Библи. Пирӗн пурнӑҫа улӑштаракан вӑй.
Библи миллион-миллион ҫыннӑн пурнӑҫне лайӑхлатма пулӑшнӑ. Ҫак кӗнекери мӗнле принципсем, вӗсемпе усӑ куратпӑр пулсан, пире паянхи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшаҫҫӗ? Ҫак ыйту ҫине эсир «Библия. Сила, изменяющая нашу жизнь» фильма (виҫӗ фильмран тӑракан «Библия — книга фактов и пророчеств» DVD-диск ҫинчи иккӗмӗш фильм) пӑхсан хуравлама пултаратӑр. Пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑр.
1) Хӑш тӗлӗшрен Библи пур чаплӑ литературӑран та ирттерет? (Евр. 4:12) 2) Библи пурнӑҫа лайӑхлатма пулӑшать пулсан, мӗншӗн ҫынсен проблема питӗ нумай? 3) Библин тӗп теми мӗнле? 4) Фильмра асӑннӑ Библири хӑш сӑвӑ йӗркисем мӑшӑрсене пулӑшма пултараҫҫӗ: а) пӗр-пӗрне ӑнланма тата ӑ) чаруллӑ пулма? 5) Христиансем мӑшӑрлану ҫине мӗнле пӑхни ҫемьери пурнӑҫа мӗнле майпа лайӑхлатать? (Еф. 5:28, 29) 6) Иегова ашшӗ-амӑшӗсене чи чаплӑ тӗслӗх мӗнле кӑтартнӑ? (Марк 1:9—11) 7) Ҫемьепе Библи вӗреннине интереслӗ ирттерме ашшӗ-амӑшӗсене мӗн пулӑшать? 8) Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисемпе Библи вӗреннисӗр пуҫне вӗсемшӗн тата мӗн тумалла? 9) Укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме Библири канашсем мӗнле пулӑшаҫҫӗ? 10) Библири хӑш принципсем, вӗсемпе стреса ҫӗнтерес, тасалӑха упрас, наркотиксемпе тата эрехпе иртӗхме пӑрахас тесе усӑ курсан, сывлӑхпа ҫыхӑннӑ проблемӑсене сахаллатаҫҫӗ? 11) Турӑ пуласлӑх пирки сӑмах панисенчен хӑшӗ пурнӑҫланасса ҫирӗп ӗненни сире пулӑшать? (Иов 33:25; Пс. 144:16) 12) Библири вӗрентӳсем сирӗн пурнӑҫа мӗнле улӑштарчӗҫ? 13) Ҫак фильмпа усӑ курса ыттисене мӗнле пулӑшма пулать?