ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ТУХНИ 19, 20
Вунӑ ӳкӗт пире мӗнле усӑ парать?
20:3—17
Христиансен Моисей саккунне тытса тӑмалла мар (Кл 2:13, 14). Ҫапах та Вунӑ ӳкӗт тата ытти саккунсем пире усӑ пама пултараҫҫӗ. Вӗсем пире:
Иегова хӑш-пӗр япаласем ҫине мӗнле пӑхнине курма пулӑшаҫҫӗ;
Иеговӑна юрас тесен пирӗн мӗн тумаллине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ;
хамӑра ыттисемпе мӗнле тытмаллине вӗрентеҫҫӗ.
Вунӑ ӳкӗтрен эсӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗн?