«Пӗтӗм ҫӗр Тӳри» яланах тӗрӗс суд тӑвать
«Вӑл — тӗрек; Унӑн ӗҫӗсем — чӑн-чӑнни, Унӑн пӗтӗм ҫулӗ тӳрӗ» (САК. АСТ. 32:4).
ЮРӐСЕМ: 12, 135
1. Иегова яланах тӗрӗс суд тӑвасса ҫирӗп ӗненнине Авраам мӗнле кӑтартнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
«ПӖТӖМ ҫӗр Тӳри тӗрӗс мар сут тӑвӗ-и вара?» (Пулт. 18:25.) Авраамӑн сӑмахӗсенчен вӑл Иегова Содомпа Гоморрӑна тӗрӗс суд тӑвасса ҫирӗп шанни курӑнать. Авраам Иегова тӗрӗсмарлӑх тума тата тӳрӗ ҫынна йӗркесӗр ҫынпа пӗрле пӗтерме пултарайманни пирки пӗртте иккӗленмен. Вӑл ҫапла та кӑшкӑрса каланӑ: «Эсӗ ун пек тума пултараймастӑн!» Пӗр 400 ҫул иртсен Иегова хӑй пирки Моисее ҫакӑн пек сӑмахсем ҫырма хушнӑ: «Вӑл — тӗрек; Унӑн ӗҫӗсем — чӑн-чӑнни, Унӑн пӗтӗм ҫулӗ тӳрӗ; Туррӑмӑр шанчӑклӑ, ҫук Унӑн тӗрӗс марри» (Сак. аст. 31:19; 32:4).
2. Иеговӑн нихӑҫан та тӗрӗсмарлӑх пулас ҫук тесе мӗншӗн калама пулать?
2 Авраам Иегова яланах тӗрӗс суд тӑвасси пирки мӗншӗн пӗртте иккӗленмен? Мӗншӗн тесен тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх кӑтартас тӗлӗшрен Иегова — чи лайӑх тӗслӗх. «Тӗрӗслӗх» тата «тӳрӗлӗх» тесе куҫарнӑ еврейла сӑмахсем Библире час-часах юнашар тӗл пулаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсен пӗлтерӗшӗ пӗр пекрех. Иегова панӑ нормӑсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑран, вӑл пур лару-тӑру ҫине те тӗрӗс пӑхать теме пулать. Унтан та ытларах, унӑн Сӑмахӗнче: «Вӑл тӳрӗлӗхе юратать, тӗрӗс сут тӑвать»,— тесе ҫырнӑ (Пс. 32:5).
3. Ку тӗнчери ҫынсен мӗнле тӗрӗсмарлӑха тӳсме тивет? Тӗслӗх илсе парӑр.
3 Иегова яланах тӗрӗс суд туни тӗрӗсмарлӑхпа тулнӑ тӗнчере пурӑнакан тӳркӑмӑллӑ ҫынсене питӗ лӑплантарать. Хӑш-пӗрисем тӗрӗсмарлӑха пула нумай хӗн кураҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пӗрисене ним айӑпсӑрах тӗрмене хупнӑ. Хӑш-пӗр ҫынсене, вун-вун ҫул хушши ӗнтӗ тӗрмере ларнӑскерсене, экспертизӑна ҫӗнӗ мелпе — ДНК анализне — тунӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ирӗке кӑларнӑ. Ҫакӑн пек тӗрӗсмарлӑх хуйха ӳкерме тата тарӑхтарса яма та пултарать. Анчах та христиансен хӑш-пӗр чухне урӑх йышши тӗрӗсмарлӑха та тӳсме тивет. Ӑна тӳсме тата йывӑртарах пулма пултарать.
ПУХУРА
4. Христианинӑн ӗненӗвӗ мӗнле тӗрӗсленме пултарать?
4 Христиансем ҫак тӗнчере тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулма пултарнине ӑнланаҫҫӗ. Анчах та пухура ыттисем пирӗнпе е урӑх тӑванпа хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑ пек туйӑннӑ чухне пирӗн ӗненӳ тӗрӗсленме пултарать. Эсир ҫакнашкал лару-тӑрӑва лексен мӗн тунӑ пулӑттӑр? Ҫак лару-тӑру сирӗншӗн такӑнтаракан чул пулмӗ-и?
5. Пухура тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулни пире мӗншӗн тӗлӗнтермелле мар?
5 Эпир пурте ҫитменлӗхлӗ тата вӑхӑтран вӑхӑта йӑнӑшсем тӑватпӑр, ҫавӑнпа та пухури тӑвансем хӑйсене пирӗнпе е эпир хамӑра вӗсемпе тӗрӗс мар тытасси пулкалать (1 Иоанн 1:8). Ҫакӑн пек лару-тӑрусем хутран-ситрен ҫеҫ пулаҫҫӗ пулсан та, вӗсем Турра шанчӑклӑ христиансене тӗлӗнтермеҫҫӗ тата аптратса ӳкермеҫҫӗ. Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ усӑллӑ канашсем панӑ. Пире пухури тӑван кӳрентерсен те, ҫак канашсем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗҫ (Пс. 54:13—15).
6, 7. Пӗр тӑван мӗнле лару-тӑрӑва лекнӗ тата мӗнле лайӑх енсем ӑна хӑйне тӗрӗс тытма пулӑшнӑ?
6 Вилли Диль тӑванпа мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. 1931 ҫултан пуҫласа вӑл Бернри (Швейцари) Вефильте ӗҫленӗ. 1946 ҫулта ӑна Нью-Йоркра (АПШ) Галаад шкулӗн 8-мӗш класӗнче вӗренме чӗннӗ. Вӑхӑт иртсен Диль тӑвана Швейцарире ҫулҫӳрекен надзирателӗн ӗҫне тума ыйтнӑ. Вӑл хӑйӗн биографийӗнче ҫапла ҫырнӑ: «1949 ҫулта эпӗ Бернри филиала кӗҫех авланатӑп тесе пӗлтертӗм». Хуравӗ мӗнле пулнӑ-ши? Ӑна пӗр тивӗҫлӗхсӗр тӑратса хӑварнӑ, пионер пулма ҫеҫ ирӗк панӑ. «Мана докладсем тухса калама чарчӗҫ... Нумайӑшӗ вара пухуран кӑларса янӑ тӑвансемпе калаҫма пӑрахнӑ пекех пирӗнпе те калаҫма пӑрахрӗҫ»,— тенӗ Диль тӑван.
7 Диль тӑвана ҫакӑн пек тӗрӗсмарлӑха тӳссе ирттерме мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ӑнлантарса панӑ: «Библи мӑшӑрланма чарманнине эпир пӗлеттӗмӗр, ҫавӑнпа Иеговӑна шанса тӑраттӑмӑр тата кӗлтуса чуна лӑплантараттӑмӑр». Вӑхӑт иртсен, тӑвансем мӑшӑрланни ҫине тӗрӗс пӑхма пуҫласан, Диль тӑвана каллех ҫав тивӗҫлӗхсенех шанса панӑ. Шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн Иегова ӑна пилленӗa. Пирӗн хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Эпӗ ҫакнашкал тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан, тӳсӗмлӗ пулса Турра шанса тӑрӑп-и е веҫех хам алла илӗп?» (Ытар. 11:2; Михей 7:7 вуласа пар.)
8. Мӗне пула эпир пухури тӑван хӑйне тӗрӗс мар тытнӑ тесе йӑнӑш шутлама пултаратпӑр?
8 Тепӗр енчен вара, лару-тӑру ҫине тӗрӗс мар пӑхнӑран тата пур фактсене те пӗлменрен эпир пухури тӑван хӑйне тӗрӗс мар тытнӑ тесе йӑнӑш шутлама пултаратпӑр. Тӗрӗс шутлатпӑр-и е ҫук-и, мӗн пулса иртни ҫинчен Иеговӑна каласа памалла, ун ҫине шанса тӑмалла тата ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмалла. Ҫакӑ пире Иегова ҫине тарӑхма пуҫласран хӳтӗлӗ. (Ытарӑшсем 19:3 вуласа пар.)
9. Ҫак тата тепӗр статьяра эпир мӗнле тӗслӗхсене пӑхса тухатпӑр?
9 Ӗлӗк-авал та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ. Айтӑр виҫӗ тӗслӗхе пӑхса тухар. Ку статьяра эпир Авраамӑн мӑнукӗн ывӑлӗ Иосиф ҫинчен калаҫӑпӑр. Пӗртӑванӗсене пула унӑн тӗрӗсмарлӑх тӳсме тивнӗ. Тепӗр статьяра вара эпир Иегова хӑйне Израиль патшипе Ахавпа мӗнле тытнине тата Петр хӑйне Антиохияра мӗнле тытнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫак тӗслӗхсене пӑхса тухнӑ май, вӗсем сире пур лару-тӑру ҫине те Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тата тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене упраса хӑварма мӗнле пулӑшма пултарнине курма тӑрӑшӑр.
ИОСИФ ТӖРӖСМАРЛӐХА ПУЛА ХӖН КУРНӐ
10, 11. а) Иосифӑн мӗн тӳсме тивнӗ? ӑ) Тӗрмере ларнӑ чухне Иосиф мӗнле лару-тӑрупа усӑ курнӑ?
10 Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ Иосиф ют ҫынсене пула кӑна мар, пӗртӑванӗсене пула та тӗрӗсмарлӑх тӳснӗ. 17-ре пулнӑ чухне пиччӗшӗсем ӑна чуралӑха сутнӑ. Вара Иосифа ирӗксӗрлесех Египета илсе кайнӑ (Пулт. 37:23—28; 42:21). Вӑхӑт иртсен ӑна хӗрарӑма мӑшкӑллама хӑтланнӑ тесе суйса айӑпланӑ та судсӑр-мӗнсӗр тӗрмене хупса лартнӑ (Пулт. 39:17—20). Иосиф чуралӑхра, кайран вара тӗрмере 13 ҫула яхӑн хӗн курнӑ. Пухури тӑвана пула пирӗн тӗрӗсмарлӑх тӳсме тивет пулсан, Иосиф тӗслӗхӗ пире мӗнле пулӑшма пултарать?
11 Пӗррехинче Иосифӑн тӗрмере ларакан пӗр ҫынна хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен каласа пама тӳр килнӗ. Ҫав ҫын фараонӑн эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ пулнӑ. Пӗр каҫ вӑл тӗлӗк курнӑ, унӑн пӗлтерӗшне Турӑ Иосифа уҫса панӑ. Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ тӗлӗкре мӗн курни вӑл каллех фараоншӑн унчченхи пекех ӗҫлеме тытӑнасса пӗлтернӗ. Тӗлӗкӗн пӗлтерӗшне ӑнлантарса парсан Иосиф, майлӑ вӑхӑтпа усӑ курса, хӑйпе мӗн пулса тухни ҫинчен каласа панӑ. Пире Иосиф ун чухне мӗн калани ҫинчен кӑна мар, вӑл мӗн каламасӑр хӑварни ҫинчен те шухӑшлани нумай усӑ пама пултарать (Пулт. 40:5—13).
12, 13. а) Мӗншӗн Иосиф парӑннӑ тесе калаймӑн? ӑ) Иосиф эрех парса тӑракана мӗн ҫинчен каласа паман?
12 Пултарни 40:14, 15 вуласа пар. Иосиф мана «вӑрласа килчӗҫ» тенине асӑрхӑр-ха. Вӑл тӗрӗсмарлӑха пула асапланни уҫҫӑн курӑннӑ пулнӑ. Иосиф тӗрмене пӗр айӑпсӑрах лекрӗм тесе каланӑ. Ҫавӑнпа вӑл эрех парса тӑракансен пуҫлӑхне: «Ман ҫинчен фараон умӗнче сӑмах хушсам»,— тенӗ. Мӗншӗн? Иосиф ирӗке тухасшӑн пулнӑ.
13 Иосиф парӑннӑ тесе калама пулать-и? Ҫук, паллах! Тӗрӗсмарлӑха пула хӑй пӗрре ҫеҫ мар хӗн курнине вӑл пӗлнӗ. Акӑ мӗншӗн вӑл хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен ӑна пулӑшма пултаракан ҫынна каласа панӑ. Ҫакӑ та интереслӗ: Иосиф хӑйне кам вӑрлани ҫинчен кама та пулин каласа панине Библире ниҫта та ҫырман. Вӑл ҫавна фараона та уҫса паман. Пиччӗшӗсем Египета килсен тата Иосифпа мирлешсен, фараон вӗсене хапӑл туса йышӑннӑ та хӑйӗн ҫӗрӗнче пурӑнма сӗннӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ сире пӗтӗм Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласене парӑп» (Пулт. 45:16—20).
Элек сарса ҫӳрени лару-тӑрӑва йывӑрлатса яма пултарать (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)
14. Пухура тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан та, элек сарса ҫӳресрен пире мӗн пулӑшӗ?
14 Христианин пухура тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пултӑм тесе шутлать пулсан, унӑн элек сарса ҫӳресрен асӑрханмалла. Йывӑр ҫылӑх пирки сӑмах пырать пулсан, паллах, ҫавӑн ҫинчен старейшинӑсене каласа парсан тата вӗсенчен пулӑшу ыйтсан тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ (Лев. 5:1). Анчах та сиксе тухнӑ йывӑрлӑха ытларах чухне куҫа-куҫӑн калаҫса, старейшинӑсене хутшӑнтармасӑрах, татса пама пулать. (Матфей 5:23, 24; 18:15 вуласа пар.) Айтӑр Турра шанчӑклӑ пулса ҫакӑн пек йывӑрлӑхсене Библири принципсемпе усӑ курса татса парар. Хушӑран вара ҫакӑн пекки те пулкалать: эпир пӗтӗмпех тӗрӗс мар ӑнланнӑран ыттисем хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑн туйӑнать. Ҫавна ӑнланса илсен, тӑван пирки усал сӑмах сарса ҫӳресе лару-тӑрӑва йывӑрлатса яманшӑн эпир мӗн тери савӑнӑпӑр! Асра тытӑр: тӗрӗс шутлатпӑр-и е ҫук-и, элек сарса ҫӳренипе эпир проблемӑна нихӑҫан та татса параймӑпӑр. Иеговӑна тата пирӗн тӑвансене шанчӑклӑ тӑрса юлатпӑр пулсан, ҫакнашкал йӑнӑша нихӑҫан та тумӑпӑр. «Кам айӑпсӑр ҫӳрет», ҫав ҫын ҫинчен псалом юрлакан акӑ мӗн каланӑ: «Чӗлхипе элеклемест, суймасть, ҫывӑх ҫыннине усал тумасть, ӑна хурласа калаҫнине те йышӑнмасть» (Пс. 14:2, 3; Иак. 3:5).
ТУРӐПА ХӐВӐР ХУШӐРИ ХУТШӐНУСЕМ ҪИНЧЕН АН МАНӐР
15. Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ май Иосиф мӗнле пиллӗхсем илнӗ?
15 Иосиф тӗслӗхӗнчен эпир тепӗр питӗ кирлӗ япалана вӗренме пултаратпӑр. 13 ҫул хушши тертленсе пурӑннӑ пулсан та, Иосиф хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхнӑ (Пулт. 45:5—8). Хӑйпе мӗн пулса тухнӑшӑн вӑл нихӑҫан та Иеговӑна айӑпламан. Иосиф хӑйне мӗн чул усал тунине манман пулсан та, унӑн чӗри хаярланса кайман. Унтан та ытларах, ыттисен ҫитменлӗхӗсене тата усал ӗҫӗсене пула вӑл Иеговӑран сивӗнмен. Иосиф Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ, ҫавӑнпа вӑл тӗрӗсмарлӑха пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене Турӑ мӗнле татса панине тата хӑйне те, хӑйӗн ҫемйине те пилленине курнӑ.
16. Пухура тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан мӗншӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетмелле?
16 Иосиф пекех пирӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене хакламалла тата упрамалла. Ыттисен ҫитменлӗхӗсене пула хӑвӑр пуҫҫапса пурӑнакан юратнӑ Турӑран пӑрӑнса ан кайӑр (Рим 8:38, 39). Пухура тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан, Иосифран тӗслӗх илсе Иеговӑпа ҫывӑхланӑр тата лару-тӑру ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшӑр. Йывӑрлӑха Библи вӗрентнӗ пек татса парас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ хыҫҫӑн Иегова веҫех кирлӗ вӑхӑтра тата чи лайӑх майпа тӳрлетессе шанса тӑрӑр.
«ПӖТӖМ ҪӖР ТӲРИНЕ» ШАНӐР
17. «Пӗтӗм ҫӗр Тӳрине» шанса тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
17 Ҫак тӗнчере пурӑннӑ май эпир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулатпӑрах. Хӑш-пӗр чухне сире пухури пӗр-пӗр тӑван хӑвӑрпа е сирӗн тусӑрпа хӑйне тӗрӗс мар тытнӑ пек туйӑнма пултарать. Ҫакӑ сире ан такӑнтартӑр (Пс. 118:165). Турра шанчӑклӑ пулӑр, кӗлтуса унран пулӑшу ыйтӑр тата ӑна шанса тӑрӑр. Ҫавӑн пекех хамӑра кӗҫӗне хурса пирӗн ҫакна йышӑнмалла: эпир пур фактсене пӗлмесен те е ҫитменлӗхлӗ пулнӑран лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхмасан та пултаратпӑр. Иосиф тӗслӗхӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх, лару-тӑрӑва йывӑрлатса ярас мар тесен пирӗн ыттисене хурласа калаҫасран асӑрханмалла. Унсӑр пуҫне, лару-тӑрӑва хамӑр пӗлнӗ пек татса парас вырӑнне айтӑр Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма тата вӑл пӗтӗмпех тӳрлетессе тӳсӗмлӗн кӗтме ҫирӗп шут тытар. Вара Иегова Иосифа пилленӗ пекех сире те пиллетех. Иегова, «Пӗтӗм ҫӗр Тӳри», яланах тӗрӗс суд тӑвасси пирки иккӗленер мар, мӗншӗн тесен «унӑн пӗтӗм ҫулӗ тӳрӗ» (Пулт. 18:25; Сак. аст. 32:4).
18. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?
18 Тепӗр статьяра эпир ӗлӗк-авал Иеговӑн халӑхӗ хушшинче сиксе тухнӑ тата икӗ лару-тӑрӑва пӑхса тухатпӑр. Ҫав лару-тӑрусенче те Туррӑн ӗҫлекенӗсен тӗрӗсмарлӑх тӳсме тивнӗ. Ҫак тӗслӗхсенчен эпир ҫакна курма пултаратпӑр: хамӑра кӗҫӗне хуни тата каҫарма пӗлни тӗрӗслӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшаҫҫӗ.
a Вилли Диль тӑванӑн биографине 1991 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «Иегова — мой Бог, на которого я уповаю» ятлӑ статьяра вулама пулать.