Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb23 июль 3 с.
  • Ырӑ хыпар сарас правӑна хӳтӗлетпӗр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ырӑ хыпар сарас правӑна хӳтӗлетпӗр
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Ҫавнашкал материал
  • Ыйтусен рамки
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
  • Йышӑнусем тунӑ чухне эсӗ Иегова ҫине шанатӑн-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • «Ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
mwb23 июль 3 с.
Ӳкерчӗксем: 1) Гэти тата Мэри Барнеттсем; 2) Коккинакис тӑван тата ыттисем ҫын прависене хӳтӗлекен Европа судӗнче; 3) Иегова Свидетелӗсем Ростов облаҫӗн судӗнче (Раҫҫей); 4) арҫын тӑвансем Кӑнтӑр Корейӑри Конституци сучӗн ҫурчӗ умӗнче.

Kokkinakis v. Greece: Droit réservé

Ҫӳлтен сулахай енчен пуҫласа сехет йӗппи куҫнӑ май пӑх: «Хӗвеланӑҫ Виргини штачӗн вӗренӳ министерствин уйрӑмӗ Барнеттсене хирӗҫ»; «Коккинакис Грецие хирӗҫ»; «„Таганрог“ ВТО тата ыттисем Раҫҫей Федерацине хирӗҫ»; «Ча тата ыттисем Кӑнтӑр Корейӑна хирӗҫ»

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас правӑна хӳтӗлетпӗр

Хирӗҫ тӑракансем израильтянсене храм туса лартас ӗҫе чарса лартма хӑтланнӑ. Анчах строительсем храм туса лартма право пуррине законлӑ майпа ҫирӗплетнӗ (Езд 5:11—16). Хальхи вӑхӑтра та христиансем ырӑ хыпара хӳтӗлеҫҫӗ тата ӑна сарассине законлӑ майпа ҫирӗплетеҫҫӗ (Фп 1:7). Ҫак тӗллевпе 1936 ҫулта пӗтӗм тӗнчери тӗп управленире юристсен уйрӑмне йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак уйрӑм пӗтӗм тӗнчипе Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне хӳтӗлесе тӑрать. Ҫак уйрӑм Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне туса тӑма мӗнле пулӑшать тата Турӑ халӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшать?

«ПӖТӖМ ТӖНЧЕРИ ТӖП УПРАВЛЕНИЙӖНЧИ ЮРИСТСЕН УЙРӐМӖПЕ ПАЛЛАШТАРНИ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Иегова Свидетелӗсен прависене мӗнле майпа пӑсаҫҫӗ?

  • Судра пирӗн мӗнле ҫӗнтерӳсем пулнӑ? Тӗслӗх илсе пар.

  • Ырӑ хыпара хӳтӗлеме тата ӑна сарассине законлӑ майпа ҫирӗплетме пулӑшас тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать?

  • Пирӗн правӑсене хӳтӗлесси ҫинчен калакан хыпарсене тата Турра ӗненнишӗн тӗрмере ларакан Иегова Свидетелӗсен списокне пирӗн сайтра ӑҫта тупма пулать?

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне влаҫра ларакан ҫын эсир закона пӑсатӑр тет пулсан, мӗн тумалла? Ҫакна тума манӑн право пур тесе тавлашса ан тӑр, вӑл мӗн тума ыйтнине ту. Енчен те полицейски ырӑ хыпара сарма чарать пулсан, мӗн тумалла? Май пулсан, ӑна хӑйӗн удостоверенине кӑтартма тата унӑн полици участокӗн номерне калама хисеплӗн ыйт. Ҫакӑн пек лару-тӑрусем сиксе тухсанах старейшинӑсене пӗлтер. Вӗсем филиалпа ҫыхӑнса малалла мӗн тумаллине ыйтса пӗлӗҫ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр