Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтерес тесе калаҫӑва мӗнле пуҫламалла
Ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлӗ. Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ҫынсенчен нумайӑшӗ килӗсенче пулманнине асӑрхатпӑр. Анчах та эпир вӗсемпе, сӑмахран, транспортра, тухтӑр патне кӗмелли черетре, ӗҫре е шкулта тӑхтав вӑхӑтӗнче тӗл пулма пултаратпӑр. Иегова кашни ҫынна Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара илтме май парасшӑн (1 Тим. 2:3, 4). Ырӑ хыпар пӗлтерес тесен ытларах чухне калаҫӑва пирӗн хамӑрӑн пуҫламалла.
Уйӑх тӑршшӗпе усӑ курмалли канаш:
Кашни эрнере май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтерес тесе пӗр калаҫу та пулин пуҫлама тӑрӑш.