Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ijwbv 47 статья
  • Ытарӑшсем 22:6. «Ачана тӗрӗс ҫул ҫине тӑрат»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ытарӑшсем 22:6. «Ачана тӗрӗс ҫул ҫине тӑрат»
  • Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пани
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Ытарӑшсем 22:6-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?
  • Ытарӑшсем 22:6-мӗш сӑвӑ йӗркин контексчӗ
  • Ачасене мӗнле вӗрентсе ӳстермелле?
    Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
  • Ытарӑшсем 16:3. «Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана шанса пар»
    Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пани
  • Ачӑра мӗн пӗчӗкренех вӗрентӗр
    Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
  • Ытарӑшсем 3:5, 6. «Хӑвӑн ӑс-тӑнна ан шан»
    Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пани
Ытларах пӗлӗр
Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пани
ijwbv 47 статья

БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕНЕ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ

Ытарӑшсем 22:6. «Ачана тӗрӗс ҫул ҫине тӑрат»

«Ачана тӗрӗс ҫул ҫине тӑрат, вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ» (Ытарӑшсем 22:6, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).

«Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент, вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ» (Ытарӑшсем 22:6, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

Ытарӑшсем 22:6-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

Енчен те ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Турра юратма тата унӑн законӗсене хаклама вӗрентеҫҫӗ пулсан, ҫакӑ ачасен пӗтӗм пурнӑҫӗ ҫине лайӑх витӗм кӳрӗ.

«Ачана тӗрӗс ҫул ҫине тӑрат». Ҫак сӑмахсене ҫапла та куҫарма пулать: «Ҫамрӑка каймалли ҫулӗ ҫине тӑрат». Ытарӑшсен кӗнеки ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ачисене мӗн пӗчӗкренех мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине вӗрентме хавхалантарса тӑрать (Ытарӑшсем 19:18; 22:15; 29:15). Ҫав вӑхӑтрах юратакан ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисен, аслисен пекех, суйласа илме ирӗк пуррине йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем ачисене мӗн тумаллине каласа тӑрас вырӑнне вӗсене шухӑшлама вӗрентеҫҫӗ. Ҫавна пула ачасем хӑйсем тӗллӗн йышӑнусем тума тата хӑйсем тунӑ йышӑнусемшӗн явап тытма вӗренеҫҫӗ (Саккуна астутарни 6:6, 7; Колоссӑ 3:21).

Хӑш-пӗр библеистсем каланӑ тӑрӑх, ҫак сӑмахсем «ачана унӑн кӑмӑл-туртӑмне шута илсе вӗрент» тенине пӗлтереҫҫӗ. Ҫакӑн пек куҫарни тӗрӗс пек туйӑнма пултарать. Анчах та авалхи еврей чӗлхинчен «тӗрӗс ҫул» тесе куҫарнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ тӳрӗ пурнӑҫпа пурӑннине пӗлтерет. Ытарӑшсен кӗнекинче икӗ ҫул кӑна пур тенӗ, хӑш ҫулпа каймаллине вара ҫын хӑй суйласа илет. Пӗрремӗш ҫул пирки «ыррисенӗн ҫулӗ», «ӑслӑлӑх ҫулӗ», «тӳрӗ ҫул» тесе каланӑ (Ытарӑшсем 2:20; 4:11; 23:19). Иккӗмӗш ҫул пирки вара «усал ҫынсен ҫулӗ», «ырӑ мар ҫул» тенӗ (Ытарӑшсем 4:14; 16:29). Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачине «тӗрӗс ҫул» ҫине тӑратмалла, урӑхла каласан, ӑна Турӑ Сӑмахӗпе, Библипе, килӗшӳллӗн пурӑнма вӗрентмелле (Псалом 118:105).

«Вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ». Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Туррӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнма вӗрентеҫҫӗ пулсан, ытларах чухне ачасем пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпех тӗрӗс ҫулпа пыраҫҫӗ. Анчах ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачине лайӑх вӗрентсе пӑхса ӳстерсен те, ҫакӑ ача тӗрӗс ҫултан нихӑҫан та пӑрӑнманнине тата Туррӑн законӗсене нихӑҫан та пӑсманнине пӗлтермест. Сӑмахран, ача вӑхӑта япӑх ҫынсемпе ирттерет пулсан, вӑл «тӳрӗ ҫула пӑрахса» усал ӗҫсем тума пуҫлама пултарать (Ытарӑшсем 2:12—17; 1 Коринф 15:33). Кирек мӗнле пулсан та, ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсене телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма май уҫса параҫҫӗ (Ытарӑшсем 2:1, 11).

Ытарӑшсем 22:6-мӗш сӑвӑ йӗркин контексчӗ

Ытарӑшсен кӗнекинчи 22-мӗш сыпӑкра тӗрлӗ лару-тӑрура пулӑшма пултаракан кӗске шухӑшсем ҫырса хунӑ, вӗсенче Туррӑн ӑслӑлӑхӗ курӑнать. Хӑш-пӗр шухӑшсем Иеговаa умӗнче ырӑ ятлӑ пулни питӗ кирлӗ пулнине кӑтартаҫҫӗ, ырӑ ят илес тесен мӗн тумаллине те ӑнлантарса параҫҫӗ: ҫыннӑн хӑйне кӗҫӗне хумалла, уҫӑ кӑмӑллӑ тата ӗҫчен пулмалла (Ытарӑшсем 22:1, 4, 9, 29). Тепӗр шухӑшсем вара кам Туррӑн нормисене пӑсать тата чухӑнсене хӗсӗрлет, ҫавсене Турӑ наказанисӗр хӑварманнине кӑтартса параҫҫӗ (Ытарӑшсем 22:8, 16, 22—27).

Ытарӑшсен кӗнекинчи 22-мӗш сыпӑкри сӑвӑ йӗркисенчен ытларахӑшӗ ачасене вӗрентсе ӳстернипе ҫыхӑнман. Анчах ҫак сӑвӑ йӗркисем Турӑ пире ырлатӑр тесен тата чӑн-чӑн телей тупас тесен мӗнле пурӑнмаллине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ (Ытарӑшсем 22:17—19). Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене ҫакӑн пек пурнӑҫпа пурӑнма вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсен ачисене телей суннине кӑтартаҫҫӗ (Эфес 6:1—3).

Ытарӑшсен кӗнекинчи 22-мӗш сыпӑка вуланӑ чухне пур сноскӑна та, ҫак сыпӑкпа ҫыхӑннӑ ытти сӑвӑ йӗркисене те вулӑр.

Ытарӑшсен кӗнекипе паллаштаракан ҫак кӗске видеона пӑхӑр.

a Иегова — Туррӑн ячӗ (Псалом 83:18, ҪТ).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр