ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Чӑнлӑха пӗлтерес тесе кулленхи ӗҫсем ҫинчен калаҫма пуҫлӑр
Самари хӗрарӑмӗпе калаҫса кайнипе Иисусӑн ӑна чӑнлӑха пӗлтерме май уҫӑлнӑ. Эпир те палламан ҫынсемпе кулленхи ӗҫсем ҫинчен калаҫу пуҫлама мӗнле пултаратпӑр?
Хӑвӑра ыррӑн тытӑр тата ҫынсемпе калаҫу пуҫлама ан вӑтанӑр. Ывӑннӑ пулсан та, Иисус Самари хӗрарӑмӗнчен шыв ыйтнипе калаҫу пуҫарса янӑ. Сӑмахран, эсир йӑл кулса ҫанталӑк ҫинчен е нумаях пулмасть пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен ҫынпа калаҫма пултаратӑр. Асра тытӑр: тӗп тӗллев — ҫынпа калаҫу пуҫласси, ҫавӑнпа та ҫынна интереслентерме пултаракан кирек мӗнле темӑпа та калаҫу пуҫлама пулать. Вӑл калаҫасшӑнах мар пулсан ан кулянӑр. Урӑх ҫынпа калаҫса пӑхӑр. Иеговӑран хӑюлӑх ыйтӑр (Неем 2:4; Ап ӗҫ 4:29).
Ҫынпа калаҫнӑ чухне май килсенех ырӑ хыпара пӗлтерме хатӗр пулӑр. Анчах ан васкӑр. Калаҫу хӑйне хӑй пытӑр. Калаҫӑва сасартӑк урӑх еннелле пӑрса ярсан ҫын аптраса ӳксе пирӗнпе калаҫма пӑрахма пултарать. Ырӑ хыпар пӗлтеричченех калаҫу вӗҫленчӗ пулсан ан кулянӑр. Ырӑ хыпар пӗлтерме хӑратӑр пулсан, ҫынсемпе чӑнлӑха пӗлтерес тӗллевпе мар, ахаль калаҫса пӑхӑр. [1-мӗш видеоролика кӑтарт та сӳтсе яв.]
Ырӑ хыпара пӗлтерес тесе калаҫӑва ҫав енне пӑрса яма тӑрӑшӑр. Сӑмахран, хӑвӑра килӗшекен Библири пӗр-пӗр шухӑша каласа парӑр, вара ҫыннӑн ҫавӑн пирки, тен, нумайрах пӗлес килсе кайӗ. Иисус мӗн калани Самари хӗрарӑмне интереслентерсе янӑ, ҫавӑнпа та хӗрарӑм ыйтусем пама пуҫланӑ. Вара ыйтусем ҫине хуравласа Иисус ӑна ырӑ хыпар пӗлтернӗ. [2-мӗш видеоролика кӑтарт та сӳтсе яв, унтан 3-мӗш видеоролика кӑтарт та сӳтсе яв.]