ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР | ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪЕ САВӐНСА ТӐВӐР
Тӑвансен пулӑшӑвне йышӑнӑр
Иегова пире хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем урлӑ пулӑшать (1Пт 5:9). Тӑвансем пулӑшнипе эпир тӗрлӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултаратпӑр. Сӑмахран, Павел апостолшӑн Акила, Прискилла, Сила, Тимофей тата ытти христиансем тӗрек пулнӑ (Ап ӗҫ 18:1—5).
Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӑвансем сана мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Пӗри хирӗҫ калани ҫине мӗн хуравламаллине ӑнлантарма пултарать. Тепри ҫынпа тепӗр хут тӗл пулсан мӗн каламаллине вӗрентме пултарать. Виҫҫӗмӗшӗ Библи вӗренӗвне мӗнле пуҫламалли пирки тата мӗнле ирттермелли пирки канашсем пама пултарать. Пӗр-пӗр ӑсталӑха аталантарма пухури хӑш тӑван пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх та унпа пӗрле ырӑ хыпар сарма калаҫса татӑл. Ҫапла пӗрле ӗҫлени сире иксӗре те усӑ тата савӑнӑҫ кӳрӗ (Фп 1:25).
«ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕС ӖҪРЕ САВӐНӐҪ ТУПӐР. ИЕГОВӐН ПУЛӐШӐВНЕ ЙЫШӐНӐР: ПИРӖН ТӐВАНЛӐХ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:
Нита Джейда тӗлпулусене ҫӳреме мӗнле хавхалантарнӑ?
Мӗншӗн ҫынпа Библи вӗренме тӗрлӗ хыпарҫӑсене чӗнмелле?
Ҫынна Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пӗтӗм пуху пулӑшать
Абигейлпа Джейда иккӗшне те мӗн килӗшнӗ?
Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эсӗ тӑвансенчен мӗне вӗренме пултаратӑн?