Библи вӗренмелли плансемпе пӗлсе усӑ курӑр
Вӗренекен Библи мӗне вӗрентнине пӗлсе пынӑ май тата мӗн пӗлнипе усӑ курнӑ май, вӑл чӑнлӑхра ӳсӗмсем тӑвӗ тата «ҫимӗҫ» кӳрӗ (Пс. 1:1—3). Вӗренекен ҫитӗнӳсем тӑвасси нумай тӗлӗшрен пирӗнтен килет, ҫавӑнпа пирӗн Библи вӗренмелли плансемпе пӗлсе усӑ курмалла. Ҫакна тума пире мӗн пулӑшӗ?
Планри ыйтусем. Кашни планрах ыйтусем пур. Сӳтсе явмалли темӑпа интереслентерес тесе ҫав ыйтусене, хуравлама ыйтмасӑр, пама пулать. Вӗренекене кӗскен хуравлама та ыйтма юрать. Вӑл тӗрӗс мар шухӑш каларӗ пулсан, ӑна тӳрех тӳрлетмелле мар. Унӑн хуравӗсем ӑна мӗн ҫине ытларах тимлеттермеллине сана ӑнланма пулӑшӗҫ (Ытар. 16:23; 18:13).
«Рассуждение» кӗнеке. Пӑхса тухнӑ материала вӗренекен лайӑхрах ӑнлантӑр тесен, Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне ҫав темӑпа ҫыхӑннӑ «Рассуждение» кӗнекери шухӑшсене те сӳтсе явма юрать. Вӑл веҫех ӑнланнипе ӑнланманнине пӗлес тесе тепӗр вӗренӳ вӑхӑтӗнче темиҫе минут уйӑрма пулать.
Аса илмелли ыйтусем. Пӑхса тухнӑ материала аса илмешкӗн пӗр-ик ыйту хатӗрлесе хур, ҫав ыйтусене вара Библи вӗренӗвӗ вӗҫӗнче пар. Вӗсене вӗренекенпе сӳтсе явни вӑл тӗп шухӑшсене ӑнланнипе ӑнланманнине тата ҫав шухӑшсене ыттисене ӑнлантарса пама пултарнипе пултарайманнине курма пулӑшӗ. Вӗренекене хӑйӗн хуравне сӑвӑ йӗркисемпе ҫирӗплетсе пама ыйт (Ап. ӗҫ. 17:2, 3).