Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче заданисене мӗнле тумаллине кӑтартса панисем
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗн расписанийӗнчи заданисене мӗнле тумаллине «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗ ҫинче кӑтартса панисем, ҫак кӑларӑмран пуҫласа, кӗскерех пулаҫҫӗ. Аяларах кӑтартса панисене тата аса илтернисене, 2009-мӗш ҫулта май уйӑхӗнче тухнӑ «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗ ҫинчи «Как готовиться к служебной встрече» статьяра ӑнлантарса панисемпе танлаштарсан, ҫӗнетнӗ тата тӗрӗсрех тунӑ.
◼ Доклад. Программӑн ҫак пайне, итлекенсемпе сӳтсе явмасӑр, доклад пек тумалла. Доклад тӑваканӑн пухури тӑвансемшӗн ытларах мӗн усӑллӑ пулнине кӑтартса памалла.
◼ Ыйту-хурав. Программӑн ҫак пайӗ нумай енчен Библие вӗренмелли статьясене сӳтсе явнӑ пекех. Пуҫламӑшӗнче те, вӗҫӗнче те нумай сӑмах каламалла мар. Кашни абзац патне ыйту памалла. Ертсе пыраканӑн, материала сӳтсе явнӑ чухне, ытлашши нумай хушса калама кирлӗ мар. Вӑхӑт ҫителӗклӗ пулсан, тӗп сӑвӑ йӗркисене вуласа пама юрать. Вуламалла темен пулсан, абзацсене вуласа пама кирлӗ мар.
◼ Сӳтсе явни. Программӑн ҫак пайӗ ытларах доклад пек иртет, тата ҫак пункта итлекенсем те хутшӑнаҫҫӗ. Ку вӑл доклад ҫеҫ те мар, ыйту-хурав ҫеҫ те мар.
◼ Демонстраци тата интервью. «Демонстраци кӑтарт» тесе ҫырни пур пулсан, ҫак задание хатӗрлекен арҫын-тӑванӑн демонстраци кӑтартас тӗлӗшрен яваплӑх пур. Унӑн, май килнӗ таран маларах, ҫакна тума пултаракан тата лайӑх тӗслӗх паракан хыпарҫӑна хатӗрленме ыйтмалла. Камӑн опыт сахалрах тата ҫӗнӗ хыпарҫӑсене, вӗсем сцена ҫине тухса курччӑр тесе кӑна, демонстраци кӑтартма ыйтмасан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ, ҫапах та вӗсем итлекен ҫын вырӑнне пулма пултараҫҫӗ. Демонстраци кӑтартнӑ вӑхӑтра хыпарҫӑсен пит-куҫӗ залра ларакансем енче пулмалла. Интервью паракансен сцена ҫинче пулмалла, хӑйсем ларнӑ вырӑнтан каламалла мар. Демонстраци кӑтартма тата интервью пама репетици туса хатӗрленмелле. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗ вӑраха кайнӑ пирки арҫын-тӑванӑн хӑйӗн заданине кӗскетме тивет пулсан, вӑхӑтра ӗлкӗрес тесе демонстрацие е интервью илессине пунктран кӑларса пӑрахмалла мар. Ҫакӑн пек ӗҫсене хутшӑнма кама суйласа илмеллине пулӑшакан ӗҫченсен старейшинӑсен совечӗн координаторӗнчен е урӑх старейшинӑран ыйтмалла.
Программӑн пӗр-пӗр пайне мӗнле тумалли ҫинчен ятарласа мӗн те пулин каланӑ пулсан, ҫавна тӗп-тӗрӗс тытса пымалла. Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче задани тума арҫын-тӑвансем ҫӳлерех кӑтартса панисемпе килӗшӳллӗ хатӗрленеҫҫӗ пулсан, сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвне «тирпейлӗ... йӗркеллӗ» иртме пулӑшаҫҫӗ (1 Кор. 14:40).