33-МӖШ СЫПӐК
Иисус пире хӳтӗлеме пултарать
ЭСӖ мӗнле шутлатӑн, Иисус ҫитӗнсе ҫитсен тата пӗчӗк чухнех хӑйне Турӑ тӗлӗнмелле майпа ҫӑлса хӑварни ҫинчен пӗлсен Иеговӑна кӗлӗре тав тунӑ-ши? ~ Иосифпа Мария Египета кайнипе унӑн пурнӑҫне ҫӑлнине пӗлсен Иисус вӗсене мӗн каланӑ-ши? ~
Паллах, Иисус халӗ ача мар. Вӑл ҫӗр ҫинче те урӑх пурӑнмасть ӗнтӗ. Анчах та хӑш-пӗрисемшӗн Иисус халӗ те сырӑшра выртакан ача, эсӗ ҫавна асӑрханӑ-и? ~ Тӗслӗхрен, Раштав уявӗ вӑхӑтӗнче пур ҫӗрте те Иисуса пӗчӗк ача пек ӳкерсе хунӑ открыткӑсемпе календарьсем курма пулать.
Халӗ ӗнтӗ Иисус ҫӗр ҫинче мар. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, вӑл чӗрӗ-ши? ~ Ҫапла, Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, халӗ вӑл пӗлӗтре хӑватлӑ Патша. Вӑл вара хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшма пултарать? ~ Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иисус хӑйне юратакан ҫынсене хӳтӗлеме пултарнине кӑтартнӑ. Аслӑ Вӗрентекен хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗпе ишсе пынӑ чухне мӗн пулса иртнине атя пӑхса тухар.
Ҫакӑ каҫалапа пулнӑ. Иисус кунӗпех Галилея тинӗсӗ хӗрринче вӗрентнӗ. (Ҫак кӳлӗ питӗ пысӑк пулнӑран ӑна тинӗс тесех каланӑ; унӑн тӑршшӗ 20 ҫухрӑм, сарлакӑшӗ вара 12 ҫухрӑм пулнӑ.) Халӗ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене калать: «Атьӑр кӳлӗ леш енне каҫар». Вӗсем кимӗ ҫине лараҫҫӗ те ишсе каяҫҫӗ. Иисус питӗ ывӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл кимӗ вӗҫне каять те пуҫелӗк хурса выртать. Кӗҫех вӑл хытах ҫывӑрса каять.
Анчах та вӗренекенӗсем ҫывӑрмаҫҫӗ, вӗсен кирлӗ вырӑна ҫитмелле вӗт. Вӑйлӑ ҫил тухиччен пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулса пырать. Ҫилӗ вӑйлансах каять те ҫил-тӑвӑл пуҫланать. Питӗ пысӑк хумсем кимме ҫапнипе унта шыв тула пуҫлать.
Вӗренекенӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ, вӗсем путасран хӑраҫҫӗ. Анчах та Иисус хӑрамасть. Вӑл кимӗ вӗҫӗнче лӑпкӑн ҫывӑрать. Юлашкинчен вӗренекенӗсем ӑна вӑратаҫҫӗ те калаҫҫӗ: «Вӗрентекен, пӗтетпӗр, пулӑш пире!» Вара Иисус тӑрать те ҫилпе тинӗсе: «Чарӑн! Ан шавла!»,— тет.
Ҫав самантрах ҫил чарӑнать, тинӗс те лӑпах пулать. Вӗренекенӗсем тӗлӗнсех кайнӑ. Кунашкаллине унччен вӗсем нихӑҫан та курман. Вӗсем пӗр-пӗрне калаҫҫӗ: «Кам-ши ку? Вӑл ҫиле те, шыва та чарӑнма хушать те — лешӗсем ӑна пӑхӑнаҫҫӗ» (Лука 8:22—25; Марк 4:35—41).
Иисус камне эсӗ пӗлетӗн-и? ~ Ҫак пысӑк вӑя ӑна кам панӑ? ~ Вӗренекенӗсен хӑрамалла пулман, вӗсемпе пӗрле Иисус пулнӑ вӗт, вӑл вара ахаль ҫын пулман. Вӑл никам та тӑвайман тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарнӑ. Эпӗ сана тепӗр тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен каласа парасшӑн, Иисус ӑна тинӗс ҫинче ҫил-тӑвӑл тухсан тунӑ.
Пӗррехинче каҫхине Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗпе тинӗс тепӗр енне ишсе каҫма хушать. Хӑй вара ту ҫине улӑхать. Кунта шӑплӑхра вӑл Ашшӗне, Иегова Турра, кӗлтума пултарать.
Вӗренекенӗсем кимӗ ҫине лараҫҫӗ те тепӗр ҫыран еннелле ишсе каяҫҫӗ. Анчах та кӗҫех ҫил тапранать. Вӑл вӑйлансах-вӑйлансах пырать. Ҫакӑ каҫпа пулса иртет. Вӗренекенӗсем парӑссене антараҫҫӗ те кӗсменсемпе авӑсма пуҫлаҫҫӗ. Хирӗҫле ҫил вӗрнӗрен вӗсем инҫех каяймаҫҫӗ. Кимме енчен енне силлентерет, унта вара шыв кӗрсе тулать. Вӗренекенӗсем пӗтӗм вӑйран ҫыран еннелле авӑсма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та ҫыранӗ питӗ аякра-ха.
Иисус халӗ те ту ҫинче-ха. Вӑл унта чылай вӑхӑт пулнӑ. Анчах та халӗ вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем пысӑк хумсем хушшинче вилме пултарнине ӑнланать. Ҫавӑнпа вӑл ту ҫинчен тинӗс хӗррине анать. Хӑйӗн вӗренекенӗсене пулӑшас тесе Иисус кӗрлекен тинӗспе утса каять!
Эсӗ шыв тӑрӑх утса пӑхас терӗн пулсан, мӗн пулать? ~ Эсӗ путма пултаратӑн. Анчах та Иисуспа апла пулман. Унӑн тӗлӗнмелле вӑй пулнӑ. Иисус шыв ҫийӗн утса каять те вӑхӑт иртсен кимме хӑваласа ҫитет. Тул ҫутӑласпа ҫеҫ вӗренекенӗсем Иисуса асӑрхаҫҫӗ. Вӑл шыв ҫийӗн пырать! Вӗсене хӑйсем мӗн курнине ӗненме йывӑр. Вӗсем питӗ хӑраса ӳкеҫҫӗ, вара кӑшкӑрма пуҫлаҫҫӗ. Анчах Иисус вӗсене: «Ку — Эпӗ, ан хӑрӑр»,— тесе лӑплантарать.
Иисус кимӗ ҫине ларсанах ҫил-тӑвӑл лӑпланать. Вӗренекенӗсем каллех тӗлӗнеҫҫӗ. Вӗсем Иисус умне ӳксе калаҫҫӗ: «Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ Ывӑлӗ» (Матфей 14:22—33; Иоанн 6:16—21).
Ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ пулсан тата ҫавна пурне те хамӑр куҫпа курнӑ пулсан, мӗн тери лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, ҫапла-и? ~ Пӗлетӗн-и, мӗншӗн Иисус ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ? ~ Вӑл вӗренекенӗсене юратнӑ, вӗсене пулӑшасшӑн пулнӑ. Унсӑр пуҫне Иисус хӑйӗн пысӑк вӑй пуррине тата унпа пуласлӑхра, Турӑ Патшалӑхӗнче Патша пулса ертсе пынӑ вӑхӑтра, усӑ курассине кӑтартасшӑн пулнӑ.
Анчах та Иисус ҫав вӑйпа паян та час-часах усӑ курать. Иисусӑн вӗренекенӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калама пӑрахтарас тесе Сатана кирек мӗн тусан та, Иисус вӗсене ҫак ӗҫе туса тӑма пулӑшать. Апла пулин те Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене чир-чӗртен сыхламасть тата вӗсене сыватмасть. Иисусӑн апостолӗсем те вӑхӑт иртсен вилнӗ. Иакова, Иоанн пиччӗшне, вӗлернӗ, Иоана хӑйне вара тӗрмене хупса лартнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 12:2; Ӳлӗмхине 1:9).
Паян та ҫавӑн пекки пулса иртет. Ҫынсем чирлеҫҫӗ тата вилеҫҫӗ, ҫакӑ вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫленипе ӗҫлеменнинчен килмест. Анчах кӗҫех Иисус Туррӑн патшалӑхӗнче Патша пулса ертсе пынӑ чухне пӗтӗмпех улшӑнӗ. Хӑрасси яланлӑхах ҫухалӗ, мӗншӗн тесен Иисус хӑйӗн вӑйӗпе усӑ курса хӑйне итлекенсене ырӑ тӑвӗ (Исаия 9:6, 7).
Ҫак сӑвӑ йӗркисенче Иисусӑн — Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулма Турӑ суйласа илнӗскерӗн — мӗн тери пысӑк вӑй пурри ҫинчен каланӑ: Даниил 7:13, 14; Матфей 28:18 тата Эфес 1:20—22.
[172-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем]
Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Иисус хӑватлӑ Патша-и е ним тума пултарайман пӗчӗк ача?
[173-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Иисус ҫилпе хумсене мӗн калать?
[174-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Мӗншӗн Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ?
[176-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]
Паян Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле хӳтӗлет?