Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 26 сыпӑк, 66 с.—67 с., 7 абз.
  • «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ»
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ»
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
  • Ҫынсем мӗншӗн чирлеҫҫӗ?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 26 сыпӑк, 66 с.—67 с., 7 абз.
Шалкӑм ҫапнӑ ҫынна Иисус патне маччари шӑтӑкран антараҫҫӗ

26-МӖШ СЫПӐК

«Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ»

МАТФЕЙ 9:1—8 МАРК 2:1—12 ЛУКА 5:17—26

  • ИИСУС ШАЛКӐМ ҪАПНӐ ҪЫННӐН ҪЫЛӐХӖСЕНЕ КАҪАРАТЬ ТЕ ӐНА СЫВАТАТЬ

Тӗрлӗ ҫӗрти ҫынсем Иисус ҫинчен илтнӗ ӗнтӗ. Нумайӑшӗ ӑна итлес тата вӑл тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫсене курас тесе ун патне, вӑл ҫын ҫук ҫӗрте пулнӑ чухне те пыраҫҫӗ. Анчах темиҫе кун иртсен вӑл Капернаума, хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫланӑ тӗп вырӑна, таврӑнать. Вӑл таврӑнни ҫинчен хыпар пӗтӗм хулипе — Галилея тинӗсӗ хӗрринче вырнаҫнӑ хулана — хӑвӑрт сарӑлать. Ҫавна пула Иисус чарӑнса тӑнӑ ҫурта халӑх пухӑнать. Пӗтӗм Галилейӑпа Иудейӑран, ҫав шутрах Иерусалимран та, фарисейсемпе саккуна вӗрентекенсем килеҫҫӗ.

«Часах халӑх пырса тулнӑ, ӗнтӗ алӑк патӗнче те вырӑн пулман; Вӑл вӗсене Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ» (Марк 2:2). Кӗҫех ҫавӑнта хӑйне евӗрлӗ пулӑм пулса иртӗ. Ҫавӑ Иисусӑн этемлӗх куракан хӗн-асапӑн сӑлтавне пӗтерме тата вӑл кама сыватас тет, ҫавсене сып-сывӑ тума хӑват пуррине кӑтартса парӗ.

Иисус лӑк тулли пӳлӗмре вӗрентнӗ чухне тӑватӑ ҫын шалкӑм, е паралич, ҫапнӑ хӑйсен тусне наҫилккапа йӑтса килеҫҫӗ. Вӗсем ӑна Иисус сываттӑр теҫҫӗ. Анчах та халӑх нумай пулнӑран вӗсем ӑна «Иисус ҫывӑхне» йӑтса пыраймаҫҫӗ (Марк 2:4). Ҫакӑ вӗсене мӗнле хурлантарма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вара вӗсем ҫуртӑн лаптак тӑррине хӑпараҫҫӗ те маччара шӑтӑк тӑваҫҫӗ, вара ҫавӑнтан шалкӑм ҫапнӑ ҫынна наҫилккипех антараҫҫӗ.

Иисус хӑйне ҫавӑн пек чӑрмантарнӑшӑн ҫилленет-и? Ним чухлӗ те! Пачах урӑхла, вӗсен ӗненӗвӗ унӑн кӑмӑлне питӗ вӑйлӑ хускатать, вара вӑл шалкӑм ҫапнӑ ҫынна калать: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» (Матфей 9:2). Анчах та Иисус ҫылӑхсене чӑнах та каҫарма пултарать-и? Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ҫакӑнпа килӗшмеҫҫӗ. Вӗсем ҫапла шутлаҫҫӗ: «Мӗнле Вӑл ҫапла Турра хурлать! Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑха кам каҫарма пултартӑр?» (Марк 2:7.)

Вӗсен шухӑшӗсене Иисус пӗлет, ҫавӑнпа вӑл вӗсенчен ыйтать: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫапла шухӑшлатӑр? Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах? шалкӑм ҫапнӑ ҫынна: „санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ“ теме-и? е: „тӑр та вырӑнна ил те кай“ теме-и?» (Марк 2:8, 9.) Чӑнах та, тепӗртакран Иисус парне кӳрӗ, ҫав парнене пула вӑл ҫыннӑн ҫылӑхне каҫарма пултарать.

Унтан Иисус ҫӗр ҫинче ҫылӑхсене каҫарма хӑйӗн ирӗк пуррине пурне те, ҫав шутрах хӑйне хурлакансене те кӑтартать. Вӑл шалкӑм ҫапнӑ ҫын еннелле ҫаврӑнать те ӑна хушать: «Сана калатӑп — тӑр та вырӑнна ил те кай». Лешӗ тӳрех ҫавна тӑвать. Вӑл ыттисен куҫӗ умӗнче хӑйӗн наҫилккине илет те пӳртрен тухса каять. Ҫынсем шалтах тӗлӗнеҫҫӗ! Вӗсем Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ»,— тесе кӑшкӑраҫҫӗ (Марк 2:11, 12).

Ҫакна палӑртмалла: Иисус ҫылӑх ҫинчен каланӑ чухне ӑна чир-чӗрпе ҫыхӑнтарать, ҫавӑнпа та ҫылӑхсене каҫарнипе чиртен сываласси хушшинче ҫыхӑну пур пулас. Библире каланӑ тӑрӑх, пирӗн ӑру ашшӗ, Адам, ҫылӑха кӗнӗ, вара ҫылӑх кӳрекен сиен — чир-чӗрпе вилӗм — пирӗн ҫине куҫнӑ. Анчах та Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне Турра юратакан тата уншӑн ӗҫлекен ҫынсен пурин ҫылӑхне те Иисус каҫарӗ. Вара ҫынсем урӑх нихӑҫан та чирлемӗҫ (Рим 5:12, 18, 19).

  • Капернаумра Иисуса шалкӑм ҫапнӑ ҫынна сыватма мӗн хавхалантарать?

  • Мӗнле майпа ҫав ҫын Иисус умӗнче пулма пултарнӑ?

  • Ҫав пулса иртнӗ ӗҫрен эпир ҫылӑхпа чир-чӗр хушшинчи ҫыхӑну пирки мӗн пӗлме пултаратпӑр тата пирӗн мӗнле шанчӑк пур?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр