Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
Пӗлтерӳ
Ҫӗнӗ чӗлхесем: Betsimisaraka (Northern), Betsimisaraka (Southern), Konkomba, Matses, Mi'kmaq
  • Паян

Эрнекун, октябрӗн 24-мӗшӗ

Пуринчен ытла пӗр-пӗрне хытӑ юратӑр, мӗншӗн тесен юрату нумай ҫылӑха каҫарать (1 Пётр 4:8).

«Хытӑ» тени, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑснине», «сарнине» пӗлтерет. Сӑвӑ йӗркин иккӗмӗш пайӗнче ҫавӑн пек юрату мӗн панине ҫырса панӑ: вӑл тӑвансен ҫылӑхӗсене каҫарать, е, сноскӑра каланӑ тӑрӑх, «хуплать». Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: эпир юратӑва тӑсӑлакан пусма татӑкне илнӗ пекех икӗ алӑпа илетпӗр те ӑна май килнӗ таран хытӑрах тӑсатпӑр. Ҫакна эпир пӗр-ик ҫылӑха кӑна мар, «нумай ҫылӑха» хупличчен тӑватпӑр. Пусма татӑкӗпе вараланнӑ вырӑна хупласа хума пулать, юрату вара ыттисен йӑнӑшӗсене тата ҫитменлӗхӗсене хупласа хума, е каҫарма, пултарать. Тӑвансене хытӑ юратни пире, йывӑр пулсан та, вӗсен йӑнӑшӗсене каҫарма хавхалантармалла (Кол. 3:13). Ыттисене каҫарма пӗлетпӗр пулсан вара эпир вӗсене хытӑ юратнине тата Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулнине кӑтартатпӑр. w23.11 10—11 с., 13—15 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Шӑматкун, октябрӗн 25-мӗшӗ

Шафан кӗнекене патша умӗнче вуласа панӑ (2 Ҫул. 34:18).

Иосия патша 26-ра пулнӑ чухне храм юсама пуҫланӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтра «Моисей урлӑ панӑ Ҫӳлхуҫа саккунӗн кӗнекине тупнӑ». Патша законра мӗн ҫырнине илтсен унта каланӑ пек тума пуҫланӑ (2 Ҫул. 34:14, 19—21). Эсир те Библие тӑтӑшах вуласшӑн-и? Енчен те эсир ӑна кашни кун вулатӑр пулсан, сире ҫавна тума килӗшет-и? Эсир шӑп хӑвӑра пулӑшакан сӑвӑ йӗркисене пухса пыратӑр-и? Иосия 39 ҫулсенче пулнӑ чухне йӑнӑш туса хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатнӑ. Вӑл Иеговӑран канаш ыйтас вырӑнне хӑй тӑвас тенӗ пек тунӑ (2 Ҫул. 35:20—25). Ҫакӑнтан эпир пӗр питӗ кирлӗ япалана вӗренетпӗр. Эпир кирек миҫе ҫулта пулсан та, Библие нумай ҫул вӗренсен те яланах Иегова мӗн каланине шута илмелле. Акӑ мӗншӗн тӑтӑшах Иеговӑран канаш ыйтмалла, унӑн Сӑмахне тӗпчемелле тата опытлӑ христиансемпе канашламалла. Вара эпир пысӑк йӑнӑшсем тумӑпӑр пулӗ тата телейлӗ пулӑпӑр (Иак. 1:25). w23.09 12 с., 15, 16 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025

Вырсарникун, октябрӗн 26-мӗшӗ

Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ тӑрать, хӑйсене кӗҫӗне хуракансене вара виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартать (Иак. 4:6).

Библире Иеговӑна юратнӑ тата уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ нумай хӗрарӑм ҫинчен ҫырнӑ. Ҫав хӗрарӑмсем пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлнӗ тата шанчӑклӑ пулнӑ (1 Тим. 3:11). Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем вӗсенчен тата хӑйсен пухӑвӗнчи чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христианкӑсенчен тӗслӗх илме пултараҫҫӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем, эсир лайӑх тӗслӗх кӑтартакан хӗрарӑм тӑвансене пӗлетӗр-и? Вӗсен мӗнле лайӑх енсем пур? Ҫав лайӑх енсене аталантарас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин хӑйне кӗҫӗне хурать. Хӑйне кӗҫӗне хуракан хӗрарӑм тӑванӑн Иеговӑпа та, ыттисемпе те хутшӑнусем лайӑх. Сӑмахран, Иеговӑна юратакан хӗрарӑм хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ кама пуҫ пулма лартнӑ, ҫавсене пӑхӑнса тӑрать (1 Кор. 11:3). Ҫак принципа вӑл пухура та, ҫемьере те хӑйне кӗҫӗне хурса тытса тӑрать. w23.12 19 с., 3—5 абз.

Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2025
Ырӑ сунса кӗтетпӗр!
Ҫакӑ Иегова Свидетелӗсем тӗрлӗ чӗлхепе кӑларнӑ публикацисене тӗпчемелли онлайн библиотека.
Публикацисене уҫласа илмешкӗн jw.org сайта кӗрӗр.
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр