БИОГРАФИ
Хам тума тивӗҫлине анчах турӑм
ДОНАЛЬД Ридли вӑтӑр ҫул ытла судсенче Иегова Свидетелӗсен интересӗсене хӳтӗленӗ. Вӑл пациентсен юн ямасӑр сипленме право пуррине ҫирӗплетсе парас тесе нумай тунӑ. Вӑл пулӑшнипе Иегова Свидетелӗсем Америкӑри тӗрлӗ штатсенчи аслӑ судсенче нумай хутчен выляса илнӗ. Дон, ҫапла ӑна туссем чӗннӗ, ӗҫчен, сӑпайлӑ пулнӑ тата хӑйне шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшнӑ.
2019 ҫулта Дон сайра-хутра ҫеҫ тӗл пулакан тӳрленми чирпе чирленине пӗлнӗ. Ҫак чир хӑвӑрт аталанса пынӑ, вара вӑл 2019 ҫулхи августӑн 16-мӗшӗнче вилсе кайнӑ. Дон хӑйӗн ҫинчен акӑ мӗн каласа панӑ.
Эпӗ 1954 ҫулта Сент-Пол хулинче (АПШ, Миннесота штачӗ) католиксен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пирӗн ҫемье пуянах марччӗ. Эпӗ иккӗмӗш ача пулнӑ, пурӗ эпир пиллӗкӗн ӳснӗ. Ача чухне эпӗ католиксен шкулне ҫӳреттӗм тата чиркӳре кӗлӗ вӑхӑтӗнче священника пулӑшса тӑраттӑм. Ҫапах та эпӗ Библие пӗлсех кайман. Пурне те тӑвакан Турӑ пуррине эпӗ ӗненеттӗм, анчах та католиксен чиркӗвӗ мана чӑн Турра пуҫҫапма пулӑшмасть тесе шутлаттӑм.
БИБЛИ ВӖРЕНМЕ ПУҪЛАТӐП
Эпӗ юриста вӗренме кӗтӗм. Пӗрремӗш курсра вӗреннӗ чухне ман пата Иегова Свидетелӗсем килчӗҫ. Эпӗ ун чухне япала ҫӑваттӑм, вара вӗсем эпир тепрехинче килетпӗр терӗҫ. Вӗсем тепре килсессӗн эпӗ вӗсене икӗ ыйту патӑм: «Мӗншӗн япӑх ҫынсен ӗҫӗсем ӑнса пыраҫҫӗ?» тата «Телейлӗ пулас тесен мӗн тумалла?» Вӗсем мана «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан чӑнлӑх» кӗнекене тата симӗс хуплашкаллӑ Библие — «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» — пачӗҫ. Эпӗ Библи вӗренме килӗшрӗм, ҫакӑ вара ман куҫа уҫрӗ. Ҫӗр ҫинче Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырассине пӗлсен эпӗ питӗ савӑнтӑм, мӗншӗн тесен эпӗ ҫынсем ертсе пыни ним лайӑххи патне те илсе ҫитерменнине тата ӑна пула ҫак тӗнче хӗн-хурпа, асаппа тата тӗрӗсмарлӑхпа тулнине уҫҫӑн кураттӑмччӗ.
1982 ҫулта эпӗ хама Иеговӑна халалларӑм. Каярахпа вара, ҫав ҫултах, «Патшалӑх чӑнлӑхӗ» текен конгресра шыва кӗтӗм. Конгресс Сент-Пол хулинчи пӗр пысӑк центрта иртнӗччӗ. Тепӗр эрнерен ҫав центртах эпӗ экзамен тытрӑм. Октябрь пуҫламӑшӗнче мана эпӗ экзамена лайӑх тытни пирки тата халӗ адвокат пулса ӗҫлеме пултарни пирки пӗлтерчӗҫ.
Ҫав конгресра эпӗ Бруклинри Вефильте ӗҫлекен Майк Ричардсон тӑванпа паллашрӑм. Вӑл мана тӗп управленире юристсен уйрӑмне йӗркеленӗ терӗ. Ун чухне эпӗ Апостолсен ӗҫӗсем 8:36-мӗшӗнче ҫырнӑ Эфиоп ҫыннин сӑмахӗсене аса илтӗм те хамран ҫапла ыйтрӑм: «Юристсен уйрӑмӗнче ӗҫлеме мана мӗн чарать?» Вара Вефильте ӗҫлеме заявлени ҫырса патӑм.
Эпӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑни аттепе аннене килӗшмерӗ. Атте манран: «Вефильте ӗҫлесе эсӗ нумай ӗҫлесе илӗн-и?» — тесе ыйтрӗ. Эпӗ ӑна Вефильте укҫа тӑвассишӗн ӗҫлеместӗп тесе ӑнлантартӑм тата уйӑхра эпӗ ытти вефилецсем пекех 75 доллар илсе тӑрӑп тесе каларӑм.
Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ман пӗр вӑхӑт судра ӗҫлемелеччӗ, ҫавӑнпа эпӗ тӳрех Вефиле каяймарӑм. Вӑхӑт иртсен, 1984 ҫулта, эпӗ Бруклинри (Нью-Йорк) Вефильте юристсен уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Унччен судра ӗҫлесе опыт пухни маншӑн питӗ лайӑх пулчӗ.
СТЭНЛИ ТЕАТРА ЮСАСА ҪӖНЕТНИ
Стэнли театра туяннӑ чухне вӑл ҫапла пулнӑ
1983 ҫулта ноябрь уйӑхӗнче пирӗн организаци Джерси-Сити хулинчи (Нью-Джерси штачӗ) Стэнли театра туянчӗ. Тӑвансем электропроводпа водопровода юсама вырӑнти пуҫлӑхсенчен ирӗк ыйтнӑ тата ҫав театрта Иегова Свидетелӗсен конгресӗсене ирттересшӗн пулни пирки пӗлтернӗ. Анчах пӗр йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Хулана ӗҫлемелли районсем ҫине тата пурӑнмалли районсем ҫине пайланӑ пулнӑ. Вырӑнти саккун тӑрӑх, Турра пуҫҫапмалли ҫуртсем ҫынсем пурӑнакан районсенче ҫеҫ ларма пултарнӑ. Стэнли театр вара ӗҫлемелли районта вырнаҫнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа влаҫсем ӑна юсаса ҫӗнетме ирӗк паман. Тӑвансем ҫакӑн пирки апелляци панӑ, анчах та усси пулман.
Вара пирӗн тӑвансем ҫак ӗҫ пирки Федераллӑ округ судне иск панӑ. Ҫак ӗҫсем эпӗ Вефильте пӗрремӗш эрне ӗҫленӗ чухне пулса тухрӗҫ. Унччен икӗ ҫул Сент-Пол хулинчи Федераллӑ округ судӗнче ӗҫленӗ пирки манӑн ҫавӑн евӗрлӗ ӗҫсенче опыт пурччӗ. Пирӗн адвокатсенчен пӗри ҫакӑн пек аргумент илсе кӑтартрӗ: Стэнли театрта унччен тӗрлӗ мероприятисем ирттернӗ — кино кӑтартнинчен пуҫласа рок-концертсем таранах. Апла мӗншӗн-ха унта Турра пуҫҫапмалли тӗлпулусене ирттерме юрамасть? Ҫак ӗҫе пӑхса тухса суд Джерси-Ситири влаҫсем тӗне тытса тӑрас ирӗклӗхе пӑснӑ тесе йышӑну тунӑ. Суд пирӗн хамӑр мӗн ыйтнине пурнӑҫлама ирӗк пур тесе йышӑнчӗ. Ун чухне эпӗ Патшалӑх ӗҫӗ сарӑлтӑр тесе Иегова хӑйӗн организацине судсенче ҫӗнтерме пулӑшнине пӗрремӗш хут куртӑм. Организацине пулӑшма май пулнишӗн эпӗ питӗ савӑнтӑм.
Тӑвансем театрта пӗтӗмпех ҫӗнетсе пӗтериччен ҫулталӑк та иртмерӗ. Вара 1985 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче Джерси-Ситири Конгресс залӗнче Галаад шкулне 79-мӗш класс вӗренсе пӗтернӗ ятпа тӗлпулу ирттернӗ. Ытти юристсемпе пӗрле Патшалӑх интересӗсене хӳтӗленӗшӗн эпӗ питӗ савӑнтӑм. Вефильте ӗҫлеме пуҫличчен судри ҫӗнтерӳсем те мана ҫавӑн пек хытӑ савӑнтарман. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӳтӗлеме малалла та манпа усӑ курасса эпӗ шутламан та.
ЮН ЯМАСӐР СИПЛЕНМЕЛЛИ ПРАВӐНА ХӲТӖЛЕТПӖР
1980 ҫулсенче час-часах тухтӑрсемпе больницӑсем ҫула ҫитнӗ Свидетельсене юн ямасӑр сиплеме килӗшмен. Уйрӑмах ҫие юлнӑ хӗрарӑм тӑвансене ҫӑмӑл мар пулнӑ, мӗншӗн тесен судьясем вӗсен юн ямасӑр сипленме право ҫук тесе шутланӑ. Судьясем каланӑ тӑрӑх, амӑшне юн ямасан ача амӑшӗсӗр тӑрса юлма пултарать.
1988 ҫулхи декабрӗн 29-мӗшӗнче Дениз Николо тӑванӑн ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн нумай юн кайнӑ. Пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑран сиплекен тухтӑр ӑна юн яма хистенӗ. Николо тӑван килӗшмен. Тепӗр ирхине больница Николо тӑвана юн яма ирӗк илес тесе суда панӑ, мӗншӗн тесен тухтӑрсем юн ямасӑр сиплеме май ҫук тесе шутланӑ. Судра ҫав ӗҫе Николо хӗрарӑм тӑвансӑр тата унӑн упашкисӗр пӑхса тухнӑ тата юн яма больницӑна ирӗк пани ҫинчен те вӗсене пӗлтермен.
Декабрӗн 30-мӗшӗнче, эрнекун, упӑшкипе тӑванӗсем килӗшменнине пӑхмасӑрах Николо тӑвана юн янӑ. Каярахпа вара ҫав кунах Николо тӑванӑн темиҫе хурӑнташне тата пӗр е икӗ старейшинӑна арестленӗ. Ҫав тӑвансене вӗсем тухтӑрсене Николо кравачӗ патне пыма чӑрмантарнӑ, ӑна юн яртарасшӑн пулман тесе айӑпланӑ. Тепӗр кунне ҫав арестсем пирки Нью-Йоркра тата ун таврашӗнче хаҫатсенче, телевизорпа тата радиопа пӗлтернӗ.
Филип Брамли тӑванпа пӗрле
Тунтикун ирхине эпӗ суд председателӗпе, Милтон Молленпа, тӗл пултӑм. Эпӗ ӑна Николо тӑванӑн ӗҫӗ пирки каласа патӑм тата ҫак ӗҫе Николо тӑвансӑрах пӑхса тухса юн яма ирӗк панӑ тесе палӑртрӑм. Моллен судья ҫак ӗҫ ҫинчен тата унпа ҫыхӑннӑ саккунсем ҫинчен калаҫма каярахпа кӗрсе тухма ыйтрӗ. Каҫхине эпӗ судья патне хамӑн надзирательпе, Филип Брамли тӑванпа, кайрӑм. Судья больницӑн адвокатне те чӗннӗ пулнӑ. Эпир хӗрсе кайсах калаҫрӑмӑр. Ҫавӑн пек калаҫнӑ вӑхӑтра Брамли тӑван мана хӑйӗн блокнотне кӑтартрӗ, унта «кӑшт лӑплан-ха» тесе ҫырнӑччӗ. Ҫак канаш питӗ вырӑнлӑ пулчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ больница адвокачӗ тӗрӗс мар каланине ҫине тӑрсах кӑтартса парасшӑнччӗ.
Сулахайран сылтӑмалла: Ричард Моук, Грегори Олдз, Пол Полидоро, Филип Брамли, эпӗ тата Марио Морен адвокатсем «Хурал Башни Обществи Страттон поселокне хирӗҫ» текен ӗҫе Пӗрлешӳллӗ Штатри Аслӑ судра пӑхса тухнӑ чухне (2003 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» [выр.] журнала пӑхӑр)
Сехете яхӑн иртсен Моллен судья ыран ирхине сирӗн ӗҫе чи малтан пӑхса тухӗҫ терӗ. Эпир тухса кайнӑ чухне вӑл пире тата ҫапла каларӗ: «Ыран больница адвокачӗн тар юхтарсах ӗҫлеме тивет». Ҫакӑнпа вӑл больницӑна хӑйне тӳрре кӑларма йывӑр пулать тесе каласшӑн пулнӑ. Мана Иегова эсир выляса илеетӗр тесе каланӑ пек туйӑнчӗ. Иегова пирӗн урлӑ хӑйӗн ирӗкне мӗнле пурнӑҫлани мана питӗ тӗлӗнтерчӗ.
Эпир суд валли сӗм ҫӗрлечченех хатӗрленсе лартӑмӑр. Суд ҫурчӗ Бруклинри Вефильтен инҫех марччӗ, ҫавӑнпа юристсен уйрӑмӗнчи тӑвансем пурте тенӗ пекех килчӗҫ. Тӑватӑ судья пире итлесе пӗтерсен судӑн больницӑна юн яма ирӗк памалла пулман тесе йышӑнчӗҫ. Суд ӗҫе Николо тӑван майлӑ татса пачӗ тата пациентсӑрах ӗҫе пӑхса тухса юн яма ирӗк пани этемӗн тӗп прависене пӑсни пулать терӗ.
Кӑшт вӑхӑт иртсен Нью-Йорк штатӗнчи Аслӑ суд Николо тӑванӑн юн ямасӑр сипленме право пуррине ҫирӗплетрӗ. Тӗрлӗ штатсенчи аслӑ судсенче юн янипе ҫыхӑннӑ тӑватӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ, Николо тӑванӑн ӗҫӗ вара вӗсенчен пӗри пулчӗ. («Штатсенчи аслӑ судсенче ҫӗнтерни» рамкӑна пӑхӑр.) Ҫак ӗҫре хутшӑнма май пулнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнтӑм. Унсӑр пуҫне, эпӗ Вефильти ытти юристсемпе пӗрле опекӑпа, мӑшӑрсем уйрӑлнипе, ҫавӑн пекех ҫӗрпе тата куҫман пурлӑхпа усӑ курнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хутшӑнаттӑм.
ҪЕМЬЕЛЛӖ ПУРНӐҪ
Арӑмпа пӗрле
Пӗррехинче эпӗ Дон ятлӑ уйрӑлнӑ хӗрарӑм тӑванпа паллашрӑм. Вӑл виҫӗ ача пӑхса ӳстеретчӗ, ҫав вӑхӑтрах пионер пулса та ӗҫлетчӗ. Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман пулсан та, вӑл Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ. Ҫакӑ ман чӗрене пырса тиврӗ. 1992 ҫулта Нью-Йоркра иртнӗ «Ҫутӑ саракансем» ятлӑ область конгресӗнче эпӗ Дона пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашма сӗнтӗм. Ҫулталӑкран вара эпир мӑшӑрлантӑмӑр. Иеговӑна пӗрремӗш вырӑна хуракан тата савӑнӑҫлӑ, пурнӑҫа юратакан арӑм — Иегова панӑ чӑн-чӑн парне. Эпир мӑшӑрланнӑранпах Дон мана яланах ырӑ туса савӑнтарать (Ытар. 31:12).
Эпир мӑшӑрланнӑ чухне ачасем 11-те, 13-ре тата 16-раччӗ. Вӗсемшӗн лайӑх атте пулас килетчӗ, ҫавӑнпа эпӗ пирӗн литературӑра тӑван мар ашшӗ-амӑшӗсем валли ҫырнӑ канашсене вулаттӑм тата вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшаттӑм. Паллах, йывӑрлӑхсемсӗр пулмарӗ, анчах та вӑхӑт иртсен ачасем мана йышӑнчӗҫ, эпӗ вӗсемшӗн шанчӑклӑ тус тата юратакан атте пулса тӑтӑм. Ачасен тусӗсемшӗн пирӗн алӑк яланах уҫӑччӗ, час-часах пӳрт тулли ҫамрӑк пухӑнатчӗ, ҫавӑнпа килте шавлӑччӗ. Пире нихӑҫан та кичем пулман.
2013 ҫулта эпир пирӗн ватӑлнӑ атте-аннесене пӑхма Висконсин штатне куҫса килтӗмӗр. Тӗлӗнмелле те, эпӗ малалла та Вефиле пулӑшма пултартӑм: вӑхӑтран вӑхӑта юристсен уйрӑмӗнче доброволец пулса ӗҫлерӗм.
ЛАРУ-ТӐРУ УЛШӐНАТЬ
2018 ҫулта сентябрь уйӑхӗнче эпӗ час-часах ӳсӗрме пуҫланине асӑрхарӑм. Эпӗ тухтӑр патне кайса килтӗм, анчах та вӑл диагноз лартаймарӗ. Каярахпа тепӗр тухтӑр мана невропатолог патне кайса килме сӗнчӗ. 2019 ҫулта январь уйӑхӗнче невропатолог эпӗ сайра-хутра тӗл пулакан чирпе чирлетӗп пулмалла терӗ тата вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫак чир пӗтӗм кӗлетке ҫине витӗм кӳрӗ терӗ.
Виҫӗ кунран эпӗ конькипе ярӑннӑ чухне сылтӑм ал сыппине хуҫрӑм. Эпӗ пурнӑҫ тӑршшӗпе конькипе ярӑннӑ, анчах та кун пекки нихӑҫан та пулман. Вара ман ал-ура хама итлеме пӑрахма пуҫланине ӑнлантӑм. Чир ҫакӑн пек хӑвӑрт аталанасса эпӗ кӗтмен те: калаҫма, хускалма тата ҫӑтма мана йывӑртарах та йывӑртарах пулса пычӗ.
Юристсен уйрӑмӗнче ӗҫлесе Иеговӑн организацине пулӑшма пултарнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Эпӗ тухтӑрсем, юристсем тата судьясем вулакан журналсем валли нумай статья ҫыртӑм. Унсӑр пуҫне, эпӗ Иегова Свидетелӗсен юн ямасӑр сипленмелли правине хӳтӗлесе тӗрлӗ ҫӗршывсенче лекцисем вуларӑм. Ҫав-ҫавах хам пирки Лука 17:10-мӗшӗнче каланӑ пек ҫеҫ калама пултаратӑп: «Эпӗ ниме юрӑхсӑр чура ҫеҫ, эпӗ хам тума тивӗҫлине анчах турӑм».