ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем усӑллӑ пулмалла
Иегова ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем пухӑвӑн ытти тӗлпулӑвӗсем пекех «пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума» хавхалантарччӑр тет (Евр 10:24, 25). Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулу 5—7 минут хушши пымалла. (Вӑл урӑх тӗлпулу хыҫҫӑнах пуҫланать пулсан, тата кӗскерех пулмалла.) Ҫав вӑхӑт хушшинче тӗлпулӑва ирттерекенӗн хыпарҫӑсене икшерӗн е ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пайлама, участоксене парса тухма тата кӗлтума ӗлкӗрмелле. Арҫын тӑванӑн хыпарҫӑсем тӗлпулура мӗн илтнипе тӳрех усӑ курма пултарччӑр тесе тӑрӑшмалла. Сӑмахран, шӑматкун иртекен тӗлпулӑва килекен тӑвансем хушшинче юлашки хут эрне каялла ырӑ хыпар сарнӑ тӑвансем нумай. Ҫавӑнпа калаҫӑва мӗнле пуҫламаллине сӳтсе явсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ирттерекен тата мӗн сӳтсе явма пултарать?
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрадӗнчи калаҫмалли майсем.
Анчахрах пулса иртнӗ событие е ҫӗнӗ хыпара асӑнса калаҫӑва мӗнле пуҫлама пулать.
Сирӗн вырӑнта пурӑнакан ҫынсем час-часах сире хирӗҫлесе мӗн калаҫҫӗ, ҫавӑн ҫине мӗнле хуравлама пулать.
Атеистпа, эволюцие ӗненекенпе, урӑх чӗлхепе калаҫаканпа е сирӗн вырӑнта анлӑ сарӑлман тӗне тытса тӑракан ҫынпа мӗнле калаҫма пулать.
jw.org сайтри, JW Library® приложенири е Библири функцисемпе мӗнле усӑ курма пулать.
Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсемпе мӗнле усӑ курма пулать.
Ырӑ хыпара тӗрлӗ майпа сарма, сӑмахран, ҫыру ҫырма, телефонпа е стендпа ырӑ хыпар сарма, ҫынпа тепӗр хут калаҫма е Библи вӗренӗвне ирттерме, мӗнле вӗренме пулать..
Ырӑ хыпар сарнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалли ҫинчен, тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ пулмалли ҫинчен, ҫынна мӗн интереслентернине шута илмелли ҫинчен, хисеплӗн калаҫмалли ҫинчен е урӑх ҫавӑн евӗрлӗ тема ҫинчен калаҫма пулать.
«Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер» брошюрӑри урок е видео.
Хӑвпа пӗрле ырӑ хыпар саракан тӑвана мӗнле хавхалантарма тата пулӑшма пулать.
Ырӑ хыпар сарассипе ҫыхӑннӑ сӑвӑ йӗрки е хавхалантаракан тӗслӗх.