Ырӑ хыпар пӗлтерме яланах хатӗр
1. Иисус пусӑ патӗнче хӗрарӑма ырӑ хыпар пӗлтернинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
1 Иисус темиҫе сехет хушши ҫул ҫинче пулнӑ. Вӑл питӗ ывӑннӑ тата унӑн шыв ӗҫес килнӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗсем хулана ҫимелли илме кайнӑ хушӑра вӑл Самария хули ҫумӗнчи пусӑ патӗнче канма ларнӑ. Иисус Самария ҫӗрӗнче ырӑ хыпар каласа ҫӳрес тесе шутламан. Вӑл ҫак ҫӗр урлӑ тухса Галилея ҫӗрне ҫитесшӗн пулнӑ, вара унта ырӑ хыпара малалла сарас тенӗ. Анчах та вӑл шыв ӑсма килнӗ хӗрарӑма ырӑ хыпар пӗлтерме май килнипе усӑ курать (Иоан. 4:5—14). Мӗншӗн? Иисус яланах Иеговӑн «тӗрӗс кӑтартса тӑраканӗ [«шанчӑклӑ та чӑн свидетелӗ», ҪТ]» пулнӑ (Апок. 3:14). Иисусран тӗслӗх илсе эпир, Иегова Свидетелӗсем, ырӑ хыпар пӗлтерме яланах хатӗр (1 Пет. 2:21).
2. Май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтерме мӗнле хатӗрленме пулать?
2 Мӗн кирлине хатӗрлесе хур. Хамӑрпа пӗрле Библие ӑнлантарса паракан литературӑна илсе ҫӳретпӗр пулсан, май килнӗ чухне ырӑ хыпар калама эпир яланах хатӗр пулатпӑр. Хыпарҫӑсенчен нумайӑшӗсем трактатсене ал айӗнчех тытаҫҫӗ, вара вӗсене лавккасенче сутакансене, заправка станцийӗсенче ӗҫлекенсене тата кун каҫиччен тӗл пулакан ытти ҫынсене те парса хӑвараҫҫӗ (Еккл. 11:6). Пӗр хӗрарӑм-тӑванӑн ҫул ҫине вӑхӑт нумай каять, ҫавӑнпа та вӑл яланах сумккинче пӗчӗк Библи тата «Библи мӗне вӗрентет» кӗнекене чиксе ҫӳрет, ҫапла вара вӑл пӗрле ларса пыракан ҫынсемпе калаҫу пуҫлама тӑрӑшать.
3. Калаҫӑва эпир мӗнрен пуҫлама пултаратпӑр?
3 Калаҫӑва пуҫла. Май килнӗ вӑхӑтра ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне калаҫӑва тӳрех Библи темипе пуҫлама кирлех мар. Сӑмахран, Иисус пусӑ патӗнче хӗрарӑмпа калаҫнӑ чухне хӑй Мессия пулни пирки тӳрех каламасть. Вӑл унран шыв кӑна ыйтать, ҫакӑ хӗрарӑма интереслентерсе янӑ (Иоан. 4:7—9). Пӗр хӗрарӑм-тӑван та хӑйӗнчен эсӗ уявсене уявлатӑн-и тесе ыйтсан ҫав меслетпех усӑ курать. Вӑл Иегова Свидетелӗ пулнӑ пирки уявсене уявламастӑп тесе тӳрех калас вырӑнне «Эпӗ хам ҫакӑн пек шут тытрӑм» тесе хуравлать. Хӑшӗ-пӗрисем ытларах чухне мӗншӗнне пӗлесшӗн пулаҫҫӗ, ун пек чухне пирӗн хӗрарӑм-тӑван вӗсене ырӑ хыпар пӗлтерет.
4. Матфей 28:18—20-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ сӑмахсем мӗншӗн сана хастар пулма хавхалантараҫҫӗ?
4 Иисус хӑйӗн хастаррӑн туса тӑнӑ сӑваплӑ ӗҫне ҫӗр ҫинче вӗҫленӗ пулин те, паян эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗнле туса тӑни ӑна питӗ интереслентерет (Матф. 28:18—20). Ҫавӑнпа та Иисусран тӗслӗх илсе, эпир кирек хӑш вӑхӑтра та хамӑр ӗненӳ ҫинчен пур халӑх умӗнче те каласа пӗлтерме хатӗр (Евр. 10:22).