен, Унӑн ятне хисеплекенсем ҫинчен астӑвӑм кӗнеки ҫырӑнать» тесе уҫса панӑ (Мал. 3:16, 17). Турӑ хӑйӗнчен хӑракансене тата хӑйӗн ятне юратакансене нихӑҫан та манса каймӗ (Евр. 6:10).

20 Неемия кӗлтунӑ: «Эй Туррӑмҫӑм, эпӗ ырӑ тунине [«мана ырӑ тума», ҪТ] асна илсемччӗ!» (Неем. 13:31.) Эпир малашне те япӑх ҫынсемпе хутшӑнассинчен пӑрӑнатпӑр, теократи йӗркине тытса тӑратпӑр, Иеговӑна хамӑр пурнӑҫра мала хуратпӑр тата христиансен ҫулӗ ҫинче тӑрса юлатпӑр пулсан, пирӗн ят, Неемиян ячӗ пекех, Туррӑн астӑвӑм кӗнекинче пулӗ. Хамӑр ӗненнипе ӗненменнине пӗлес тесе хамӑра тӗрӗслесех тӑрар (2 Кор. 13:5). Эпир Иегова умӗнче сӑваплӑ тӑрса юлас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑватпӑр пулсан, вӑл пире, ырӑ тӑвас тесе, асра тытса тӑрӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр