Сентябрӗн 20-мӗшӗн эрнелӗх программи
СЕНТЯБРӖН 20-МӖШӖН ЭРНИ
□ Пухура Библи вӗренни
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Екклесиаст 1—6
1 №: Екклесиаст 4:17—5:14
2 №: Мӗншӗн йӑваш кӑмӑллӑ пулмалла? (Матф. 5:5)
3 №: Мӗнле майпа пӗр вӑхӑтрах Иеговӑна юратма та, унран хӑрама та пулать? (rs-U 177 с., 5 абз. — 178 с., 1 абз.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
5 мин. Пӗлтерӳсем.
10 мин. Иртнӗ сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗнче эпир мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ? Доклад. Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ тӑвать. Иртнӗ ҫулта пуху пӗтӗмӗшле мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа пар. Пухӑвӑн ҫитӗнӗвӗсене палӑртса кала тата чӗререн мухтаса ил. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне пулса иртнӗ интереслӗ тӗслӗхсене каласа пама пултаракан пӗр е икӗ хыпарҫӑран интервью ил. Пухӑвӑн хӑш енчен лайӑхланмалла, ҫавсенчен пӗрне е иккӗшне кала тата усӑллӑ канашсем пар.
10 мин. «Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче заданисене мӗнле тумаллине кӑтартса панисем». Доклад. Старейшина тӑвать.
10 мин. «Ачасене хыпарҫӑ пулма пулӑшасси». Сӳтсе явни, «Организованы» кӗнеке, 81 с., 4 абз. — 82 с., 1 абз. Лайӑх тӗслӗх паракан хӑш ашшӗ-амӑшӗсен ачи хыпарҫӑ пулнӑ, ҫавсенчен пӗринчен интервью ил. Вӑл ачана ҫитӗнӳсем тума тата хыпарҫӑ пулма мӗнле пулӑшнӑ?