Библи вӗренӗвне мӗнле майпа ӑста ирттермелле
1. Библи вӗренӗвне ирттерекенсен мӗнле яваплӑх пур?
1 Иегова Турӑ хӑй «пулӑшмасӑр» никам та Уншӑн ӗҫлеймӗ (Иоан. 6:44). Ҫакна пӑхмасӑрах Библи вӗренӗвӗсем ирттерекен хыпарҫӑсен ҫынсене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшма хӑйсен те вӑй хумалла (Иак. 4:8). Ҫакна тӑвас тесен хатӗрленмелле. Вӗренекенсене хыпара ӑнланма тата Турӑпа ҫывӑхланма абзацсене вулани, ҫырса панӑ ыйтусене пани кӑна ҫителӗксӗр.
2. Хыпарҫӑ Библи вӗренӗвӗсене ӑста ирттерни мӗнле ҫимӗҫсем парать?
2 Библи вӗренӗвне ӑста ирттерес тесен хыпарҫӑсен ҫынсене 1) Библи мӗне вӗрентнине ӑнланма, 2) Библи мӗн вӗрентнине йышӑнма тата 3) Библи мӗн вӗрентнипе килӗшӳллӗ пурӑнма пулӑшмалла (Иоанн 3:16; 17:3; Иак. 2:26). Ҫын ҫак утӑмсене пурне те тутӑр тесен нумай уйӑх иртме пултарать. Анчах та ҫак кашни утӑм Турӑпа туслашма тата хамӑра ӑна халаллама пулӑшать.
3. Ӑста вӗрентекенсен мӗншӗн ҫын мӗн шухӑшлани пирки ыйтусем памалла?
3 Вӗренекенӗн шухӑшӗсене пӗлес тесен мӗн тумалла? Ҫын мӗн пӗлнине ӑнланнипе ӑнланманнине тата йышӑннипе йышӑнманнине пӗлес тесен сахалрах калама тата ҫынна хӑйне калаҫма хавхалантарма тӑрӑш (Иак. 1:19). Сӳтсе явакан ыйту пирки вӑл Библире мӗн каланине ӑнланать-и? Шухӑша вӑл хӑйӗн сӑмахӗсемпе ӑнлантарса пама пултараять-и? Ҫав ыйту пирки вӑл мӗн шухӑшлать? Библи мӗн вӗрентни пирки вӑл усӑллӑ тесе шутлать-и? (1 Фес. 2:13.) Мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курмаллине ӑнланать-и? (Кол. 3:10.) Ҫаксене пӗлес тесен вӑл ҫак ыйтусем пирки мӗн шутланине сӑпайлӑ ыйтмалла, кайран вара итлемелле (Матф. 16:13—16).
4. Вӗренекене Библирен мӗн пӗлнине ӑнланма е тытса тӑма йывӑр пулсан мӗн тумалла?
4 Ҫирӗп кӗрсе ларнӑ йӑласене тата пӗр-пӗр майлӑ шухӑшлама хӑнӑхнине улӑштарас тесен час-часах вӑхӑт кирлӗ (2 Кор. 10:5). Ҫын мӗн пӗлнине йышӑнмасть тата тытса тӑмасть пулсан мӗн тумалла? Чӑтӑмлӑ пулмалла тата Туррӑн Сӑмахне, унӑн святой сывлӑшне ҫыннӑн чӗри ҫине витӗм кӳме ҫителӗклӗ вӑхӑт памалла (1 Кор. 3:6, 7; Евр. 4:12). Вӗренекене ирӗксӗрлесе йышӑнтармалла мар. Вӑл Библири пӗр-пӗр вӗрентӗве ӑнланмасть е пурнӑҫра тытса пымасть пулсан, ытларах чухне, тепӗр темӑна сӳтсе явма пуҫлани лайӑхрах. Эпир малалла та ӑна Библири чӑнлӑхсене чӑтӑмлӑн та юратса вӗрентетпӗр пулсан, тен, вӑл вӑхӑт иртнӗҫемӗн кирлӗ улшӑнусем тӑвас тейӗ.