Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ҫӗнӗ хыпарҫӑсене вӗрентесси
Ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ. Иисусӑн ҫӗнӗ вӗренекенӗсен вӑл мӗн хушнине пурне те, ҫав шутра ыттисене чӑнлӑх ҫинчен вӗрентме хушнине те, тытса тӑма вӗренмелле (Матф. 28:19, 20). Вӗренекенсем нумайӑшӗ Теократи ӗҫӗн шкулне ҫырӑннӑ. Тен, вӗсем хӑйсен хурӑнташӗсене тата тусӗсене чӑнлӑх ҫинчен каласа параҫҫӗ те пулӗ. Анчах та Библири чӑнлӑхсемшӗн вӗсен пархатарлӑхӗ ӳссе пынӑҫемӗн тата Иегова пур ҫынна та ырӑ хыпара пӗлтересшӗн пулнине ӑнланса пынӑҫемӗн вӗсем сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнас килни ҫинчен калама пултараҫҫӗ (Рим 10:13, 14). Ҫак утӑм чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума питӗ кирлӗ, ҫавӑнпа та шыва кӗмен ҫӗнӗ хыпарҫӑ ҫак ҫулпа ҫирӗппӗн утса пыма пултартӑр тесе ӑна лайӑх вӗрентмелле (Лука 6:40).
Уйӑх тӑршшӗпе усӑ курмалли канаш:
Хӑвӑн вӗренекен хыпарҫӑ пулса тӑчӗ пулсан, унпа килтен киле ырӑ хыпар сарма калаҫса татӑл тата ҫын патне тепӗр хут кайнӑ чухне хӑвпа пӗрле ил е Библи вӗренӗвне чӗн. Санӑн хыпарҫӑ пулса тӑнӑ вӗренекен ҫук пулсан, опычӗ сахалрах пулнӑ хыпарҫӑпа ырӑ хыпар сарма пулать.