ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Соломон хӑйне кӗҫӗне хурса чун-чӗререн кӗлтунӑ
Храма Турра халалланӑ чухне Соломон пӗтӗм халӑх умӗнче Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтунӑ (3Патш 8:22; w09-U 11/15 9 с., 9, 10 абз.).
Кӗлӗре Соломон хӑйӗн ҫине тимлеттермен, вӑл Иеговӑна мухтава кӑларнӑ (3Патш 8:23, 24).
Соломон хӑйне кӗҫӗне хурса кӗлтунӑ (3Патш 8:27; w99-U 1/15 17 с., 7, 8 абз.).
Соломон пирӗншӗн, уйрӑмах ыттисем умӗнче сасӑпа кӗлтӑвакансемшӗн, лайӑх тӗслӗх. Эпир пуринчен ытла пирӗн кӗлӗсем ҫынсен кӑмӑлне мар, Иеговӑн кӑмӑлне кайччӑр тетпӗр.