Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ijwyp 83 статья
  • Илӗртӳсене хирӗҫ тӑма мӗн пулӑшӗ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Илӗртӳсене хирӗҫ тӑма мӗн пулӑшӗ?
  • Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Санӑн мӗн пӗлмелле?
  • Эсӗ мӗн тума пултаратӑн?
  • Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен сыхӑ тӑрӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Эсир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене ҫӗнтерме пултаратӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Иисуса илӗртнинчен мӗн пӗлме пулать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • «Хӑвӑн ӑстӑнна ан шан»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2011)
Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем
ijwyp 83 статья
Яш ача илӗртӳсемпе кӗрешет: вӑл пӗр-пӗрне килӗштерекен хӗрпе каччӑна, икӗ ҫамрӑк телефонра тем пӑхнине тата иртсе каякан пӗр хӗре курать

ҪАМРӐКСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ

Илӗртӳсене хирӗҫ тӑма мӗн пулӑшӗ?

Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Тӗрӗссине тӑвас тенӗ чухне хамра усаллине тӑвас туртӑм пуррине куратӑп» (Рим 7:21). Санӑн хӑҫан та пулин ҫакӑн пек туйӑмсем пулнӑ-и? Ҫапла пулсан, ҫак статья сана илӗртӳсене хирӗҫ тӑма пулӑшӗ тата тӗрӗс маррине тӑвасран сыхлӗ.

  • Санӑн мӗн пӗлмелле?

  • Эсӗ мӗн тума пултаратӑн?

  • Тантӑшусем мӗн калаҫҫӗ?

Санӑн мӗн пӗлмелле?

Пире илӗртӳ хыҫҫӑн кайма час-часах ыттисем хистеҫҫӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ Библире «япӑх ҫынсемпе хутшӑнни нравственность тӗлӗшӗнчен пӑсса ярать» тесе ҫырнӑ (1 Коринф 15:33, сноска). Эпир кампа хутшӑнни, мӗн пӑхни, мӗн итлени тата мӗн вулани пирӗн ҫине витӗм кӳрет. Ҫаксем пурте пирӗнте тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм ҫуратма пултараҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем ыттисем хыҫҫӑн кайса япӑх ӗҫ тума та пултараҫҫӗ (Тухни 23:2).

«Ҫынсен кӑмӑлне юрас тесе тата вӗсем сана йышӑнччӑр тесе ҫӑмӑлланах вӗсем тӑвакан ӗҫсене тума пулать» (Джереми).

Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: ыттисем мӗн шутлани пирки ытлашши пӑшӑрханакан ҫынна мӗншӗн илӗртӗве хирӗҫ тӑма йывӑр пулма пултарать? (Ытарӑшсем 29:25).

Пӗтӗмлетӳ. Нравственность нормисем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхма пуҫлас мар тесен тантӑшусене хӑв ҫине витӗм кӳме ан пар.

Эсӗ мӗн тума пултаратӑн?

Хӑв мӗне ӗненнине лайӑхрах ӑнланма тӑрӑш. Хамӑр мӗне ӗненнине лайӑх ӑнланмасан ыттисен аллинче марионетка пек пулма пултаратпӑр. Библири ҫак канаша тытса тӑни вара лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ: «Пӗтӗмпех тӗрӗслӗр; мӗн ырӑ, ҫавна туса тӑрӑр» (1 Фессалоника 5:21). Хӑв мӗне ӗненнине лайӑх ӑнланатӑн пулсан, сана хӑв ӗненнипе килӗшӳллӗн пурӑнма тата илӗртӗве хирӗҫ тӑма ҫӑмӑлтарах пулӗ.

Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: Туррӑн нравственность нормисене тытса тӑни хӑвна усӑ панине эсӗ мӗншӗн ӗненетӗн?

«Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: хам мӗне ӗненнине ҫирӗп тытса тӑрсан тата илӗртӳ хыҫҫӑн каймасан, ыттисем мана ытларах хисеплеҫҫӗ» (Кимберли).

Библири тӗслӗх: Даниил. Турра итлеме ҫирӗп шут тытнӑ чухне Даниил яш ача пулнӑ пулас (Даниил 1:8).

Яш ачан урисемпе аллисене ҫипсемпе ҫыхнӑ, вӑл, марионетка пек, ыттисем хӑйне мӗн тутарнине тӑвать

Хамӑр мӗне ӗненнине лайӑх ӑнланмасан ыттисен аллинче марионетка пек пулма пултаратпӑр

Хӑвӑн мӗнле ҫитменлӗхсем пуррине пӗл. Библире «яшлӑх ҫулӗсенче пулакан кӑмӑл-туртӑм» ҫинчен каланӑ (2 Тимофей 2:22). Вӑл питӗ вӑйлӑ пулма пултарать. Кунта ар ҫыхӑнӑвне кӗрес кӑмӑл-туртӑм ҫинчен кӑна сӑмах пымасть. Яшлӑх ҫулӗсенче пулакан кӑмӑл-туртӑм шутне ыттисен кӑмӑлне каяс килни тата хӑв хатӗр мар пулнӑ ҫӗртенех аҫу-аннӳрен уйрӑм пурӑнасшӑн пулни, хӑв тӗллӗн йышӑнусем тӑвасшӑн пулни кӗрет.

Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: Библире «кашнийӗ хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнӑ, илӗртнӗ чухне тӗрӗсленет» тенӗ (Иаков 1:14). Сана мӗнле кӑмӑл-туртӑм ытларах илӗртет?

«Хӑвна хӑв улталамасӑр ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: мӗнле илӗртӳсене хирӗҫ тӑма сана уйрӑмах йывӑр? Унтан вӗсемпе мӗнле кӗрешмелли ҫинчен тӗпче, усӑ курас тенӗ шухӑшсене ҫырса хур. Вара тепрехинче, ҫав илӗртӳ сиксе тухсан, эсӗ ун хыҫҫӑн каяс мар тесен мӗн тумаллине пӗлӗн» (Сильвия).

Библири тӗслӗх: Давид. Хӑш-пӗр чухне Давид ыттисем хистенӗ пек тунӑ тата хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн кайнӑ. Анчах Давид хӑйӗн йӑнӑшӗсенчен вӗреннӗ тата вӗсене тепре тӑвас мар тесе тӑрӑшнӑ. Давид Иеговӑна ҫапла кӗлтунӑ: «Ман ӑшӑма таса чӗре туса хур, ӑшӑмри сывлӑша ҫӗнетсе ҫирӗп ту» (Псалом 50:12).

Хӑвӑн пурнӑҫупа хӑв хуҫа пул. Библире ҫапла каланӑ: «Усала хӑвна ҫӗнтерме ан пар» (Рим 12:21). Урӑхла каласан, илӗртӳ хыҫҫӑн каяс-и, каяс мар-и — эсӗ хӑв шутласа хуратӑн.

Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: тӗрӗс маррине тӑвас килсе кайсан, эсӗ мӗнле майпа лару-тӑрӑва алла илме пултаратӑн?

«Эпӗ илӗртӳ хыҫҫӑн кайсан, хама мӗнле туйма пултарасси ҫинчен шухӑшлатӑп. Хама лайӑхрах туйӑп-и? Ҫапла та пуль, анчах та самантлӑха ҫеҫ. Вӑхӑт иртсен вара мӗн пулӗ? Эпӗ хама питӗ япӑх туйӑп. Илӗртӳ хыҫҫӑн каймалла-и вара? Паллах, ҫук!» (София).

Библири тӗслӗх: Павел. Хӑш чухне Павел апостолӑн тӗрӗс маррине тӑвас кӑмӑл пулнӑ пулин те, вӑл хӑйӗн кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайман. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ хамӑн кӗлеткене чаратӑп, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп» (1 Коринф 9:27).

Пӗтӗмлетӳ. Пурнӑҫ вӑл ҫул пек, эсӗ вара руль умӗнче ларатӑн. Ҫавӑнпа илӗртӳсенчен пӑрӑнса каймалла-и е ҫук, эсӗ хӑв суйласа илетӗн.

Ан ман: илӗртӳсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ. «Хама аслӑ классенче илӗртнӗ япаласем халӗ мана пачах та илӗртмеҫҫӗ, — тет 20 ҫулхи Мелисса. — Эпӗ халӗ тӗл пулакан илӗртӳсемпе те ҫаплах пулӗ. Илӗртӳ хыҫҫӑн каймасан эпӗ кайран нимӗншӗн те ӳкӗнмӗп, ҫакӑн пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп».

Тантӑшусем мӗн калаҫҫӗ?

Оливия

«Хама мӗнле тытасси пирки маларах шутласа хурсан, мана илӗртӗве хирӗҫ тӑма тата тӗрӗссине тума ҫӑмӑлтарах. Сӑмахран, эпӗ мӗн те пулин тумастӑп тесе йышӑну турӑм пулсан, манӑн кӑмӑл ҫирӗп: эпӗ хамӑн шухӑша улӑштармастӑп тата ыттисене те хам ҫине витӗм кӳме памастӑп» (Оливия).

Джаред

«Ҫамрӑксене вечеринкӑсене кайма хистеҫҫӗ тата унта мӗн тӑваҫҫӗ, ҫавна тума, сӑмахран, эрех ӗҫме, наркотиксемпе иртӗхме, ар ҫыхӑнӑвне кӗме, хӗтӗртеҫҫӗ. Мана атте-аннепе ҫакӑн ҫинчен уҫҫӑн калаҫни пулӑшать. Тата эпӗ ялан мӗн те пулин усӑллине тума тӑрӑшатӑп, вара манӑн кирлӗ мар ӗҫсем валли вӑхӑт та юлмасть» (Джаред).

Мэйен

«Хушӑран илӗртӳсене хирӗҫ тӑма питӗ йывӑр. Мӗншӗн тесен хӑш-пӗр ӗҫсенче ыттисем ним япӑххине те курмаҫҫӗ, мана вара ҫак ӗҫсем сиен кӳме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне. Хама тӗрӗс тытас тесен манӑн хам мӗне ӗненнине лайӑх ӑнланмалла — ҫакна тума вара вӑхӑт кирлӗ» (Мэйен).

Джулиан

«Илӗртӳсем сиксе тухсассӑн, хамӑра хамӑр улталамалла мар. Интернетра хӑш-хӑш сайтра ирсӗр япаласем пулма пултарасси пирки шухӑшласа пӑхмалла. Кӗтмен ҫӗртен намӑссӑр япаласем куҫ умне лексен мӗн тумаллине маларах шутласа хумалла. Илӗртӳсем хыҫҫӑн каяс мар тесен пире план кирлӗ» (Джулиан).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр