Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • th 7 урок, 10 с.
  • Тӗрӗс информаци кала

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тӗрӗс информаци кала
  • Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
  • Ҫавнашкал материал
  • Библири сӑвӑ йӗркисене вулас умӗн каламалли сӑмахсем
    Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
  • Мӗнле усӑ панине кӑтарт
    Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
  • Ыйтусем пар
    Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
  • Итлекенсен чӗрисене хускат
    Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
Ытларах пӗлӗр
Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
th 7 урок, 10 с.

7-МӖШ УРОК

Тӗрӗс информаци кала

Библири сӑвӑ йӗрки

Лука 1:3

ТӖЛЛЕВ. Итлекенсене тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума пулӑшас тесе тӗрӗс информаци кала.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Шанӑҫа тивӗҫлӗ информаципе усӑ кур. Эсӗ мӗн калани Библипе килӗшсе тӑтӑр тата май килнӗ чухне унтанах вуласа пар. Наука фактне, пӗр-пӗр хыпара, пурнӑҫри тӗслӗхе е мӗне те пулин урӑххине илсе паратӑн пулсан, ҫак информаци тӗрӗс пулнипе пулманнине, кивелсе кайнипе кайманнине маларах тӗрӗсле.

  • Шухӑша ан пӑс. Сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса панӑ чухне контекстпа, Библин тӗп темипе тата «шанчӑклӑ та ӑслӑ чуран» публикацийӗсемпе килӗшӳллӗн ӑнлантарса пар (Матфей 24:45). Информацие тӗрлӗ литературӑран илсе паратӑн пулсан, авторӑн шухӑшне пӑсасран асӑрхан.

    Усӑллӑ канаш

    Фактсене ан пӑс, цифрӑсене ӳстерсе ан кала. «Хӑшӗ-пӗрисем» вырӑнне «ытларахӑшӗ», «хӑш-пӗр чухне» вырӑнне «яланах», «ҫакӑ пулман пулӗ» вырӑнне «ҫакӑ пулма пултарайман» тесе каласран асӑрхан.

  • Итлекенсене шухӑшлаттар. Библири сӑвӑ йӗркисене вуласа парсан е урӑх вырӑнтан шухӑшсене илсе парсан итлекенсене хӑйсене пӗтӗмлетӳ тума пулӑш. Ҫавна тума пулӑшас тесе вырӑнлӑ ыйтусем пар е тӗслӗх илсе пар.

ЫРӐ ХЫПАР САРНӐ ЧУХНЕ

Ырӑ хыпар сарма каяс умӗн сана мӗнле ыйтусем пама пултарни ҫинчен шухӑшла тата вӗсем ҫине хуравлама хатӗрлен. Хӑвна панӑ ыйту ҫине мӗнле хуравламаллине пӗлместӗн пулсан, хуравлама ан васка, хатӗрленетӗп те ҫак ыйту ҫине тепрехинче хуравлӑп тесе кала.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр