Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb18 июнь 7 с.
  • Социаллӑ сетьсем. Танатасенчен пӑрӑнӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Социаллӑ сетьсем. Танатасенчен пӑрӑнӑр
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
  • Ҫавнашкал материал
  • Интернетра санӑн тусусем камсем вӗсем?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2022
  • «Хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
mwb18 июнь 7 с.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Социаллӑ сетьсем. Танатасенчен пӑрӑнӑр

Иисус чулсенчен ҫӑкӑр тума килӗшмест

ҪАКӐ МӖНШӖН ПИТӖ КИРЛӖ? Кирек мӗнле хатӗр пекех социаллӑ сетьсем усӑ пама та, сиен кӳме те пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр христиансем социаллӑ сетьсемпе пачах усӑ курмаҫҫӗ. Теприсем вара ҫав сетьсем урлӑ хурӑнташӗсемпе тата тусӗсемпе хутшӑнаҫҫӗ. Анчах та асӑрхануллӑ пулмасан эпир хамӑрӑн ята яма тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене аркатма пултаратпӑр, Шуйттан шӑп ҫакна кӗтет те. Турӑ Сӑмахӗнчи принципсем, Иисуса пулӑшнӑ пекех, пире те хӑрушлӑхсене асӑрхама тата вӗсенчен пӑрӑнма пулӑшма пултараҫҫӗ (Лк 4:4, 8, 12).

ТАНАТАСЕМ

  • Вӑхӑта сая яни. Социаллӑ сетьсенче сехечӗ-сехечӗпе ларсан Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсем валли вӑхӑт юлмасан та пултарать

    Библири принципсем: Эф 5:15, 16; Фп 1:10

  • Сиенлӗ материал. Намӑссӑр ӳкерчӗксемпе видеосене пӑхни порнографи пӑхас туртӑма ҫуратма е аскӑн ӗҫ тӑвасси патне илсе ҫитерме пултарать. Чӑнлӑхран пӑрӑннӑ ҫынсен сайчӗсене е блогӗсене вулани пирӗн ӗненӗве аркатма пултарать

    Библири принципсем: Мф 5:28; Фп 4:8

  • Киревсӗр комментарисемпе фотографисем. Чӗре ултавлӑ пулнӑран ҫын киревсӗр комментарисемпе фотографисене социаллӑ сетьсенче вырнаҫтарма пултарать. Анчах та ҫапла тунипе камӑнне те пулин ятне яма е ӗненӗвне хавшатма пулать

    Библири принципсем: Рм 14:13; Эф 4:29

«СОЦИАЛЛӐ СЕТЬСЕМПЕ ТӖРӖС УСӐ КУРӐР» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАКӐН ПЕК ЛАРУ-ТӐРУСЕНЧЕН МӖНЛЕ ПӐРӐНМАЛЛИНЕ ҪЫРСА ТУХӐР:

Вӑрӑ кил хуҫи отпуска каяссине социаллӑ сетьсем урлӑ сӑнаса тӑрать
Ӗҫ паракан ӗҫе вырнаҫма килнӗ ҫынпа калаҫнӑ чухне социаллӑ сетьсенчи унӑн страницинче киревсӗр фотографине курать
Хӗр социаллӑ сетьсенче усал сӑмахсем ҫырнине курать
Пӗр ҫамрӑк ҫӗрлечченех социаллӑ сетьсенче ларнӑран ирхине тӑраймасть
    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр