ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Акилӑпа Прискилла хӑйсене хӗрхенсе тӑманнипе тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулнипе лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ
Римри христиансем патне ҫырнӑ ҫырура Павел ҫапла каланӑ: «Манпа пӗрле Христос Иисусшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ Прискиллӑпа Акилӑна салам калӑр; вӗсем мана ҫӑласшӑн пуҫне хума хатӗрччӗ; вӗсене пӗр эпӗ анчах тав тумастӑп, суя тӗнлисенчен пулнӑ ӗненекен ушкӑнсем те пурте тав тӑваҫҫӗ» (Рм 16:3, 4). Ҫакӑн пек каланипе Павел Прискиллӑпа Акилӑна хисепленине тата кӑмӑлланине кӑтартнӑ. Мӗншӗн Павелпа пухури тӑвансем вӗсене хакланӑ?
ВЫРӐНТИ ЛАРУ-ТӐРӐВА ШУТА ИЛСЕ ҪАК ЫЙТУСЕНЕ СӲТСЕ ЯВӐР:
Павел апостол мӗншӗн Акилӑпа Прискиллӑна хакланӑ? (Ап ӗҫ 18:1—4, 11 вуласа пар.)
Ҫак сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, вӗсем хӑйсене хӗрхенсе тӑманни мӗнрен курӑнса тӑнӑ? (Рм 16:3, 4 вуласа пар.)
Ҫавӑншӑн Акилӑпа Прискилла мӗнле пиллӗхсем илнӗ? (Рм 1:11, 12 вуласа пар.)
Мӗнле майпа эпир Патшалӑх ӗҫне тума пулӑшма пултаратпӑр?
Акилӑпа Прискиллӑран эпир тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? (Рм 16:4.)