Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
Пӗлтерӳ
Ҫӗнӗ чӗлхесем: Betsimisaraka (Northern), Betsimisaraka (Southern), Konkomba, Matses, Mi'kmaq
  • Паян

Юнкун, октябрӗн 22-мӗшӗ

Ӗҫсемсӗр... [ӗненӳ] вилӗпе пӗрех (Иак. 2:17).

Иаков ҫырнӑ тӑрӑх, ҫын ӗненетӗп теме пултарать, анчах та ӗҫӗсем пачах урӑххине кӑтартса пама пултараҫҫӗ (Иак. 2:1—5, 9). Иаков тепӗр ҫын пирки те калать. Ҫав ҫын «тӑвансенчен камӑн та пулин тӑхӑнмалли, кун каҫмалӑх ҫимелли» ҫуккине курать пулин те, вӗсене нимӗнпе те пулӑшмасть. Вӑл ӗненетӗп тет, ӗҫсемпе вара ҫавна кӑтартса памасть. Ҫавӑнпа та унӑн ӗненӗвӗнчен усси ҫук (Иак. 2:14—16). Ӗненӗве ӗҫсемпе ҫирӗплетсе памаллине кӑтартас тесе Иаков Раав ҫинчен каласа панӑ (Иак. 2:25, 26). Ҫав хӗрарӑм Иегова ҫинчен илтнӗ те вӑл израильтянсене пулӑшса тӑнине ӑнланса илнӗ (Иис. Н. 2:9—11). Раав ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартнӑ: вӑл Израильтен килнӗ икӗ разведчика ҫӑлӑнса юлма пулӑшнӑ. Ҫав израильтянка пулман ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пирки те, Авраам пекех, тӳрӗ тенӗ. Раав тӗслӗхӗнчен эпир ҫакна вӗренетпӗр: ӗненнине ӗҫсемпе ҫирӗплетсе памалла. w23.12 5 с., 12, 13 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Кӗҫнерникун, октябрӗн 23-мӗшӗ

Ӗненӳре тымар ярӑр, унӑн ҫирӗп никӗсӗ ҫинче тӑрӑр (Эф. 3:17).

Эпир, христиансем, Библири тӗп вӗрентӳсене пӗлнипе ҫеҫ ҫырлахмастпӑр. Эпир «Турӑ ӑслӑлӑхӗн тарӑнӑшне те» ӑнланасшӑн. Ӑна ӑнланма вара святой сывлӑш пулӑшать (1 Кор. 2:9, 10). Эсир пӗр-пӗр интереслӗ темӑна суйласа илсе ӑна тӗплӗнрех тӗпчеме пултаратӑр. Ҫапла туни сире Иеговӑпа ҫывӑхлатӗ. Сӑмахран, Иегова ӗлӗк-авал хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратнине мӗнле кӑтартнине тӗпчӗр тата ҫакӑ Иегова хӑвӑра та юратнине мӗнле ҫирӗплетсе панине курма тӑрӑшӑр. Е Иегова израильтянсене хӑйне мӗнле пуҫҫапма хушнине тата халӗ христиансенчен мӗн кӗтнине танлаштарса пӑхӑр. Унсӑр пуҫне, Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ун ҫинче мӗнле пророкла каланисем пурнӑҫланнине тӗпчеме пулать. Тарӑнрах тӗпчеме питӗ интереслӗ. Эсир «Индекс публикаций Сторожевой башни» е «Иегова Свидетелӗсен тӗпчеме пулӑшакан публикацийӗ» хатӗрсемпе усӑ курма пултаратӑр. Библие тарӑн тӗпчени «Турра пӗлме» тата ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшать (Ытар. 2:4, 5). w23.10 18—19 с., 3—5 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Эрнекун, октябрӗн 24-мӗшӗ

Пуринчен ытла пӗр-пӗрне хытӑ юратӑр, мӗншӗн тесен юрату нумай ҫылӑха каҫарать (1 Пётр 4:8).

«Хытӑ» тени, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑснине», «сарнине» пӗлтерет. Сӑвӑ йӗркин иккӗмӗш пайӗнче ҫавӑн пек юрату мӗн панине ҫырса панӑ: вӑл тӑвансен ҫылӑхӗсене каҫарать, е, сноскӑра каланӑ тӑрӑх, «хуплать». Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: эпир юратӑва тӑсӑлакан пусма татӑкне илнӗ пекех икӗ алӑпа илетпӗр те ӑна май килнӗ таран хытӑрах тӑсатпӑр. Ҫакна эпир пӗр-ик ҫылӑха кӑна мар, «нумай ҫылӑха» хупличчен тӑватпӑр. Пусма татӑкӗпе вараланнӑ вырӑна хупласа хума пулать, юрату вара ыттисен йӑнӑшӗсене тата ҫитменлӗхӗсене хупласа хума, е каҫарма, пултарать. Тӑвансене хытӑ юратни пире, йывӑр пулсан та, вӗсен йӑнӑшӗсене каҫарма хавхалантармалла (Кол. 3:13). Ыттисене каҫарма пӗлетпӗр пулсан вара эпир вӗсене хытӑ юратнине тата Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулнине кӑтартатпӑр. w23.11 10—11 с., 13—15 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр