Тӗлпулӑвӑн расписанийӗнчи улшӑнусем
Сентябрӗн 3-мӗшӗнче пуҫланакан эрнерен тытӑнса пухура Библи вӗренни 25 минут мар, 30 минут пырӗ. Вӗренӳ пуҫламӑшӗнче ертсе пыраканӑн иртнӗ эрнере вӗреннӗ материала пӗр минут хушшинче кӗскен пӑхса тухмалла. Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗн вӑхӑчӗ те улшӑнать — вӑл 35 минут мар, 30 минут пырӗ. Унсӑр пуҫне пӗлтерӳсем валли уйрӑм пункт пулмӗ. Вӗсене сӑваплӑ ӗҫӗн пӗрремӗш пунктне уҫнӑ чухне пӗлтерӗҫ. Ытларах чухне пӗлтерӳсем пулмӗҫ е сахал пулӗҫ. Программӑра мӗнле пунктсем пулнине пӗлтерме кирлӗ мар. Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑвӑн расписанине е Патшалӑх Залне тирпей кӗртмелли графике, салам сӑмахӗсене те вуласа пама кирлӗ мар (km-U 10/08 1 с., 4 абз.). Вӑрӑм пӗлтерӳ тумалла пулсан, сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвне хутшӑнакансен хӑйсен пунктне кӗскетме тивни ҫинчен вӗсене асӑрхаттармалла.