Опытлӑ хыпарҫӑсенчен вӗрен
Эпир пухури опытлӑ хыпарҫӑсене питӗ хаклатпӑр. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Теприсем сӑваплӑ ӗҫри ӑсталӑха нумай пулмасть кӑна аталантарнӑ. Ҫак хыпарҫӑсем пурте Иисус юлашки кунсенче христиансен пухӑвне мӗнле ертсе пынине, вӑл ырӑ хыпар пӗлтерес тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе мӗнле сарса пынине курса тӑнӑ (Матф. 28:19, 20). Ҫак ӗҫе хутшӑннӑ чухне йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан вӗсем «ытла та пысӑк хӑват» илнӗ (2 Кор. 4:7). Ҫак опытлӑ хыпарҫӑсенчен нумай вӗренме пулать. Хӑйсем мӗне вӗренсе ҫитнине вӗсем ыттисене, май пулнӑ чухне, хаваспах каласа параҫҫӗ (Пс. 70:18, 19). Ҫавӑнпа та пирӗн вӗсенчен вӗренме майсем шырамалла. Ҫакна мӗнле тума пулать?
Ырӑ хыпар сарнӑ чухне. Ӑста хыпарҫӑ пулас тесен ҫӗнӗ е опычӗ ҫителӗксӗр хыпарҫӑсен вӗренес пулать. Опытлӑ хыпарҫӑсем сӑваплӑ ӗҫе мӗнле тунине сӑнаса нумай вӗренме пулать. («Иисус пек хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр» (bw555) брошюрӑри «Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑха упрӑр» статьяри «Ҫӗнӗ хыпарҫӑсене пулӑшӑр» подзаголовокри 3-мӗш абзаца пӑх.) Ҫакӑн пек хыпарҫӑсемпе ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне эсӗ мӗне вӗрентӗн?
Опытлӑ хыпарҫӑпа пӗрле ырӑ хыпар сарма калаҫса татӑл. Ҫав хыпарҫӑн сывлӑхӗ япӑх пулсан, эсӗ Библи вӗренӗвне вӑхӑтран вӑхӑта унӑн килӗнче ирттерме пултаратӑн-и? Библи вӗренӗвӗ вӗҫленсен, унран вӑл мӗн асӑрханине каласа пама тата канаш ыйт.
Вӗсемпе хутшӑн. Опытлӑ хыпарҫӑсемпе хутшӑнса вӗсем ҫинчен ытларах пӗлме пулать. Вӗсенчен кама та пулин ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫа чӗн те ӑна хӑйӗн ҫинчен каласа пама ыйт. Унӑн сывлӑхӗ япӑхрах пулсан, ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапассине, тен, эсӗ унӑн килӗнче ирттерӗн. Вӑл чӑнлӑха мӗнле пӗлни ҫинчен ыйт. Вӑл мӗнле пиллӗхсем илнӗ? Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта вӑл мӗнле ӳсӗмсем курнӑ? Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни ӑна мӗнле савӑнӑҫ кӳнӗ?
Опытлӑ хыпарҫӑсен лару-тӑрӑвне ӑнланма тӑрӑш тата вӗсенчен ытлашшине ан кӗт. Турӑшӑн нумай ҫул ӗҫлекенсем, пирӗн пекех, сӑваплӑ ӗҫе тума тӗрлӗ хастар илнӗ (Рим 12:6—8). Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ватлӑх ҫулӗсене ҫитнӗ, ҫавӑнпа та сӑваплӑ ӗҫре нумай тӑваймаҫҫӗ е ыттисемпе нумай хутшӑнаймаҫҫӗ. Апла пулин те эпир вӗсенчен нумай вӗренме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе пысӑк опыт пухнӑ.