ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иеговӑн нравственность нормисене тытса тӑрӑр
Иегова Турӑ ҫынсене нравственность нормисене панӑ. Сӑмахран, хӗрарӑмпа арҫын ҫемье ҫавӑрсан, вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ ӗмӗрлӗхе пулмалла тесе вӑл тӳррӗн каланӑ (Мф 19:4—6, 9). Вӑл кирек мӗнле аскӑн ӗҫе те сивлет (1Кр 6:9, 10). Унсӑр пуҫне мӗн тӑхӑнас тата мӗнле ҫи-пуҫпа ҫӳрес тӗлӗшрен вӑл пире принципсем панӑ, ҫакна пула унӑн халӑхӗ ҫак тӗнчери ҫынсенчен уйрӑлса тӑрать (Сак аст 22:5; 1Тм 2:9, 10).
Паянхи кунсенче ҫынсенчен нумайӑшӗ Иеговӑн нравственность нормисене тытса тӑрасшӑн мар (Рм 1:18—32). Вӗсем мӗн тӑхӑнас, хӑйсене мӗнле тыткалас тӗлӗшрен тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ шухӑш-кӑмӑла хӑйсем ҫине витӗм кӳме параҫҫӗ. Нумайӑшӗ хӑйсен аскӑн ӗҫӗсемпе мухтанаҫҫӗ, Туррӑн нравственность нормисене тытса тӑракан ҫынсенчен вара кулаҫҫӗ (1Пт 4:3, 4).
Эпир Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май Туррӑн нравственность нормисене хӳтӗлетпӗр (Рм 12:9). Мӗнле майпа? Эпир ыттисене Турӑ мӗне ырланипе ырламанни ҫинчен хисеплӗн калатпӑр. Анчах пирӗн хамӑрӑн та ҫак нравственность нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Сӑмахран, мӗнле ҫи-пуҫпа ҫӳремеллине тата мӗн тӑхӑнмаллине суйланӑ чухне хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ мӗне шута илетӗп — Иеговӑн нормисене е ҫак тӗнчери модӑна? Манӑн ҫи-пуҫ тата тумтир эпӗ Турра савӑнтарасшӑн пулнине кӑтартать-и?» Пӗр-пӗр фильм е телепередача суйласа илнӗ чухне вара ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшлама пулать: ҫак фильм е телепередача Иеговӑна килӗшнӗ пулӗччӗ-и? Ҫак вӑйӑ-кулӑ мана мӗнле пурнӑҫпа пурӑнма хавхалантарать? Вӑл мана нравственность енчен таса тӑрса юлма чӑрмантармӗ-и? (Пс 100:3.) Эпӗ мӗн суйласа илни манӑн ҫемьери ҫынсене тата ыттисене такӑнтармӗ-и? (1Кр 10:31—33.)
Мӗншӗн Иеговӑн нравственность нормисене тытса тӑмалла? Мӗншӗн тесен Иисус Христос кӗҫех ҫӗр ҫинчи пӗтӗм усаллӑха пӗтерӗ (Иез 9:4—7). Туррӑн ирӗкне туса тӑракан ҫынсем ҫеҫ чӗрӗ юлӗҫ (1Ин 2:15—17). Апла айтӑр Туррӑн нравственность нормисене тытса тӑрар, вара ытти ҫынсем пирӗн ӗҫсене кура Турра мухтава кӑларӗҫ! (1Пт 2:11, 12.)
Манӑн ҫи-пуҫпа тумтир ман ҫинчен мӗн калать?
«ИЕГОВӐН ТУСӖ ПУЛ. ПӖР АРҪЫН, ПӖР ХӖРАРӐМ» МУЛЬТФИЛЬМ ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
Мӗншӗн Иеговӑн нормисене тытса тӑни тӗрӗс?
Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене мӗн пӗчӗкренех Иеговӑн нравственность нормисене вӗрентмелле?
Аслисем те, ачасем те ыттисене Туррӑн тусӗ пулса тӑма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?