«Ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте... пулччӑр»
Ашшӗ-амӑшӗсене кӗтӳҫсемпе танлаштарма пулать. Вӗсен хӑйсен ачисемшӗн лайӑх тӑрӑшмалла, мӗншӗн тесен вӗсем ҫултан аташса кайса камӑн та пулин тупӑшӗ пулма пултараҫҫӗ (Ытар. 27:23). Ашшӗ-амӑшӗсем ҫакна мӗнле тума пултараҫҫӗ? Ачисен шухӑшӗсене тата вӗсен чӗринче мӗн пулнине ӑнланас тесен ашшӗ-амӑшӗсен вӗсемпе хутшӑнма-калаҫма кашни кунах вӑхӑт уйӑрмалла (Ытар. 20:5). Ҫавӑн пекех, ачисен ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе ашшӗ-амӑшӗсен вутра ҫунман материалсемпе усӑ курмалла (1 Кор. 3:10—15). «Эти слова „должны быть в твоем сердце“» ятлӑ фильм ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни питӗ кирлине палӑртать. Ҫак фильма ҫемьепе пӗрле пӑхӑр та аяларах илсе панӑ ыйтусене сӳтсе явӑр.
1) Роуман ҫемйинче Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем мӗншӗн иккӗмӗш вырӑна куҫнӑ? 2) Роуман тӑван ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнине каллех йӗркелесе яма тӑрӑшни мӗншӗн малтан ӑнӑҫлӑ пулман? 3) Ачасене тӗрӗс вӗрентсе-пӑхса ӳстерес тесен Библири мӗнле принциппа усӑ курмалла? (Сак. аст. 6:6, 7.) 4) Ҫемьере лайӑх калаҫу-хутшӑну пултӑр тесен мӗн тумалла? 5) Ачасемшӗн ашшӗ-амӑшӗ мӗн-мӗн туни пӗлтерӗшлӗрех? 6) Бэрроу тӑвансем Роуман ҫемйине мӗнле майпа лайӑх витӗм кӳнӗ? (Ытар. 27:17.) 7) Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни усӑллӑ пултӑр тесен ҫемье пуҫӗн мӗнле хатӗрленмелле? 8) Ҫемьери хутшӑнусене ҫирӗплетес тесе Роуман тӑван мӗнле улшӑнусем тунӑ? 9) Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнине мӗншӗн тӑтӑшах ирттермелле? (Эф. 6:4.) 10) Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни интереслӗ те усӑллӑ пултӑр тесен мӗн тумалла? 11) Хамӑра тӗрӗс тытни питӗ кирлине Роуман тӑван Маркуса мӗнле майпа лӑпкӑн, ҫав вӑхӑтрах ҫирӗппӗн ӑнлантарса панӑ? (Иер. 17:9.) 12) Ребеккӑна Джастин пирки тӗрӗс йышӑну тума ашшӗпе амӑшӗ мӗнле пулӑшнӑ? (Марк 12:30; 2 Тим. 2:22.) 13) Роуман тӑвансем хӑйсен пурнӑҫне улӑштарнинчен Турра ӗненни мӗнле курӑнать? (Матф. 6:33.) 14) Ҫемье пуҫӗн хӑйӗн ҫемйи Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пултӑр тесе тӑрӑшмаллине ҫак фильм мӗнле палӑртать? (1 Тим. 5:8.) 15) Ҫемье пуҫӗ пулнӑ май, эсӗ мӗнле тӗллевсем лартрӑн?
ҪЕМЬЕ ПУҪӖСЕМ ВАЛЛИ. Ҫак постановкӑна 2011 ҫулхи регион конгресӗнче кӑтартнӑ. Ҫавӑн чухне эсӗ ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни ытларах усӑ патӑр тесе улшӑнусем тумаллине асӑрхарӑн-и? Халӗ вара мӗнле? Улшӑнусем тумаллине куратӑн пулсан, тархасшӑн, Иеговӑран пулӑшу ыйт тата мӗн тумаллине ту, ҫакӑ санӑн ҫемйӳне ӗмӗрлӗх пиллӗхсем парӗ (Эф. 5:15—17).