Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 июль 26—30 с.
  • «Ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • АТТЕПЕ АННЕН ТӖСЛӖХӖ
  • ПӖТӖМ ТӖНЧЕРИ ТӖП УПРАВЛЕНИРЕ ӖҪЛЕСЕ ТӐМА ПУҪЛАТӐП
  • ЮРИСТСЕН УЙРӐМӖНЧЕ ӖҪЛЕТӖП
  • ЫРӐ ХЫПАРА ХӲТӖЛЕМЕ ТАТА ӐНА САРАССИНЕ ЗАКОНЛӐ МАЙПА ҪИРӖПЛЕТМЕ ПУЛӐШАТӐП
  • ИЕГОВА, ТАВ САНА!
  • Ирӗклӗн пуҫҫапассишӗн кӗрешни
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Турӑ Патшалӑхне кӑна чунтан парӑннӑ
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Патшалӑх хыпарҫисем суда параҫҫӗ
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
  • Хам тума тивӗҫлине анчах турӑм
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 июль 26—30 с.
Филип Брамли.

БИОГРАФИ

«Ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи»

КАЛАСА ПАРАКАНӖ ФИЛИП БРАМЛИ

2010 ҪУЛХИ январӗн 28-мӗшӗнче эпӗ Францири илемлӗ хулара, Страсбургра, пултӑм. Анчах эпӗ унта турист пек кайман. Эпир ытти юристсемпе пӗрле ҫын прависене хӳтӗлекен Европа судӗнче Иегова Свидетелӗсен прависене хӳтӗлеме килнӗ. Судра питӗ пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ: Франци правительстви Иегова Свидетелӗсене питӗ пысӑк налог — 64 миллиона яхӑн евро — тӳлеме хушнӑ. Пирӗн вара вӗсем мӗн ыйтни законпа килӗшсе тӑманнине ҫирӗплетсе памалла пулнӑ. Анчах ҫакӑ чи пӗлтерӗшли пулман. Эпир судра ҫӗнтернӗ пулсан, Иеговӑн ячӗ мухтава тухӗччӗ, унӑн халӑхӗн ырӑ ячӗ упранса юлӗччӗ, унсӑр пуҫне, Францири Иегова Свидетелӗсем малалла та хӑйсен ӗҫ-хӗлне ирӗклӗн туса тӑма пултарӗччӗҫ. Ҫав кун судра мӗн пулса иртни «ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи» пулнине ҫирӗплетсе пачӗ (1 Пат. 17:47). Ҫакӑн ҫинчен тӗплӗнрех каласа парам-ха.

Ҫак ӗҫ 1999 ҫулта пуҫланнӑ. Ун чухне Франци правительстви Францири филиалӑн 1993 ҫултан пуҫласа 1996 ҫулччен ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе парса тӑракан укҫана илнӗшӗн налог тӳлемелле тесе каланӑ. Ҫав ӗҫе татса парас тесе эпир суда патӑмӑр, ӑна тӗрлӗ судра пӑхса тухрӗҫ, анчах та усси пулмарӗ. Эпир апелляци судне те выляса ярсан вара, Франци правительстви Францири филиалӑн счётӗнчен тӑватӑ миллион ҫурӑ ытла евро тытса юлнӑ. Ҫын прависене хӳтӗлекен Европа судне шанмалли кӑна юлнӑ пирӗн. Анчах та ҫав суд хушнипе пирӗн малтан Франци правительствин юрисчӗсемпе пӗрле тӗл пулса калаҫмалла пулнӑ. Ҫав тӗлпулура Европа сучӗн представителӗ те пулмалла пулнӑ. Ҫав тӗлпулу пире пирӗн ӗҫе судра пӑхса тухма пуҫличчен мирлешме май памалла пулнӑ.

Эпир ҫавӑн пекрех пулать пуль тесе шутласа илтӗмӗр: ӗҫе суда ҫитерес мар тесе ҫын прависене хӳтӗлекен Европа сучӗ пире Франци правительстви ыйтакан укҫан пайне тӳлеттересшӗн пулӗ. Анчах эпир ҫакна ӑнланаттӑмӑр: пӗр евро та пулин тӳлерӗмӗр пулсан, эпир Библири принципсене пӑснӑ пулӑттӑмӑр. Тӑвансем хӑйсен укҫине Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне тума пулӑшас тесе панӑ, ҫавӑнпа правительствӑн ҫав укҫана илме право пулман (Матф. 22:21). Ҫапах та, суд хунӑ йӗркене хисепленӗрен, эпир ҫав тӗлпулӑва каяс терӗмӗр.

Эпир арҫын тӑвансемпе ҫын прависене хӳтӗлекен Европа сучӗн ҫурчӗ умӗнче тӑратпӑр. 2010 ҫул

Эпир хитре конференц-залра пуҫтарӑнтӑмӑр. Ҫын прависене хӳтӗлекен Европа сучӗн представителӗ пирӗн Франци правительстви ыйтакан укҫан пайне тӳлеме тиветех тесе тӳрех каларӗ. Хамӑр кӗтмен ҫӗртенех эпир ҫапла каларӑмӑр: «Правительство пирӗн счётран тӑватӑ миллион ҫурӑ ытла евро тытса юлнӑ ӗнтӗ. Эсир ҫакӑн ҫинчен пӗлетӗр-и?»

Ҫакна илтсен суд представителӗ питӗ тӗлӗнчӗ. Франци правительствин юрисчӗсем правительство чӑнах та пирӗн укҫана тытса юлнине ҫирӗплетсе парсан, суд представителӗ пирӗн ӗҫ ҫине пачах урӑхла пӑхма пуҫларӗ. Вӑл вӗсене ятласа илчӗ те тӳрех тӗлпулӑва вӗҫлерӗ. Вара эпӗ Иегова пире судра ҫӗнтерме пулӑшас тесе ӗҫсене йӗркелесе пынине ӑнланса илтӗм. Суд ҫуртӗнчен эпир хавхалануллӑн тухрӑмӑр. Унта мӗн пулса иртни пире питӗ тӗлӗнтерчӗ.

2011 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗнче ҫын прависене хӳтӗлекен Европа сучӗ пӗр шухӑшлӑ пулса пирӗн майлӑ йышӑну тунӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, налога тӳлеттерни закона хирӗҫ пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Франци правительствине тытса юлнӑ укҫана тавӑрса пама тата процентсем тӳлеме хушнӑ. Ҫавӑн чухне тунӑ йышӑну Францире Турра тӗрӗс пуҫҫапассине халӗ те хӳтӗлет. Эпир кӗтмен ҫӗртен панӑ ыйту Голиаф пуҫне пырса тӑрӑннӑ чул пекех пулчӗ. Мӗншӗн эпир судра выляса илтӗмӗр? Мӗншӗн тесен, Давид каланӑ пекех, «ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи» (1 Пат. 17:45—47).

Ҫакӑ пӗртен-пӗр ҫӗнтерӳ пулман. Хӑватлӑ патшалӑхсем тата тӗн организацийӗсем хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах 70 ҫӗршыври аслӑ судсем тата пӗтӗм тӗнчери хӑш-пӗр судсем 1 225 ӗҫе Иегова Свидетелӗсем майлӑ татса панӑ. Ҫав ҫӗнтерӳсем пирӗн тӗп правӑсене хӳтӗлеҫҫӗ. Сӑмахран, пирӗн организацин регистраци пур, эпир ырӑ хыпар сарма пултаратпӑр, унсӑр пуҫне, патшалӑха чыслакан церимонисене хутшӑнмасӑр тӑма тата юн ямасӑр сипленме пирӗн право пур.

Эпӗ Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери тӗп управленинче, ӗҫлесе тӑратӑп. Европа судне вара эпӗ мӗнле лекнӗ-ши?

АТТЕПЕ АННЕН ТӖСЛӖХӖ

Манӑн аттепе анне, Джорджпа Люси́ль, Галаад шкулӗн 12-мӗш класӗнче вӗренсе тухнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсене Эфиопине янӑ. 1956 ҫулта эпӗ унта ҫуралнӑ та. Мана пӗрремӗш ӗмӗрти «ырӑ хыпар саракан Филипп» ячӗпе Фи́лип ят панӑ (Ап. ӗҫ. 21:8). 1957 ҫулта Эфиопи правительстви пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ. Эпӗ питӗ пӗчӗккӗ пулнӑ пулин те, эпир асӑрхануллӑн ырӑ хыпар сарнине тата тӗлпулусене вӑрттӑн ирттернине питӗ лайӑх астӑватӑп. Мана, ачана, ҫакӑ питӗ килӗшетчӗ. Шел пулин те, 1960 ҫулта влаҫсем пире ҫӗршывран тухса кайма хушрӗҫ.

Нейтан Норр (сулахай енче) Аддис-Абебӑра (Эфиопи) пирӗн патра хӑнара. 1959 ҫул

Пирӗн ҫемье Уи́чито хулине (АПШ, Канза́с штачӗ,) куҫса кайрӗ. Африкӑран куҫса кайма тивнӗ пулин те, аттепе анне миссионерсем пулнӑ чухнехи пекех хастарччӗ. Вӗсем мана, Джуди аппана тата Лесли шӑллӑма (вӗсем те Эфиопире ҫуралнӑ пулнӑ) Иеговӑна юратма тата уншӑн чун-чӗререн ӗҫлеме вӗрентетчӗҫ. Эпӗ 13-ре шыва кӗтӗм. Виҫӗ ҫул иртсен вара эпир хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна, Ареки́па хулине (Перу), куҫса кайрӑмӑр.

1974 ҫулта Перури филиал мана тата тӑватӑ арҫын тӑвана Анд тӑвӗсем ҫине ятарлӑ пионерсем пек ячӗ. Эпӗ ун чухне 18-та кӑначчӗ. Пире янӑ вырӑнта унччен нихӑҫан та никам та ырӑ хыпар сарман пулнӑ. Эпир ке́чуа тата аймара́ чӗлхисемпе калаҫакан ҫынсене ырӑ хыпар сараттӑмӑр. Пурӑнасса вара, куҫса ҫӳрекен ҫуртра пурӑнаттӑмӑр. Эпир ӑна «ковчег» теттӗмӗр, мӗншӗн тесен вӑл пысӑк ещӗк пек курӑнатчӗ. Мана ҫав вырӑнта пурӑнакан ҫынсене Иегова кӗҫех чухӑнлӑха, чир-чӗре тата вилӗме пӗтересси ҫинчен Библирен кӑтартма килӗшетчӗ (Ӳлӗм. 21:3, 4). Нумайӑшӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлатчӗҫ. Эпӗ ҫав вӑхӑтсене ӑшӑ туйӑмпа аса илетӗп.

Пирӗн урапаллӑ ҫурт шыв илнӗ ҫулпа пырать.

«Ковчег». 1974 ҫул

ПӖТӖМ ТӖНЧЕРИ ТӖП УПРАВЛЕНИРЕ ӖҪЛЕСЕ ТӐМА ПУҪЛАТӐП

1977 ҫулта Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан советӑн членӗ, А́льберт Шрёдер, Перуна килнӗ пулнӑ. Вӑл мана Вефильте ӗҫлеме заявлени ҫырма хавхалантарчӗ. Эпӗ ҫапла турӑм та. Кӑшт вӑхӑт иртсен, 1977 ҫулхи июнӗн 17-мӗшӗнче, эпӗ Бруклинри Вефильте ӗҫлеме пуҫларӑм. Тӑватӑ ҫул хушши эпӗ тирпей кӳрекен тата техобслуживани уйрӑмӗсенче ӗҫлерӗм.

Эпир пӗрлешнӗ кун. 1979 ҫул

1978 ҫулхи июнь уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Орлеанра (Луизиа́на штачӗ) пӗтӗм тӗнчери конгресс пулнӑ. Унта эпӗ Эли́забет Авалло́н хӗрарӑм тӑванпа паллашрӑм. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ, манӑн атте-анне пекех, Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫленӗ. Элизабет тӑватӑ ҫул хушши ӗнтӗ тулли пионер пулса ӗҫленӗ тата унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпех Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлес тӗллев пулнӑ. Пӗр-пӗрин ҫинчен ытларах пӗлсе пынӑ май эпир пӗр-пӗрне юратса пӑрахрӑмӑр. 1979 ҫулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче эпир пӗрлешрӗмӗр те Элизабет манпа пӗрле Вефильте ӗҫлеме пуҫларӗ.

Чи малтан эпир «Бруклин, Испанла» пухура ӗҫлесе тӑраттӑмӑр. Унти тӑвансем хӑйсен чӗрисене пирӗн валли яриех уҫрӗҫ. Кайран эпир тата виҫӗ пухура ӗҫлесе куртӑмӑр. Ҫав пухусенчи тӑвансем те пире юрататчӗҫ тата малалла та Вефильте ӗҫлесе тӑма хавхалантаратчӗҫ. Эпир вӗсене питӗ пархатарлӑ. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑрӑн ватӑлса кайнӑ атте-аннене пӑхма пулӑшакан туссене тата хурӑнташсене питӗ пархатарлӑ.

Филип тата Вефильте ӗҫлекен ытти тӑвансем Патшалӑх залӗнче.

«Бруклин, Испанла» пухура ӗҫлесе тӑракан Вефильти тӑвансем. 1986 ҫул

ЮРИСТСЕН УЙРӐМӖНЧЕ ӖҪЛЕТӖП

1982 ҫулхи январь уйӑхӗнче мана кӗтмен ҫӗртен юристсен уйрӑмне куҫарчӗҫ. Манӑн адвокат дипломӗ пултӑр тесе виҫӗ ҫул иртсен тӑвансем мана университета вӗренме кӗме ыйтрӗҫ. Вӗреннӗ чухне эпӗ интереслӗ япалана пӗлтӗм: Иегова Свидетелӗсем судсенче ҫӗнтернине пула Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тата ытти ҫӗршывсенче пурӑнакан ҫынсем халӗ нумай япалана ирӗклӗн тума пултараҫҫӗ. Вӗреннӗ чухне эпир Иегова Свидетелӗсем судсенче мӗнле ҫӗнтернине тӗплӗнрех пӑхса тухаттӑмӑр.

1986 ҫулта, эпӗ 30-та пулнӑ чухне, мана юристсен уйрӑмӗшӗн яваплӑ пулма лартрӗҫ. Эпӗ савӑнтӑм, мӗншӗн тесен тӑвансем мана, ҫамрӑк пулнине пӑхмасӑрах, ҫавӑн пек яваплӑ ӗҫ шанса пачӗҫ. Ҫапах та манӑн пӑшӑрханусем те пулчӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ ӗҫ ҫӑмӑл мар пулассине, манӑн вара опыт сахал пулнине ӑнланаттӑм.

1988 ҫулта эпӗ адвокат дипломне илтӗм. Анчах та университетра вӗренни хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине ҫав тери вӑйлӑ витӗм кӳрессе эпӗ шутламан та. Аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫын чапшӑн ҫунма тата хӑйне мӑнна хума пуҫлама пултарать. Телее, юнашар Элизабет пулчӗ. Вӑл мана Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма пулӑшакан ӗҫсене каллех майлаштарса яма пулӑшрӗ. Вара майӗпен хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпленчӗҫ. Эпӗ ҫакна ҫирӗппӗн калама пултаратӑп: пурнӑҫра чи кирли вӑл — нумай пӗлӳ илни мар. Чӑннипех те телейлӗ пулас тесен Иеговӑн тусӗ пулмалла, ӑна тата унӑн халӑхне чун-чӗререн юратмалла.

ЫРӐ ХЫПАРА ХӲТӖЛЕМЕ ТАТА ӐНА САРАССИНЕ ЗАКОНЛӐ МАЙПА ҪИРӖПЛЕТМЕ ПУЛӐШАТӐП

Университета вӗренсе пӗтерсен манӑн юристсен уйрӑмӗ тӑвакан ӗҫсене тума тата Иеговӑн организацийӗн прависене судсенче хӳтӗлеме ытларах вӑхӑт пулчӗ. Ҫав ӗҫ йывӑрччӗ, ҫав вӑхӑтрах интереслӗччӗ те, мӗншӗн тесен пирӗн организацинче улшӑнусем питӗ хӑвӑрт пулса иртетчӗҫ. Сӑмахран, нумай вӑхӑт хушши пирӗн организаци литературӑшӑн ҫынсенчен укҫа илетчӗ. Анчах та 1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче тӑвансем ҫапла тума пӑрахас тенӗ. Вара ҫавӑн пирки юристсемпе канашланӑ. Юристсем сӗннӗ пек туни хыпарҫӑсен пурнӑҫне тата Вефильти ӗҫе ҫӑмӑллатрӗ, унсӑр пуҫне, пире налогсемпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсенчен хӑтарчӗ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа Иегова Свидетелӗсем публикацисене тӳлевсӗр сӗнеҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем ҫапла шутлатчӗҫ: ҫынсенчен укҫа илмесен эпир нумай публикаци пичетлесе кӑлараймӑпӑр, ҫавна пула вара Иегова ҫинчен сахал ҫын кӑна пӗлме пултарӗ. Анчах та пачах урӑхла пулса тухрӗ. 1990 ҫултан пуҫласа Иегова Свидетелӗсен шучӗ икӗ хут ытла ӳсрӗ. Халӗ вара Библие ӑнлантарса паракан публикацисене кашни ҫын тӳлевсӗр илме пултарать. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май эпӗ организацире пулса иртнӗ ытти пӗлтерӗшлӗ событисене те куртӑм. Эпир шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура парса тӑракан хушусене итленипе тата Иегова пулӑшнипе кӑна ӑнӑҫлӑ пулма пултарнине эпӗ хам куҫпа куртӑм (Тух. 15:2; Матф. 24:45).

Эпир судсенче ҫӗнтерни адвокатсем хӑйсен ӗҫне лайӑх тунинчен ҫеҫ килет тесе калама ҫук. Час-часах судьясемпе ытти чиновниксем Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене мӗнле тытнине кура пирӗн майлӑ тӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, эпӗ ҫакна 1998 ҫулта куртӑм. Ун чухне Кубӑра иртекен ятарлӑ конгрессене Ертсе пыракан советри виҫӗ тӑван хӑйсен арӑмӗсемпе килнӗ пулнӑ. Унччен эпир Иегова Свидетелӗсем нейтралитет тытса тӑни пирки калаҫас тесе влаҫсемпе темиҫе хут та тӗл пулнӑ. Анчах та Ертсе пыракан советри тӑвансем хӑйсене ыррӑн тата хисеплӗн тытни влаҫсем ҫине эпир мӗн каланинчен те вӑйлӑрах витӗм кӳчӗ.

Ҫапах та ырӑ хыпара хӳтӗлес тесе тата «ӑна сарассине законлӑ майпа» ҫирӗплетес тесе хӑш-пӗр чухне суда пама тивет (Флп. 1:7). Сӑмахран, нумай ҫул хушши Европӑри хӑш-пӗр ҫӗршывсенчи тата Кӑнтӑр Корейӑри влаҫсем пирӗн тӑвансене альтернативлӑ граждан службине кайма ирӗк паман. Ҫавна пула Европӑри 18 000-е яхӑн арҫын тӑвана тата Кӑнтӑр Корейӑри 19 000 ытла арҫын тӑвана ҫара кайма килӗшменшӗн тӗрмене хупнӑ.

Телее, 2011 ҫулхи июлӗн 7-мӗшӗнче ҫын прависене хӳтӗлекен Европа сучӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ йышӑну тунӑ — «Баятян Армение хирӗҫ» ӗҫе пирӗн майлӑ татса панӑ. Ҫав йышӑну тӑрӑх, Европӑри пур ҫӗршывӑн та хӑйсен гражданӗсене альтернативлӑ граждан службине кайма ирӗк памалла. Каярахпа, 2018 ҫулхи июнӗн 28-мӗшӗнче, Кӑнтӑр Корейӑри Конституци сучӗ ҫавӑн пекрех йышӑну тунӑ. Пирӗн темиҫе ҫамрӑк тӑван нейтралитета пӑснӑ пулсан, ҫав ҫӗнтерӳсем пулма пултарайман пулӗччӗҫ.

Иеговӑна пуҫҫапас тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара сарас правӑна хӳтӗлес тесе тӗп управленири тата пӗтӗм тӗнчери филиалсенчи юристсен уйрӑмӗсем ырми-канми ӗҫлеҫҫӗ. Хӗсӗрленипе тӗл пулакан тӑвансене хӳтӗлесси пирӗншӗн пысӑк чыс. Эпир судра ҫӗнтеретпӗр-и, выляса яратпӑр-и, унта пӑхса тухакан кашни ӗҫ пуҫлӑхсемпе патшасене тата урӑх халӑх ҫыннисене ырӑ хыпара илтме май парать (Матф. 10:18). Судра усӑ куракан документсене Библири цитатӑсем кӗреҫҫӗ. Ҫавӑнпа судьясен, чиновниксен, журналистсен тата суд мӗнле пынипе интересленекен ытти ҫынсен ҫав цитатӑсене вулама тата итлеме тивет. Ҫавна пула тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем Иегова Свидетелӗсем камсем иккенне тата вӗсем мӗне ӗненни мӗн ҫинче никӗсленнине пӗлме пултараҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пирӗн тӑвансем пулса тӑраҫҫӗ.

ИЕГОВА, ТАВ САНА!

Эпӗ 40 ҫул ытла ӗнтӗ пӗтӗм тӗнчери филиалсенчи тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑратӑп. Манӑн нумай судра пулма тата пысӑк чиновниксемпе пӗрре кӑна мар калаҫма тӳр килчӗ. Тӗп управленире хампа пӗрле ӗҫлесе тӑракан тӑвансене тата ытти ҫӗршывсенчи юристсен уйрӑмӗсенчи тӑвансене эпӗ юрататӑп тата хаклатӑп. Эпӗ тулли те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнатӑп.

Филиппа Элизабет Брамлисем.

Эпир Элизабетпа пӗрлешнӗренпе 45 ҫул иртрӗ. Ҫав ҫулсем хушшинче — лайӑх вӑхӑтсенче те, начар вӑхӑтсенче те — вӑл мана чунтан парӑнса, юратса пулӑшса тӑчӗ. Йывӑр чире пула унӑн вӑйӗ чаксах пырать. Ҫавна пӑхмасӑрах вӑл мана ҫапла пулӑшса тӑни мана тӗлӗнтерет те, савӑнтарать те.

Эпир пултаруллӑ пулни вӑл чи пӗлтерӗшли мар, мӗншӗн тесен ҫӗнтерӳпе вӑй Иегова парать. Ку ҫапла пулнине эпир пӗрре анчах мар куртӑмӑр. Давид та: «Ҫӳлхуҫа — Хӑй халӑхӗн тӗрекӗ», — тесе каланӑ (Пс. 27:8). «Ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи» тени чӑнах та питӗ тӗрӗс.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр