Май килнӗ чухне эсӗ ырӑ хыпар калама пултаратӑн!
1 Май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтернине пула сирӗн пухури миҫе тӑван чӑнлӑх ҫинчен илтнӗ? Ҫакӑ сире тӗлӗнтерме пултарӗ. Май килнӗ чухне ырӑ хыпар каласси вӑл — ҫынсене кашни кун ӑҫта тӗл пулатпӑр, ҫавӑн чухне ырӑ хыпар каланине пӗлтерет: шкулта, ӗҫре, ӑҫта та пулин кайма ҫула тухсан, тӑван-хурӑнташсем патне тата кӳршӗсем патне кайсан е лавкка-пасара мӗн те пулин илме кайсан тата ытти те. Пӗррехинче ҫакна палӑртнӑ: 200 ытла шыва кӗнӗ Свидетельрен 40 проценчӗ май килнӗ чухне ырӑ хыпар каланине пула чӑнлӑхпа паллашнӑ! Ҫапла вара, ырӑ хыпар сармалли ҫак меслет питӗ ӑнӑҫлӑ пулнине куратпӑр.
2 Пӗрремӗш ӗмӗрте ырӑ хыпар час-часах май килнӗ чухне каланипе сарӑлнӑ. Сӑмахран, Самари ҫӗрӗпе иртнӗ чухне Иисус ҫӑлтан шыв ӑсма пынӑ хӗрарӑма ырӑ хыпар каланӑ (Иоан. 4:6—26). Филипп Эфиопияри хӗрарӑм патшан мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑракан евнухӗпе, вӑл Исаия пророк кӗнекине вуланине илтсе, сӑмах пуҫланӑ. «Мӗн вуланине ӑнланатӑн-и?» — тесе ыйтнӑ Филипп (Апост. ӗҫ. 8:26—38). Павел апостол Филиппы хулинче тӗрмере ларнӑ чухне тӗрме хуралҫине ырӑ хыпар каланӑ (Апост. ӗҫ. 16:23—34). Каярахпа вара, хӑйне килте хуралласа тытса усранӑ чухне, Павел «хӑйӗн патне пыракансене пурне те хапӑл тунӑ... Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парса, Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен... вӗрентнӗ» (Апост. ӗҫ. 28:29—31, ҪХ). Эсӗ те, хӑв вӑтаннине пӑхмасӑрах, май килнӗ чухне ырӑ хыпар калама пултаратӑн. Ҫакна тума сана мӗн пулӑшма пултарать?
3 Калаҫӑва пуҫлама мӗн пулӑшать. Палламан ҫынсемпе калаҫу пуҫлама пирӗнтен нумайӑшне йывӑр. Паллакан ҫынсемпе те чӑнлӑх ҫинчен калаҫу пуҫлама ҫӑмӑлах мар. Анчах та хӑюллӑ пулма пире Иеговӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен, хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Вӑл пуянлӑхран та хаклӑ чӑнлӑха пӗлме пани ҫинчен тата ҫак тӗнчери ҫынсен лару-тӑрӑвӗ питӗ йывӑр пулни ҫинчен шухӑшлани пулӑшать (Иона 4:11; Пс. 39:6; Матф. 13:52). Унсӑр пуҫне эпир кӗлӗ туса Иеговӑран хӑюлӑх ыйтма пултаратпӑр (1 Фес. 2:2). Галаад шкулӗнче вӗреннӗ пӗр арҫын-тӑван ҫапла каланӑ: «Эсӗ калаҫу пуҫлама хӑюлӑх ҫитерейместӗн пулсан, хӑв ӑшӑнта кӗскен кӗлӗ ту» (Неем. 2:4).
4 Ҫак меслете ҫапла ят пани те калаҫӑва пуҫланӑ чухне санӑн вӗренсе хунӑ сӑмахсемпе е Библирен сӑвӑ йӗрки вуласа парса калаҫӑва пуҫламаллине пӗлтермест. Калаҫӑва пуҫланӑ хыҫҫӑнах сӑмаха ырӑ хыпар ҫине тӳрех куҫарма кирлех мар, ҫавна асра тытни усӑллӑ. Нумай хыпарҫӑ каланӑ тӑрӑх, ҫапла туни, ҫынпа калаҫнӑҫемӗн ырӑ хыпара ӗнентурӳллӗрех калама пулӑшать. Ҫын калаҫасшӑн мар пулсан, ҫине тӑрсах калаҫтарма тӑрӑшмалла мар. Сӑпайлӑн сывпуллаш кӑна.
5 Пӗр вӑтанчӑк хӗрарӑм-тӑван пасарта мӗн те пулин илнӗ чухне чи малтанах ҫынна куҫран пӑхать те ӑшшӑн кулса илет. Ӑна кура ҫын та ӑшшӑн кулать пулсан, вӑл ӑна мӗн те пулин калать. Ҫын кӑмӑллӑн хуравлани ӑна калаҫӑва малалла тӑсма хӑюлӑх парать. Вӑл тимлӗн итлет тата ырӑ хыпара хӑш енчен кӑтартса парсан, ҫак ҫын хыпара лайӑхрах итлеме пултарассине курма тӑрӑшать. Ҫапла майпа вара хӗрарӑм-тӑван нумай литература салатнӑ тата Библи вӗренӗвӗсем те пуҫланӑ.
6 Калаҫӑва мӗнле пуҫламалла. Калаҫӑва пуҫлас тесе мӗн калама пулать? Ҫӑл патӗнче хӗрарӑмпа калаҫма Иисус: «Мана ӗҫме парччӗ» — тесе ахаль сӑмахсемпе пуҫланӑ (Иоан. 4:7). Ҫынпа калаҫма пуҫлас тесен, ӑна ӑшшӑн сывлӑх сунма е мӗнле те пулин ыйту пама пулать. Калаҫнӑҫемӗн, тен, Библири мӗнле те пулин шухӑша каласа пама май тупӑнӗ, ҫапла вара чӑнлӑхӑн вӑрлӑхне акма пултарӑн (Еккл. 11:6). Хӑшӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, ҫынпа калаҫу ҫыхӑнса кайтӑр тесе пӗр-пӗр интереслӗ шухӑш калама пулать. Сӑмахран, тухтӑр патӗнче кӗтсе ларнӑ чухне ҫапла калама пулать: «Эпӗ кӗҫех чирлеме пӑрахатӑп. Ун чухне калама ҫук савӑнӑп!»
7 Калаҫӑва пуҫлама сӑнама пӗлни те пулӑшать. Камӑн та пулин ачисем хӑйсене лайӑх тытаҫҫӗ пулсан, эпир вӗсен ашшӗ-амӑшне мухтама пултаратпӑр тата вӗсенчен ҫапла ыйтма пулать: «Ачасене тӗрӗс пӑхса ӳстерме сире мӗн пулӑшать?» Пӗр хӗрарӑм-тӑван хӑйпе пӗрле ӗҫлекенсем пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫнине асра тытма тӑрӑшать, вара ҫавна кура информаци хатӗрлесе хурать. Тӗслӗхрен, пӗрле ӗҫлекенсенчен пӗри качча каясси ҫинчен пӗлсен, вӑл ӑна туя мӗнле йӗркелемелли ҫинчен ҫырнӑ публикацие панӑ. Ҫакӑ малалла та Библи тӑрӑх калаҫма май панӑ.
8 Калаҫӑва пуҫламалли тата тепӗр меслет вӑл — хамӑрӑн литературӑна ҫынсем куракан вырӑнта вулани. Пӗр арҫын-тӑван публикацисене ҫынсене интереслентерсе яма пултаракан заголовоклӑ статья тӗлӗнче уҫать те шӑппӑн вуласа ларать. Кам та пулин журнал ҫине пӑхать пулсан, вӑл ӑна ыйту парать е статьяри шухӑшсене калать. Ҫапла туни час-часах калаҫӑва пуҫласа ярса ырӑ хыпар пӗлтерме май парать. Хамӑрӑн публикацисене пурте курма пултаракан вырӑна хурса кӑна хӑварни те пӗрле ӗҫлекенсене е пӗрле вӗренекенсене интереслентерсе яма пултарать, вара вӗсем пире ыйтусем пама пултараҫҫӗ.
9 Майлӑ вӑхӑт. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑраха яма юрамасть, ҫавӑнпа та ятарласа ырӑ хыпар сарма тухман чухне свидетельство пама майлӑ вӑхӑт хӑйне хӑех тупӑнасса пирӗн кӗтме юрамасть. Пачах урӑхла, кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне те ырӑ хыпар пӗлтерес тесе пирӗн майсем тупма тӑрӑшмалла. Кун каҫиччен кама тӗл пулма пултарни ҫинчен тата ҫав ҫынсемпе ӑшшӑн мӗнле калаҫма пуҫламалли ҫинчен маларах шухӑшласа хур. Ал айӗнче санӑн яланах Библи тата ҫынсене, вӗсем чӑнлӑхпа интересленме пуҫласан, памашкӑн литература пултӑр (1 Пет. 3:15).
10 Нумай хыпарҫӑ ятарласа ырӑ хыпар пӗлтерме тухман чухне те, тавҫӑруллӑ пулса, свидетельство пама майсем тупать. Сӑмахран, пӗр хӗрарӑм-тӑван нумай хватерлӗ, хуралҫӑ сыхлакан ҫуртра пурӑнать. Вӑл пайӑн-пайӑн пуҫтармалли ӳкерчӗксене хӑйсен картишӗнче сыпӑнтара-сыпӑнара илемлӗ ӳкерчӗксем тӑвать. Ҫынсем чарӑнса тӑрсах ӳкерчӗк ҫинчи ҫутҫанталӑк илемӗпе савӑннӑ чухне вӑл калаҫу пуҫлама тӑрӑшать: «ҫӗнӗ пӗлӗтпе ҫӗнӗ ҫӗр» пулать тесе Библи сӑмах пани ҫинчен каласа парать (Апок. 21:1—4). Эсӗ вара мӗнле те пулин майсем шухӑшласа тупма пултаратӑн-и?
11 Ҫыннӑн интересне малалла аталантар. Ҫын хаваспах калаҫӑва хутшӑнать пулсан, татах тӗл пулмашкӑн калаҫса татӑлма тӑрӑш. Вырӑнлӑ пулсан, ҫапла калама юрать: «Эпир питӗ лайӑх калаҫрӑмӑр. Тепре курса калаҫас тесен ӑҫта тӗл пулма пултаратпӑр?» Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем хӑйсен адресне тата телефон номерне параҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: «Сирӗнпе калаҫма мана питӗ килӗшрӗ. Ытларах пӗлес килсен ҫак номерпе манпа ҫыхӑнма пултаратӑр». Ҫыннӑн интересне аталантарма хӑвӑн май пулмасан, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр «Пожалуйста, посети этого человека» (S-43) бланка тултарса ҫыр та хӑвӑрӑн пуху секретарьне пар.
12 Май килнӗ чухне ырӑ хыпар каланӑ вӑхӑта отчета кӗртмелле? Кун каҫипе май сиксе тухнӑ чухне темиҫе минут хушши кӑна ырӑ хыпар пӗлтерсен те вӑхӑтне ҫырса пыр. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх: ырӑ хыпар калама май килсен кашни хыпарҫӑ кунне пилӗк минут свидетельство парать пулсан, уйӑхра вара пӗтӗмпе 17 миллиона яхӑн сехет пулать!
13 Ятарласа ырӑ хыпар калама тухман чухне те свидетельство пама пире чи ырӑ туйӑмсем хавхалантараҫҫӗ — Турра тата ҫывӑх ҫынна юратни (Матф. 22:37—39). Эпир «Санӑн [е Иеговӑн] патшалӑхун чапӗ ҫинчен» калатпӑр, мӗншӗн тесен Унӑн лайӑх енӗсемшӗн тата Вӑл мӗн тума шухӑшласа хунисемшӗн пирӗн чӗре пархатарлӑхпа тулнӑ (Пс. 144:7, 10—12). Ҫывӑх ҫынсемпе ним япӑххи те пулса ан тухтӑр тесе чун-чӗререн тӑрӑшни пире пӗтес вӑхӑт ҫитиччен ырӑ хыпар каласа ҫӳреме хавхлантарать (Рим 10:13, 14). План туса хума тата хатӗрленме кӑштах вӑхӑт уйӑрсан, май килнӗ чухне пирӗнтен кашни ырӑ хыпар калама пултарать, вара эпир, тен, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынна чӑнлӑхпа паллаштарса савӑнӑҫ илӗпӗр.
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]
1. а) Май килнӗ чухне ырӑ хыпар каласси мӗне пӗлтерет? ӑ) Май килнӗ чухне ырӑ хыпар каланине пула сирӗнтен хӑшӗ чӑнлӑхпа паллашнӑ?
2. Май килнӗ чухне ырӑ хыпар каланӑ мӗнле тӗслӗхсем Библире пур?
3. Хӑюлӑх ҫитеймен чухне пире мӗн пулӑшма пултарать?
4. Мӗн ҫинчен асра тытни усӑллӑ тата мӗншӗн?
5. Май килнӗ чухне ырӑ хыпар калама пӗр вӑтанчӑк хӗрарӑм-тӑвана мӗн пулӑшать?
6. Май килнӗ чухне калаҫӑва мӗнле пуҫлама пулать?
7. Сӑнама пӗлни май килнӗ чухне ырӑ хыпар калама мӗнле пулӑшать?
8. Хамӑрӑн литературӑпа усӑ курса калаҫӑва мӗнле пуҫлама пулать?
9, 10. а) Ятарласа ырӑ хыпар сарма тухман чухне те свидетельство пама майсем мӗнле тупмалла? ӑ) Ҫак тӗлӗшрен эсӗ мӗн те пулин тӑватӑн-и?
11. Май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтернӗ ҫыннӑн интересне аталантарас тесе мӗн тумалла?
12. а) Май килнӗ чухне ырӑ хыпар каланӑ вӑхӑта мӗншӗн шута илсе ҫырса пымалла? ӑ) Май сиксе тухнӑ чухне ырӑ хыпар сарни мӗн парать? («Май килнӗ чухне ырӑ хыпар калани ӑнӑҫу парать!» рамкӑна пӑх).
13. Май килнӗ чухне ырӑ хыпар калама пире мӗн хавхалантарать?
[4-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ҫынсене тӗл пулсан вӑтанмасӑр калаҫу пуҫлама тӗллев ларт
[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Нумай хыпарҫӑ ятарласа ырӑ хыпар пӗлтерме тухман чухне те, тавҫӑруллӑ пулса, свидетельство пама майсем шыраса тупать
[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Калаҫӑва пуҫлама пулӑшакан канашсем
◼ Кӗлӗ туса хӑюлӑх ыйт
◼ Кам ниҫта та васкамасть тата камӑн калаҫма кӑмӑл пур, ҫавсем патне пыр
◼ Ҫынна куҫран пӑх, ӑшшӑн кулса ил тата сирӗншӗн иксӗрӗншӗн те мӗн интереслӗ пулма пултарать, ҫавӑн ҫинчен мӗн те пулин кала
◼ Тимлӗ итле
[6-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Май килнӗ чухне ырӑ хыпар калани ӑнӑҫу парать!
• Пӗр арҫын-тӑван юсав мастерскойӗнче хӑйӗн машинине юсаса пӗтерессе кӗтсе тӑнӑ чухне хӑй ҫывӑхӗнчи ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ тата пурне те, доклад итлеме чӗнсе, чӗнӳ хучӗсем парса хӑварнӑ. Пӗр ҫул иртсен конгресра палламан арҫын-тӑван ун патне пырса сывлӑх суннӑ. Ҫак тӑван ҫулталӑк каялла юсав мастерскойӗнче чӗнӳ хучӗсене илнисенчен пӗри пулнӑ иккен! Ҫав арҫын доклад итлеме кайнӑ тата Библи вӗренме пулӑшу ыйтнӑ, халӗ вара вӗсем арӑмӗпе иккӗшӗ те шыва кӗнӗ Иегова Свидетелӗсем.
• Пӗр хӗрарӑм-тӑванӑн виҫӗ ача тата унччен хӑй те ырӑ хыпара май сиксе тухсан каланине пула пӗлнӗ пулнӑ. Халӗ унӑн уйрӑм участок пур — ачасене пула тӗл пулакан ҫынсем. Вӗсен шутне кӳршӗсем, ача ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвне шкула килекенсем кӗреҫҫӗ. Кампа та пулин паллашнӑ чухне ҫак хӗрарӑм-тӑван кашнинчех ачасене тӗрӗс пӑхса ӳстерме ӑна Библи пулӑшать тесе уҫӑ кӑмӑлпа кӗскен асӑнса хӑварать те ун хыҫҫӑн урӑххи ҫинчен калаҫать. Кайран вара ӑна Библи ҫинчен калаҫма ҫӑмӑлтарах. Ҫапла майпа вӑл 12 ҫынна шыва кӗнӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑма пулӑшнӑ.
• Пӗр хӗрарӑм-тӑван патне страховани агенчӗ килнӗ. Ырӑ хыпар калама майлӑ вӑхӑт тупӑннипе усӑ курса, вӑл агентран сирӗн хӑвӑра яланах сывлӑхлӑ, телейлӗ пулма тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма страховани тӑвас килмест -и тесе ыйтнӑ? Тӑвас килет тесе хуравланӑ вӑл, вара мӗнле страховани пирки сӑмах пыни ҫинчен ыйтнӑ. Хӗрарӑм-тӑван ӑна Библи шантарса каланӑ сӑмахсене кӑтартнӑ тата хамӑрӑн публикацисенчен пӗрне панӑ. Ҫав публикацие вӑл пӗр каҫрах вуласа тухнӑ. Ҫав арҫын Библи вӗренме, пухусене ҫӳреме пуҫланӑ, каярахпа вара шыва кӗнӗ.
• Самолетра пӗр хӗрарӑм-тӑван юнашар ларакан хӗрарӑмпа сӑмах пуҫарса ӑна ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Кирлӗ ҫӗре ҫитсен, хӗрарӑм-тӑван ӑна хӑйӗн адресне, телефон номерне парса хӑварнӑ тата, ун патне тепре Свидетельсем килсен, Библи вӗренме пулӑшу ыйтма хавхалантарнӑ. Тепӗр куннех ҫак хӗрарӑм патне икӗ Свидетель килнӗ. Вӑл Библи вӗренме килӗшнӗ, кӗске вӑхӑт хушшинче ҫитӗнӳсем тунӑ, шыва кӗнӗ тата кӗҫех вӑл хӑй виҫӗ Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ.
• 100 ҫулхи пӗр арҫын-тӑван ваттисен ҫуртӗнче пурӑнать тата унӑн куҫӗ те курмасть. Вӑл час-часах: «Турӑ Патшалӑхӗ хӑвӑртрах килтӗрччӗ!» — тесе калать. Медсестрасем тата ҫав ҫуртра пурӑнакансем ӑна ыйтусем пани те пулкалать, ун чухне вара арҫын-тӑваншӑн Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа пама май тупӑнать. Пӗррехинче, унта ӗҫлекен пӗр хӗрарӑм унран пулас Райра мӗн тӑвас килет тесе ыйтнӑ. Арҫын-тӑван ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ каллех курма, утма пуҫлӑп, вара инвалид урапине ҫунтарса ярӑп». Хӑй суккӑр пулнӑран, ҫав хӗрарӑма вӑл журнал вуласа пама ыйтать. Арҫын-тӑвана курма хӗрӗ килсен, ҫак хӗрарӑм хӗрӗнчен журналсене киле илсе кайма юрать-и тесе ыйтнӑ. Пӗр медсестри арҫын-тӑванӑн хӗрне каланӑ: «Халӗ кунта пирӗн пурте: „Турӑ Патшалӑхӗ хӑвӑртрах килтӗрччӗ!“» — тесе калаҫҫӗ тенӗ.
• Кафере черетре тӑнӑ чухне пӗр хӗрарӑм-тӑван инҫех мар ларакан ватӑ арҫынсем политика ҫинчен калаҫнине илтнӗ. Вӗсенчен пӗри правительство пирӗн проблемӑсене татса параймасть тесе каланӑ. «Ҫак майлӑ вӑхӑтпа усӑ курас пулать» — тесе шухӑшланӑ хӗрарӑм-тӑван. Кӗскен хӑй ӑшӗнче кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн вӑл вӗсем патне пынӑ та, хӑйӗн ятне каланӑ хыҫҫӑн, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен — этемлӗхӗн пур проблемисене те татса пама пултаракан правительство ҫинчен — каласа панӑ. Хӗрарӑм-тӑванӑн хӑйӗнпе брошюра пулнӑ, ӑна вӗсене сӗннӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӳрех ун патне менеджер пырса тӑнӑ. Вӑл тухса кайма ыйтать пулӗ тесе шухӑшланӑ хӗрарӑм-тӑван, анчах та менеджер вӗсен калаҫӑвне илтни пирки тата унӑн та брошюра илес килни пирки каланӑ. Ҫавӑн пекех, ҫак калаҫӑва унта ӗҫлекен пӗр хӗрарӑм илтнӗ. Шывланнӑ куҫпа вӑл хӗрарӑм-тӑван патне пынӑ та унччен вӑл Библи вӗренни пирки тата халӗ каллех вӗренес кӑмӑл пурри пирки каланӑ.