Май килнӗ чухне ырӑ хыпар калама хатӗр-и эсӗ?
1. Май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтерни ӑнӑҫлӑ пулнине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?
1 Май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтерни час-часах ӑнӑҫлӑ пулма пултарать. Ҫакна ҫирӗплетсе паракан тӗслӗхсем Библире сахал мар (Иоан. 4:7—15). Ҫакӑн пек майпа ырӑ хыпар пӗлтерме мӗн пулӑшма пултарать?
2. Мӗнле майпа пирӗн тумтир тата ҫи-пуҫ ырӑ хыпар пӗлтерме яланах хатӗр пулма пулӑшать?
2 Тумтир тата ҫи-пуҫ. Тумтир тата ҫи-пуҫ яланах тирпейлӗ пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр пулсан кирек хӑҫан та ыттисене ырӑ хыпар пӗлтерме пултаратпӑр (1 Тим. 2:9, 10). Хамӑр тумтир пире вырӑнсӑр пек туйӑнать пулсан, ҫакӑ ырӑ хыпар калама чарса тӑма пултарать. Пирӗн ҫи-пуҫ таса та тирпейлӗ пулсан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтермелли майсем тупӑнма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ҫула тухсан тирпейлӗ тӑхӑннӑ икӗ Свидетель — упӑшкипе арӑмӗ — мусульманпа юнашар пырса ларнӑ. Арҫын вӗсен ҫи-пуҫӗ ҫине пӑхнӑ та эсир христианинсем мар-и тесе ыйтнӑ. Ҫакӑ вара вӗсене виҫӗ сехет хушши Библи ҫинчен калаҫма май панӑ.
3. Иисус пекех эпир те калаҫӑва мӗнле пуҫлама пултаратпӑр?
3 Калаҫӑва мӗнле пуҫламалла. Иаков пусси патне шыв ӑсма пынӑ Самари хӗрарӑмне тӗл пулсан, Иисус шыв ӗҫме пама ыйтнипе калаҫӑва ҫӑмӑллӑнах пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех эпир те мӗн те пулин каласа е ыйту парса ҫынпа калаҫӑва пуҫлама пултаратпӑр. Хӑш чухне эпир, тен, калаҫма хӑратпӑр, анчах та Иегова пулӑшасса шансан, калаҫӑва хӑюллӑн пуҫлама пулать (1 Фес. 2:2).
4. Май килнӗ чухне ырӑ хыпар калама эпир мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?
4 Ырӑ хыпар пӗлтерме майсем шыра. Нумай хыпарҫӑ май пур чухне яланах ырӑ хыпар калама вӗреннӗ. Кун каҫиччен тӗл пулма пултаракан ҫынсем ҫинчен тата хӑвӑн лару-тӑру ҫинчен шухӑшласа пӑх. Кирлӗ пулма пултаракан литературӑна тата пӗчӗк Библие хӑвӑнпа пӗрле илсе ҫӳре. Тавралла мӗн пулса иртнине сӑна тата ҫынсемпе интереслен. Ырӑ хыпар сарма кун каҫиччен мӗнле майсем пулма пултарни ҫинчен шухӑшлатӑн пулсан, лайӑх свидетельство пама хатӗр пулӑн (Флп. 1:12—14; 1 Пет. 3:15).
5. Мӗншӗн пирӗн яланах май килнӗ чухне ырӑ хыпар калама хатӗр пулмалла?
5 Пирӗн май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтерме хавхалантаракан икӗ сӑлтав пур — эпир Турра тата ҫывӑх ҫынсене юрататпӑр (Матф. 22:37—39). Ырӑ хыпар сарасси — вӑраха ямалли ӗҫ мар, ҫавӑнпа та пирӗн ӑна май килнӗ чухне яланах пӗлтерме хатӗр пулмалла. Халӗ вара, вӑхӑт пур чухне, пирӗн Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне калама яланах хатӗр пулмалла (Рим 10:13, 14; 2 Тим. 4:2).