Никам та икӗ хуҫашӑн ӗҫлесе тӑма пултараймасть
«Никам та харӑсах икӗ хуҫа тарҫи пулаймасть... Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр» (МАТФ. 6:24, ҪХ).
1—3. а) Укҫа-тенкӗ ҫитменнипе нумай ҫемье мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать тата хӑш-пӗрисем вӗсене мӗнле татса пама тӑрӑшаҫҫӗ? ӑ) Ача-пӑчана пӑхса ӳстерес тӗлӗшрен мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?
«МАНӐН упӑшка, Джеймс, кашни кун ӗҫрен ӗшенсе таврӑнатчӗ, унӑн укҫи вара пурӑнма аран-аран ҫитсе пыратчӗ,— каласа парать Мэрилинa.— Манӑн унӑн пурнӑҫне ҫӑмӑллатас килетчӗ тата Джимми ывӑлӑмӑрӑн, унпа пӗр класра вӗренекеннисем пекех, хӑш-пӗр япаласем пулччӑр тесе ӑна вӗсене илсе парас кӑмӑл пурччӗ». Мэрилин тӑван-хурӑнташӗсене те пулӑшасшӑн, кӑштах укҫа та пухасшӑн пулнӑ. Унӑн тусӗсенчен нумайӑшӗ укҫа ӗҫлесе илме ытти ҫӗршывсене кайнӑ. Анчах та вӑл вӗсем пекех куҫса каясси ҫинчен шутлама пуҫласан, иккӗленме тытӑннӑ. Мӗншӗн?
2 Юратнӑ ҫемйинчен аякра пурӑнасси мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшлани ӑна кулянтарнӑ. Иеговӑна пӗрле пуҫҫапасси вӗсен ҫемйи пурнӑҫӗн пайӗ пулнӑ. Вӑл аякка кайсан, вӗсем ҫавна малалла мӗнле туса тӑрӗҫ-ши? Ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫапла шухӑшланӑ: ыттисем те ҫемйисенчен аякра пурӑнаҫҫӗ-ҫке, ҫав-ҫавах вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахман пек туйӑнать. Анчах ӑна Джиммие аякран мӗнле пӑхса пурӑнасси пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл ывӑлне Интернет урлӑ «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса» ӳстерме пултарӗ-ши? (Эф. 6:4.)
3 Мэрилин мӗн тумаллине пӗлес тесе канаш ыйтнӑ. Упӑшки ӑна ярасшӑн пулман, ҫав-ҫавах каясшӑн пулсан, тытса чарса тӑмӑп тенӗ. Старейшинӑсемпе пухури хӑш-пӗр тӑвансем ӑна чикӗ леш енне кайма сӗнмен, анчах та хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансем ҫапла ӑна ӳкӗтленӗ: «Ҫемйӳне юрататӑн пулсан, эсӗ каятӑнах. Иеговӑшӑн эсӗ унта та ӗҫлеме пултаратӑн». Иккӗленнине пӑхмасӑрах, Мэрилин Джеймспа Джиммие чуптуса сывпуллашнӑ та тепӗр ҫӗршыва укҫа ӗҫлесе илме кайнӑ. «Эпӗ кӗҫех таврӑнӑп»,— тесе сӑмах панӑ вӑл.
ҪЕМЬЕРИ ТИВӖҪСЕМ ТАТА БИБЛИ ПРИНЦИПӖСЕМ
4. Мӗншӗн нумайӑшӗ урӑх ҫӗре куҫса каять тата вӗсен ачисене час-часах камсен пӑхма тивет?
4 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чухӑн пурӑнтарасшӑн мар тата урӑх ҫӗршыва куҫса каясси вӑл — чухӑнлӑхран хӑтӑлмалли чи авалхи майсенчен пӗри (Пс. 36:25; Ытар. 30:8). Сӑмахран, Иаков выҫса вилес мар тесе ывӑлӗсене Египета апат илме янӑb (Пулт. 42:1, 2). Анчах та хальхи вӑхӑтра хӑйсен ҫемйисенчен аякра пурӑнакансенчен нумайӑшӗ ҫакна выҫӑ ларнӑран тумасть. Пӗрисем, тен, парӑма кӗрсе пӗтнӗ. Теприсем — хӑйсен ҫемйин пурнӑҫ шайне ӳстересшӗн. Экономика хавшанӑ чухне хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртес тесе нумайӑшӗ урӑх хулана е ҫӗршыва куҫса каять те унта, ҫемйисенчен аякра, пурӑнать. Вӗсем хӑйсен ачисене час-часах мӑшӑрне, аслӑ ачисене, аслашшӗ-асламӑшӗсемпе кукашшӗ-кукамӑшӗсене, ытти хурӑнташӗсене е тусӗсене пӑхма парса хӑвараҫҫӗ. Упӑшкинчен е арӑмӗнчен, ҫавӑн пекех ачисенчен аякра пурӑнни хурлантарать пулин те, куҫса каякансем нумайӑшӗ урӑх нимле май та тӑрса юлмарӗ тесе шутлаҫҫӗ.
5, 6. а) Телейпе канӑҫлӑх пирки Иисус мӗн вӗрентнӗ? ӑ) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн ҫинчен кӗлтума вӗрентнӗ? б) Иегова пире мӗнле пиллет?
5 Иисус вӑхӑтӗнче те чухӑнсем нумай пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем, тен, укҫа нумайрах пулнӑ пулсан лайӑхрах та телейлӗрех пурӑннӑ пулӑттӑмӑр тесе шутланӑ пуль (Марк 14:7). Анчах та Иисус ҫынсене урӑххи ҫине шантарасшӑн пулнӑ. Вӑл вӗсене иксӗлми пуянлӑх Паракана — Иеговӑна — шанса пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Иисус Ту ҫинче каланӑ проповедьре чӑннипех телейлӗ пуласси тата канӑҫлӑ пурӑнасси пурлӑхран е эпир вӑй хунинчен килмест, ҫӳлти Аттепе туслӑ пулнинчен килет тесе ӑнлантарнӑ.
6 Хӑйӗн кӑтартуллӑ кӗллинче Иисус ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнасси ҫинчен мар, куллен мӗн кирли ҫинчен, «паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр» пирки кӗлтума вӗрентнӗ. Вӑл тӳррӗн каланӑ: «Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пурлӑх ан пухӑр... эсир хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр» (Матф. 6:9, 11, 19, 20). Иегова пире хӑй сӑмах панӑ пек пиллессе шанма пултаратпӑр. Турӑ пире пилленӗ чухне вӑл пире ырлать кӑна мар, пирӗн пурӑнмалӑх мӗн кирли пурте пултӑр тесе те тӑрӑшать. Тӗрӗссипе каласан, чӑннипе телейлӗ те канӑҫлӑ пулмалли пӗртен-пӗр май вӑл — укҫана мар, хамӑр Аттене шанса пурӑнни. (Матфей 6:24, 25, 31—34 вуласа пар.)
7. а) Ачисене пӑхса ӳстерес тивӗҫе Иегова кама шанса панӑ? ӑ) Мӗншӗн ашшӗпе амӑшӗн иккӗшӗн те ачисене пӗрле пӑхса ӳстермелле?
7 «Пуринчен малтан... Унӑн тӳрӗлӗхне ӑнтӑлса шырӑр» (ҪХ) тени шутне ҫемьери тивӗҫсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхмалла тени те кӗрет. Сӑмахран, Моисей саккунӗнче ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ачисене Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма вӗрентмелле тенӗ. Иеговӑна юрас текен христиансен те ҫакна туса тӑмалла. (Саккуна астутарни 6:6, 7 вуласа пар.) Турӑ ҫак тивӗҫе аслашшӗ-асламӑшӗпе кукашшӗ-кукамӑшне мар е кама та пулин урӑххине те мар, ашшӗ-амӑшне шанса панӑ. Соломон патша каланӑ: «Эй ывӑлӑм, аҫу ӳкӗтленине тӑнла, аннӳ вӗрентсе каланине ан хирӗҫле» (Ытар. 1:8). Иегова ҫемьери ҫынсене пӗрле пурӑнччӑр, ҫапла вара ашшӗпе амӑшӗ ачисене вӗрентме тата ӑс пама пултарччӑр тет (Ытар. 31:10, 27, 28). Ачисем ашшӗ-амӑшӗ Иегова ҫинчен калаҫнине тата кашни кун уншӑн мӗнле ӗҫлесе тӑнине курса тӑраҫҫӗ пулсан, вӗсем те ҫавна тума вӗренсе пырӗҫ.
КӖТМЕН ЙЫВӐРЛӐХСЕМ
8, 9. а) Ашшӗ-амӑшӗсенчен пӗри ҫемьерен аякра пурӑннӑ чухне час-часах мӗнле улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗпе ачисем пӗрле пурӑнманни ҫемьене мӗнле сиен кӳрет?
8 Урӑх ҫӗршыва куҫса каяс текенсем ҫакӑ мӗнле йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пултарни ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та сахалӑшӗ кӑна ҫемьерен аякра пурӑнни мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине ӑнланса илме пултаратьc (Ытар. 22:3). Куҫса кайнӑ хыҫҫӑнах Мэрилин тӑванӗсенчен аякра пулнишӗн питӗ хытӑ тунсӑхлама пуҫланӑ. Упӑшкипе ывӑлӗ те хурланнӑ. Пӗчӗк Джимми пӗр вӗҫӗмсӗр унран ыйтнӑ: «Мӗншӗн эсӗ мана хӑвартӑн?» Мэрилин темиҫе уйӑхлӑха кӑна каятӑп тесе шутланӑ, анчах та ҫакӑ темиҫе ҫуллӑха тӑсӑлсан вӑл хӑйӗн ҫемйинче пӑлхантаракан улшӑнусене асӑрханӑ. Джимми унпа сахалрах та сахалрах калаҫнӑ, ӑна хӑйӗн туйӑмӗсене каласа парасшӑнах пулман. Мэрилин хурланса аса илет: «Вӑл мана юратма пӑрахрӗ».
9 Ашшӗ-амӑшӗпе ачисем пӗрле пурӑнман чухне ҫакӑ вӗсен чунне амантма тата вӗсене пӑсса яма пултаратьd. Мӗн чухлӗ ачасем пӗчӗкрех, мӗн чухлӗ нумай вӑхӑт хушши вӗсем ашшӗ-амӑшӗнчен аякра пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах сиен пулӗ. Мэрилин Джиммие ҫаксене пурне те саншӑн тӑватӑп тесе каланӑ. Анчах та Джиммишӗн амӑшӗ ӑна пӑрахнӑ пек туйӑннӑ. Амӑшӗ пӗрле пулманни малтан Джиммие килӗшмен. Каярахпа, амӑшӗ курма килсен, вӑл килни ӑна килӗшмен. Ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнман ачасем пекех, Джимми хӑйне амӑшӗн юраттарма та, итлеттерме те ирӗк ҫук тесе шутланӑ. (Ытарӑшсем 29:15 вуласа пар.)
10. а) Пӗрле пулас вырӑнне ашшӗ е амӑшӗ парнесем парса тӑни ачисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать? ӑ) Мӗншӗн аякра пурӑнса ачасене пӑхса ӳстерме йывӑр?
10 Мэрилин хӑй аякра пурӑннине ывӑлӗ ан туйтӑр тесе укҫа-тенкӗ, парнесем ярса тӑнӑ пулин те, вӑл хӑйӗнчен ывӑлне сивӗтнине, ҫавӑн пекех, тӑвас мар ҫӗртенех, ӑна ҫемьерен тата Иеговӑран ытларах укҫана юратма вӗрентнине ӑнланса илнӗ (Ытар. 22:6). «Пирӗн пата ан кил,— тенӗ ӑна Джимми,— парнесем кӑна ярса тӑр». Мэрилин ывӑлне аякран ҫырусем урлӑ, видеоҫыхӑнупа тата телефонпа калаҫнипе пӑхса ӳстерме май ҫуккине ӑнланса илнӗ. Вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Интернет урлӑ ачуна ҫывӑрас умӗн ыталаса, чуптуса илме май ҫук».
11. а) Мӑшӑрсенчен пӗри аякка ӗҫлеме кайни мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрет? ӑ) Пӗр хӗрарӑм тӑван килне таврӑнма кирлине мӗнле ӑнланса илнӗ?
11 Мэрилинӑн Иеговӑпа тата упӑшкипе, Джеймспа, хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем те япӑхланма пуҫланӑ. Пухӑва кайма тата сӑваплӑ ӗҫе тума вӑл эрнере пӗр кун кӑна е унран та сахалрах вӑхӑт уйӑрнӑ, ҫитменнине тата ӗҫ хуҫи унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗресшӗн пулнӑ, ҫакӑнпа та унӑн кӗрешме тивнӗ. Мэрилинпа Джеймс пӗр-пӗринчен аякра пулнӑран, йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ чухне вӗсем пӗр-пӗрне пулӑшма пултарайман. Ҫавӑнпа та вӗсен иккӗшӗн те урӑх ҫын патне чун туртма пуҫланӑ, вара вӗсем чутах аскӑн ӗҫ тӑвайман. Мэрилин ҫакна ӑнланса илнӗ: упӑшкипе вӗсем пӗр-пӗрне шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ пулин те, пӗр-пӗринчен аякра пурӑннине пула вӗсем, Библире каланӑ пек, пӗр-пӗрин кӑмӑлне те, пӗр-пӗринпе ар ҫыхӑнӑвне кӗрес килнине те ҫырлахтарма пултарайман. Кӗтмен-ҫӗртен сиксе тухнӑ шухӑша пӗр-пӗрне каласа парасси, пӗр-пӗрин ҫине йӑл кулса пӑхса илесси, ҫепӗҫҫӗн сӗртӗнсе, ӑшшӑн ыталаса, ачашласа илесси тата мӑшӑрсен «тивӗҫне» туса тӑрасси — ҫаксене тума вӗсен май пулман (Юр. юр. 1:2; 1 Кор. 7:3, 5). Унсӑр пуҫне вӗсем Иеговӑна хӑйсен ывӑлӗпе пӗрле пуҫҫапма пултарайман. «Иеговӑн аслӑ кунне пурӑнса ирттерес тесен ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине яланах ирттермелле тесе каланине конгресра илтсен, киле таврӑнма кирлине ӑнланса илтӗм»,— аса илет Мэрилин. Ҫавӑнпа та унӑн хӑйӗн ҫемйинчи тата хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштармалла пулнӑ.
КАНАШ ЛАЙӐХ ТА, ЯПӐХ ТА ПУЛМА ПУЛТАРАТЬ
12. Ҫемйинчен аякра пурӑнакансене Библири мӗнле канаш пулӑшма пултарать?
12 Мэрилин киле таврӑнма шут тытсан, ҫакӑн ҫине ыттисем тӗрлӗрен пӑхнӑ. Ӑна хӑйӗн пухӑвӗнчи старейшинӑсем ӗненӳпе хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн ырласа илнӗ. Анчах та хӑш-пӗрисем, хӑйсен мӑшӑрӗпе ҫемйинчен аякра пурӑнаканскерсем, ҫакӑн ҫине пачах урӑхла пӑхнӑ. Вӗсем Мэрилин пек тӑвас вырӑнне ӑна тӑрса юлма ӳкӗтленӗ. «Кӗҫех эсӗ каялла таврӑнӑн,— каланӑ вӗсем.— Киле кайсан эсир унта мӗнпе тӑранса пурӑнӑр?» Христиансен ҫавӑн пек кӑмӑла хуҫакан сӑмахсене каличчен «ҫамрӑк арӑмсене упӑшкине юратма, ачисене юратма... килшӗн тӑрӑшма» — хӑйсен килӗшӗн тӑрӑшма — ӳкӗтлемелле, ҫапла вара «Турӑ Сӑмахне хурласси ан пултӑр». (Тит 2:3—5 вуласа пар.)
13, 14. Мӗншӗн ҫемье мӗн кӗтнинчен ытларах Иеговӑна мала хума ӗненӳ кирлӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.
13 Иммигрантсем нумайӑшӗ ӳссе ҫитӗннӗ культурӑра йӑла-йӗркесене тата ҫемьери, уйрӑмах ашшӗпе амӑшӗ умӗнчи тивӗҫсене пуринчен мала хураҫҫӗ. Ҫавӑн пек христиансемшӗн Иеговӑна юрас тесе ҫав йӑла-йӗркесене е ҫемьене мӗн килӗшнине хирӗҫ каясси — чӑннипе те ӗненӳ кӑтартса тунӑ утӑм.
14 Акӑ мӗн каласа парать Карин: «Эпир упӑшкапа пӗрле чикӗ леш енче ӗҫленӗ чухне манӑн Дон ятлӑ ывӑл ҫуралчӗ, эпӗ вара нумаях пулмасть Библи вӗренме пуҫланӑччӗ. Манӑн хурӑнташсем пурте, эпир укҫа-тенкӗ ҫителӗклӗ пухиччен, манран Дона пӑхса ӳстерме киле аттепе анне патне ярасса кӗтетчӗҫ». Карин Дона хамах пӑхса ӳстерӗп тесе ҫине тӑрсан, хурӑнташӗсем, упӑшки те, ӑна кахал теме, унран кулма пуҫланӑ. «Тӗрӗссипе каласан, Дона аттепе анне патӗнче темиҫе ҫуллӑха хӑварнинче мӗн япӑххи пуррине ун чухне пӗтӗмпех ӑнланмастӑмччӗ,— калать вӑл,— анчах Иегова ывӑла пӑхса ӳстерме пире, ашшӗпе амӑшне, шанса панине эпӗ пӗлнӗ». Карин каллех йывӑр ҫын пулса тӑрсан, унӑн ӗненмен упӑшки ӑна хырӑм пӑрахма хистенӗ. Унччен тӗрӗс йышӑну туни Карин ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ, ҫавӑнпа та вӑл ку хутӗнче те Иеговӑна юрӑхлӑ пулма ҫирӗп шут тытнӑ. Халӗ вара вӑл та, упӑшкипе ачисем те пӗрле тӑрса юлнӑшӑн савӑнаҫҫӗ. Карин хӑйӗн пӗр е икӗ ачине те ыттисене пӑхма панӑ пулсан, ҫакӑ пачах урӑхла вӗҫленме пултарнӑ пулӗччӗ.
15, 16. а) Ача чухне кукамӑшӗ патне пӑхма янӑ хӗрарӑм тӑван ҫинчен каласа парӑр. ӑ) Мӗншӗн вӑл хӑйӗн хӗрне ҫавнашкал пӑхса ӳстересшӗн пулман?
15 Вики ятлӑ христианка каласа парать: «Темиҫе ҫул хушши мана кукамай пӑхса ӳстернӗ, манӑн йӑмӑк вара атте-аннепе пурӑннӑ. Каялла аттепе анне патне таврӑнсан, манӑн вӗсем патне унчченхи туйӑмсем юлмарӗҫ. Йӑмӑк хӑйне вӗсемпе ирӗклӗн тытатчӗ, вӗсене ыталатчӗ, вӗт вӗсем пӗр-пӗринпе питӗ ҫывӑхчӗ. Маншӑн вӗсем ют ҫынсем пекчӗ, ӳссе ҫитсен те мана хамӑн туйӑмсене вӗсене кӑтартма йывӑрччӗ. Эпир йӑмӑкпа иксӗмӗр аттепе аннене, вӗсем ватӑлса ҫитсен, вӗсене пӑхса пурӑнӑпӑр тесе шантартӑмӑр. Анчах та йӑмӑк ҫакна юратнӑран туса тӑрӗ, эпӗ вара ҫавна ытларах тума кирлӗ пулнӑран тӑвӑп.
16 Халӗ вара анне, унччен мана хӑйӗн амӑшӗ патне янӑ пекех, мана хамӑн хӗре пӑхса ӳстерме хӑйӗн патне яртарасшӑн. Эпӗ ҫакна тума килӗшменнине ыррӑн кӑтартрӑм. Эпир упӑшкапа иксӗмӗр хамӑр ачана Иегова вӗрентнӗ пек пӑхса ӳстересшӗн. Эпӗ хампа хӗрӗм хушшинчи хутшӑнусем пуласлӑхра та ан пӑсӑлччӑр тетӗп». Вики ҫакна ӑнланса илнӗ: пӗртен-пӗр ӑнӑҫлӑ ҫул вӑл — Иеговӑпа унӑн принципӗсене япаласенчен, ҫемьерен те, ытларах юратасси. Иисус тӳррӗн каланӑ: «Никам та харӑсах икӗ хуҫа тарҫи пулаймасть» — харӑсах Турӑ тарҫи те, пуянлӑх тарҫи те пулма май ҫук (Матф. 6:24, ҪХ; Тух. 23:2).
ИЕГОВА ПИРӖН ӖҪСЕНЕ ӐНТАРСА ПЫРАТЬ
17, 18. а) Христиансен яланах суйласа илме мӗнле майсем пур? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?
17 Пирӗн Аттемӗр, Иегова, эпир Патшалӑхпа унӑн тӳрӗлӗхне хамӑр пурнӑҫра мала хуратпӑр пулсан, пире чӑннипех мӗн кирлине пурне те парӑп тесе сӑмах парать (Матф. 6:33). Апла пулсан, чӑн христиансен яланах суйласа илме май пур. Хамӑра тем пек йывӑр килсен те, Иеговӑна юрама тата Библи принципӗсем тӑрӑх пурӑнма пирӗн пурпӗр май пулать, мӗншӗн тесен Иегова пире «ҫӑмӑллӑх» пама сӑмах парать. (1 Коринф 10:13 вуласа пар.) Эпир кӗлӗре Иеговӑран ӑслӑлӑх пама тата мӗн тумаллине кӑтартма ыйтнипе, унӑн ӳкӗчӗсемпе принципӗсене тытса тӑнипе ӑна чун-чӗререн «шанса пурӑнатпӑр» пулсан, вӑл пире ырӑлӑх кӳрес тесе ӗҫсене «туса ҫитерӗ» (Пс. 36:5, 7). Эпир уншӑн — пӗртен-пӗр чӑн Хуҫашӑн — ӗҫлес тесе чун-чӗререн вӑй хунине вӑл пиллесе тӑрӗ. Иеговӑна хамӑр пурнӑҫра пуринчен мала хурсан, вӑл пирӗн пур ӗҫе те ӑнтарса пырӗ. (Пултарни 39:3 танлаштарса пӑхӑр.)
18 Аякра пурӑннине пула сиксе тухнӑ сиене пӗтерес тесе мӗн тума пулать? Урӑх ҫӗре куҫса каймасӑрах хамӑр ҫемьене тӑрантарса усрас тесе эпир мӗнле утӑмсем тума пултаратпӑр? Ыттисем хӑйсен ҫемйисемпе пӗрле тӑрса юлччӑр тесе эпир вӗсене юратса мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Ҫакна тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.
a Ятсене улӑштарнӑ.
b Иаковӑн ывӑлӗсем Египета каймассерен кашнинче унта виҫӗ эрнерен ытла пурӑнман. Каярахпа Иаковпа унӑн ывӑлӗсем Египета куҫса кайсан, вӗсем хӑйсемпе пӗрле арӑмӗсемпе ачисене те илнӗ (Пулт. 46:6, 7).
c 2013 ҫулхи февраль уйӑхӗнче тухнӑ «Пробудитесь!» журналти «Иммигранты: мечты и реальность» статьяна пӑхӑр.
d Тӗрлӗ ҫӗршывран килекен хыпарсем тӑрӑх, урӑх ҫӗршыва укҫа ӗҫлесе илме кайса мӑшӑртан е ачасенчен аякра пурӑнни пысӑк йывӑрлӑхсем патне илсе пырать. Ҫавсем шутӗнче мӑшӑрсенчен пӗри е иккӗшӗ те аскӑн ӗҫ туни, гомосексуализм, пӗртӑвансемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗни, ачасем хӑйсене япӑх тытма, япӑх вӗренме пуҫлани, усалланса пыни, канӑҫсӑрланни, депрессипе асапланни тата хутран-ситрен хӑйсене хӑйсем вӗлересшӗн пулни.