ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Калаҫмалли майсемпе мӗнле усӑ курмалла?
Арҫын тӑвансем калаҫмалли майсене хатӗрленӗ чухне питӗ нумай вӑй хураҫҫӗ. Хыпарҫӑсем нумайӑшӗ ҫак калаҫмалли майсемпе усӑ курнӑ чухне вӗсем ӑнӑҫлӑ пулнине кураҫҫӗ. Паллах, кашни территори пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрать. Ҫавӑнпа хыпарҫӑсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне вырӑнти лару-тӑрӑва шута илсе калаҫӑва урӑхларах пуҫлама е урӑх тема ҫинчен калаҫма пултараҫҫӗ. Анчах та ятарлӑ кампани валли панӑ канашсемпе пирӗн усӑ курмалла. Пирӗн тӗллев — Иисус хушнӑ ӗҫе, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпар сарас ӗҫе, туса ҫитересси (Мф 24:14).
Вӗренмелли задани тунӑ чухне хыпарҫӑсен «Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрадӗнчи калаҫмалли майсенче илсе панӑ темӑна тӗпе хумалла. Анчах та (урӑх хушусем паман пулсан) вӗсем вырӑнти лару-тӑрӑва шута илсе ыйтӑва, сӑвӑ йӗркине, лару-тӑрӑва тата тепрехинче сӳтсе явмалли ыйтӑва улӑштарма пултараҫҫӗ. 2020 ҫулхи июнь уйӑхӗнче тухнӑ ӗҫ тетрадӗнчи 8-мӗш страницӑра илсе панӑ канашсене тытса тӑрас вырӑнне ҫак статьяри ҫӗнӗ канашсемпе усӑ курмалла.