ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
Иегова паракан ӑслӑлӑхшӑн ӑна мухтава кӑлар
Иегова Соломона калама ҫук пысӑк ӑслӑлӑх панӑ (3Патш 10:1—3; w99-U 7/1 30 с., 6 абз.).
Иегова Соломона панӑ ӑслӑлӑха курса Савея ҫӗрӗн майра патши тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ (3Патш 10:4, 5; w99-U 11/1 20 с., 6 абз.).
Савея ҫӗрӗн майра патши Иеговӑна Соломона патшана лартнӑшӑн мухтанӑ (3Патш 10:6—9; w99-U 7/1 30 с., 7 абз.).
Ҫав майра патши пекех, эпир те Турӑ панӑ ӑслӑлӑха хакланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Пӗрремӗш май вӑл — Иисус мӗн вӗрентнипе пурнӑҫра усӑ курасси тата пӗтӗм вӑйран ун пек пулма тӑрӑшасси (Мф 12:42; 1Пт 2:21). Тепӗр май — ырӑ хыпар сарнӑ чухне ыттисене Туррӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен каласа парасси.